«Улатӑр механика савучӗ» АО

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
«Улатӑр механика савучӗ» АО
Alatyrsky mechanical plant.jpg
Тӗс Акционерлӑ общество
Никӗсленӗ ҫул 1893
Вырнаҫӑвӗ Чӑваш Республики, Улатӑр хули
Паллӑ ҫыннисем Паравин Григорий Николаевич
Отрасль Промышленноҫ
Продукци Чукун ҫулсен саппас пайсем
Укҫа ҫаврӑнӑшӗ 397,1 млн руб. (2015)
Таса тупӑш 69,8 млн руб. (2015)
Сайт alatmz.ru

«Улатӑр механика савучӗ» АО (выр. Акционерное общество «Алатырский механический завод») — чукун ҫул транспорчӗ валли продукци туса кӑларакан, Улатӑр хулинче (Чӑваш Республики) вырнаҫнӑ, Раҫҫей промышленноҫ предприятийӗ.

Историйӗ

Завода 1893 ҫулта Улатӑрти чукун ҫул мастерскойӗсем тесе никӗсленӗ. 1929 ҫулта мастерскойсене Хусан чукун ҫулӗн Пӑравуссене юсакан завочӗ туса хунӑ. 1981 ҫултанпа — Улатӑр механика савучӗ. 1941 ҫулта Смела(выр.)чăв. тата Гайворон пӑравус юсакан заводсен(выр.)чăв. рабочийӗсемпе служащисене тата оборудованийӗн пӗр пайне Улатӑрти механика савутне, тепӗр пайне Канаш хулине, унта Канаш вакун юсакан завод туса хунӑ, эвакуациленӗ.  

2003 ҫулта «Улатӑр механика завочӗ» ПУП ҫӗнӗрен йӗркеленӗ «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществин филиалӗ пулса тӑрать[1].

2007 ҫулта «Улатӑр механика завочӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятирен акционерсен обществи пулса тӑрать[1].  

2014 ҫулчен Улатӑр механика савучӗ «РЖД» АУО ҫумӗнчи общество шутланнӑ, 2014 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна «Трансмаш Инвеста» сутнӑ[2].  

2015 ҫулта тупӑш 397 миллион тенкӗпе танлашнӑ, таса тупӑш — 70 миллион тенкӗпе.

Продукцийӗ

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче завод оборона продукцийӗ туса кӑларнӑ, пӑравуссене юсанӑ, ҫӗршыври 11 чукун ҫул заказӗсене пурнӑҫланӑ.  

1992 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пысӑк температурӑллӑ камерӑсем, пысӑк чӑтӑмлӑ реостатсем, шыв ӑшӑтакан хурансем, тимӗр контейнерсем кӑларнӑ.

2009 ҫул тӗлне заводӑн тӗп ӗҫӗ-хӗлӗ:

  • Чукун ҫулсен куҫакан йышӗ валли саппас пайсем туса кӑларасси;  
  • вакунсене чаракан оборудовани ӑсталасси;  
  • машиностроени продукцине хатӗрлесси;  
  • мӑшӑр-кустӑрмасене юсасси тата йӗркелесси;  
  • куҫакан йышӑн оборудованине, узелӗсемпе агрегачӗсене юсасси тата ҫӗнетесси.

Продукцие тӗп туянаканӗ — «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи. Предприятире ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин 2020—2025 ҫулсенчи Комплекслӑ аталану программине кӗртнӗ хӑвӑртлӑхлӑ урапасем кӑларакан инвестици проекчӗ те пурнӑҫланать[3][4].

Вуламалли

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем