Çĕвĕç
Çĕвĕç — тумтир тума пĕлекен ăста. Çĕвĕ машшынĕпе е ахаль алă вĕçĕн ĕçлекене вара çĕлевçĕ теççĕ.
Истори
Европăра тумтире çĕлемелли ĕç XII-XIV ӗмӗрсенче вăраххăн аталанса пынă. Малтан тумтире ут-пĕве пытарма анчах çĕленĕ, ренессанс вăхăчĕ çитсен вара ут-пӳ формисене кăтартмалла çĕлеме пуçланă. Ку вăхăт модăна çуратнă теме те юрать.
Ӳнерте
Морони Джованни Баттистăн «Çĕвĕç» (1560) ӳкерчĕк пур.
Тĕлĕкре
Тĕлĕкре çĕвĕçе курсан эсир шутласа хунă çӳлçӳрев сире нумай хуйхă илсе килĕ. Енчен те çĕвĕç сире валли тум çĕлеве виçет пулсан тăвансемпе хирĕçмелли пулать.