Çĕр декречĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Ҫӗр декречӗ (выр. Декрет о земле) — совет влаҫӗн 1917 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе чӳкӗн 8-мӗшӗнче) Пӗтӗм Раҫҫейри советсен иккӗмӗш съездӗнче йышӑннӑ чи малтанхи декречӗсенчен пӗри. Ҫӗр ыйтӑвне татса панӑ.

Ҫӗр пирки калакан декрет

Декретӑн ҫӑлкуҫ бази

Ҫӗр декречӗн ҫӑлкуҫӗсем (малалла — Декрет) ҫаксем пулнӑ:

  1. 1917 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Советсем тата ҫӗр комитечӗсем йӗркеленӗ хресченсен наказӗсем.
  2. Эсерсен аграри программи.

Ҫӗр декречӗ (юпан 26-мӗшӗнче иртнӗ ларура ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре йышӑннӑ)

1) Ҫӗр тӗлӗшпе улпут харпӑрлӑхӗ пӗр тӑхтамасӑр кирек мӗнле тӳлесе илмесӗр пӑрахӑҫланать.

2) Улпут именийӗсем — мӗнпур удел, мӑнастир, чиркӳ ҫӗрӗсем пекех, вӗсен мӗнпур чӗрӗ тата чӗрӗ мар инвентарӗсемпе, усадьба хуралтисемпе тата пур хатӗрсемпе пӗрле — вулӑсри ҫӗр Комитечӗсен тата уесри Хресчен Депутачӗсен Канашӗн аллине куҫаҫҫӗ, Учредитель Канашӗ таранах.

3) Конфискациленӗ пурлӑха, паянтан пӗтӗм халӑхӑн пулса тӑнӑскере, кирек мӗнле пӑссан та революци судӗнче явап тыттармалли йывӑр преступлени туни пулать…

4) Аслӑ ҫӗр улшӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ӗҫлекен ертӳҫӗсем валли, малашне вӗсене Учредитель Пухӑвӗ татӑклӑ татса париччен, пур ҫӗрте те хресченсен тепӗр наказӗ пулмалла …

5) Рядовой казаксемпе хресченсен ҫӗрне конфискацилемеҫҫӗ.«Правда» хаҫатӑн 1917 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнчи (кивӗ стильпе) 171-мӗш номерӗнче пичетленӗ

Декрет содержанийӗ

  1. Ҫӗрпе усӑ курмалли нумай форма (килӗрен, хутор, община, артель).
  2. Улпут ҫӗрӗсемпе именийӗсене конфискацилени. Ҫавӑнтах палӑртнӑ: «Рядовой хресченсен тата рядовой казаксен ҫӗрӗсене конфискацилемеҫҫӗ».
  3. Конфискациленӗ ҫӗрсем вулӑсри ҫӗр комитечӗсен тата уесри Хресчен депутачӗсен канашӗн аллине куҫни.
  4. Ҫӗр пӗтӗм халӑх пурлӑхне ("Пӗтӗм ҫӗре: патшалӑх, удел, кабинет, мӑнастир, чиркӳ, посесси, майорат, харпӑр, общество тата хресчен т. ыт. те, тӳлевсӗр туртса илеҫҫӗ, пӗтӗм халӑх пурлӑхне ҫаврӑнать, мӗнпур ӗҫ ҫыннине усӑ курма куҫать.) кайран ӑна хресченсене тӳлевсӗр памалла куҫать. «Пӗтӗм ҫӗр, ӑна туртса илсен, пӗрлехи ҫӗр фондне кӗрет. Ӑна ӗҫ ҫыннисен хушшинче вырӑнти тата тӗп хӑйтытӑмлӑхсем валеҫсе параҫҫӗ, демократилле йӗркеленнӗ сословсӑр ял тата хула общинисенчен пуҫласа облаҫри тӗп учрежденисем таран».
  5. Ҫӗр тӗлӗшпе уйрӑм харпӑрлӑх правине пӑрахӑҫлани. «Ҫӗр тӗлӗшпе улпут харпӑрлӑхӗ кирек мӗнле пӗр тӳлесе илмесӗр пӑрахӑҫланать. Пурлӑх переворотӗнчен шар курнисене вӑхӑтлӑха, пурӑнмалли ҫӗнӗ условисене хӑнӑхма кирлӗ вӑхӑтра, общество пулӑшавӗпе усӑ курмалли право ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ».
  6. Тара илнӗ ӗҫпе усӑ курма чарни.

Эсерсен «Ҫӗр декретне» 1918 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнчи Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн Председателӗ В. Ульянов (Ленин) тата Пӗтӗм Раҫҫейри Тӗп Ӗҫ тӑвакан Комитечӗн Председателӗ Я. Свердлов алӑ пуснӑ «Ҫӗр социализацийӗ пирки калакан тӗп саккун» улӑштарнӑ[1].

1920 ҫул вӗҫнелле Раҫҫейӗн Европа пайӗнчи 36 кӗпӗрнере 22 847 916 теҫетке ӗҫлемен ҫӗрсенчен хресченлӗх аллине 21 407 152 теҫетке кӗнӗ (колхозсен — 391 614 теҫ., совхозсен — 1 049 150 теҫ.), ку хресченсен 94 720 628 теҫетке ҫӗр лаптӑкне 116 127 780 теҫетке таран ӳстернӗ, урӑхла каласан, мӗнпур лайӑх ҫӗрсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗнчен 80 % -ран 99,8 % таран (Ҫӗр йӗркелӗвӗн Тӗп Управленийӗн даннӑйӗсем)[2].

Декрет пӗлтерӗшӗ

Ҫӗр декречӗ ҫӗнӗ влаҫ уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗ, тара тытса ӗҫлеттерни ҫине мӗнле пӑхнине уҫҫӑн палӑртнӑ. Ҫак формулировкӑсем СССР тата социализм ҫӗршывӗсен ҫӗр политикин никӗсӗ нумайлӑха пулса тӑнӑ.

Уйрӑм харпӑрлӑх ҫӗр правине 1993 ҫулхи Конституцире кӑна ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ.

Ленин «Ҫӗр декречӗ ҫинчен» каланин стенограмми:

«… Эпӗ сире декретри Сирӗн Совет правительстви кӑларма тивӗҫ пунктсене вуласа парӑп. Ҫак декретӑн пӗр пунктӗнче вырӑнти Хресчен Депутачӗсен Канашӗн 242 наказне тӗпе хурса хатӗрленӗ ҫӗр Комитечӗсене наказне вырнаҫтарнӑ (Декретпа наказа уйрӑм вырнаҫтарӗҫ). Кунта декрета тата наказа С.Р-сем туни пирки сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Ҫапла пултӑр. Ӑна кам туни пурпӗр мар-и, анчах та демократиллӗ Правительство пулнӑ май, эпир халӑхӑн аялти сийӗсен постановленийӗнчен пӑрӑнса иртейместпӗр, вӗсемпе эпир килӗшмен пулсан та. Пурнӑҫ вутӗнче, унпа практикӑра усӑ курса, ӑна вырӑнтах ирттерсе, хресченсем тӗрӗслӗх ӑҫтине хӑйсемех ӑнланса илӗҫ …»«Правда» хаҫатӑн 1917 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнчи (кивӗ стильпе) 171-мӗш номерӗ, 2-мӗш стр

Ӑнлантарусем

  1. ^ Сироткин В. От «военного коммунизма» к нэпу. Международная обстановка. — В кн.: Архивы раскрывают тайны…: Междунар. вопросы: события и люди / Сост. Н. В. Попов. — М.: Политиздат, 1991. — С. 46—75.
  2. ^ Распределение земли после революции // Формы хозяйства. Землевладение и землепользование. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.

Вуламалли