Çерçи тăмани

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Çерçи тăмани
Glaucidium passerinum

Çерçи тăмани (лат. Glaucidium passerinum) — çерçинчен кăшт пĕчĕкрех кайăк. Çăмартисем (3-5) шурă, пĕри 9 грамм таять. Чăрăшлăха юратать. Шăши йышши чĕрчунсемпе тăранать. Хĕлле вăл ялсенче курăнкалать. Çерçисене тапăнать. Çавăнпа та ăна çерçи тăмани тенĕ те пулмалла. Ниçта та вĕçсе каймасть. Вĕсен йышĕ пирĕн тăрăхра яланах пĕчĕк пулнă.


Каçăсем