Çирĕклĕ Кӳлĕри ик-виçĕ кун (тĕрленчĕк)
Ку статьяна викилемелле. Тархасшăн, ăна хатĕрлемелли йĕркепе çырса кĕртĕр.
|
Ҫирӗклӗ кӳлӗри ик-виҫӗ кун - Владимир Садайӑн очеркӗ. Унта вӑрсӑ хыҫҫӑнхи хресченсен пурнӑҫне сӑнласа панӑ. Вӑл 1960 ҫулта пӗрремӗш хут пичетленсе тухнӑ.
Ум сӑмах
Чӑваш республикинче пултаруллӑ писательсем чылай. Кашнийӗ вулакансене хӑйне майлӑ илӗртет. Пурте вӗсем пӗр пӗринчен мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑраҫҫӗ: хӑшӗсем хайлаври геройсене калӑплассипе, теприсем ҫут ҫанталӑка сӑнланипе, пӗрисем чун хусканӑвӗ ҫине пусӑм тӑваҫҫӗ, теприсем вӑй-хӑват ҫине тата ытти те. Унсӑр пуҫне, кашни ҫыравҫӑн хӑйӗн манерӗ, теми, идеи, тӗллевӗ, ҫулӗ, интересӗ…Илемлӗ сӑмах ӑстисем тем пирки те ҫыраҫҫӗ. Ҫакӑ писатель хӑш вӑхӑтра ӗҫленинчен килет, мӗншӗн тесен литература пурнӑҫпа тачӑ ҫыхӑннӑ, унпа пӗрлех улшӑнса пырать (ӗмӗрсен кашни тапхӑрӗнче хӑйӗн жанрӗ теми аталанать).
1950 ҫулсенчен пуҫласа ҫӗр-шывра И.В.Сталан пуҫ пулса хӑйне мӑнна хунӑ тапхӑр сирӗлме пуҫласан этем ирӗклӗхне хисеплесси, халӑх шухӑш-кӑмӑлне шута илесси сарӑлса пырӑ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ чӑваш литература ани ҫинче ҫӗнӗ йыщши талантсем шӑтса тухаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри - Владимир Леонтьевич Садай (Цырульников). Садай вулакансене те, тӗпчевҫӗсене те нумай шухӑшлаттаракан, хӑй евӗрлӗхӗпе тыткӑнлалакан чылай каклав-повесть, роман ҫырнӑ. Ҫавӑн пек илемлӗ, витӗмлӗ, тарӑн шухӑшлӑ хайлавӗсен шутне проза ӑстин «Лётчиксем», «Туссем каллех пӗрле», «Шевлесем», «Ҫирӗклӗ Кӳлӗри ик-виҫӗ кун» тата ытти хайлавӗсене илме пулать.Владимир Садайӑн произведенийӗсенчи геройсем – ахаль ҫынсем: хӑшӗ заводра, колхозра, совхозра ӗҫлет, хӑшӗ ҫарта Тӑван ҫӗр-шыв, мирлӗ ӗҫ хуралӗнче тӑрать… «Ҫирӗклӗ Кӳлӗри ик-виҫӗ кун» очерк – «Шевлесем» ятлӑ повеҫӗн малалли. Унта писатель колхозри выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен пурнӑҫне, ӗҫне-хӗлне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Автор сисӗмлӗ чунӗпе вӗсен психикине, характерне тата шалти туйӑмне уҫса парать. Очекрара писательпе пӗр вӑхӑтра пурӑнакан ҫынсен ӗҫӗ-хӗлӗ, туслӑхӗ-юратӑвӗ, савӑнӑҫӗ-хуйхи ҫинчен каласа панӑ. Геройсем – лайӑх, ӗҫчен те тӳрӗ кӑмӑллӑ, малалла, ҫӗнни патне туртӑнакан ҫынсем. Вӗсен хушшинчех вараланчӑк кӑмӑллӑ, чӑлах чунлӑ ҫынсем те пур. Вӗсене те Владимир Садай уҫҫӑн кӑтартса пама, «таса шыв ҫине кӑларма» пултарнӑ. Ӑста ҫыравҫӑ вулаканра ҫынлӑх туйӑмне вӑратать, ӑна аталантарса пырать. Ҫакна вӑл мӗнле пурнӑҫлама пултарнине кӑтартма эпир тӗпчев-шырав вали ҫак ҫыравҫӑн «Ҫирӗклӗ кӳлӗри ик-виҫӗ кун» очеркне суйласа илтӗмӗр. Ҫак тӗпчев ӗҫӗн тӗп тӗллевӗ вӑл – В.Л.Садайӑн очеркне тишкересси, пурнӑҫа кӑтартса парас ӑсталӑхне пӑхса тухасси.
Задачӑсем:
- В.Л.Садайӑн суйласа илнӗ очеркне вуласа тӗплӗн паллашасси, геройсен ӗҫне-хӗлне ӑша хывасси;
- Вӑл е ку тӗпчевҫӗ В.Л.Садайӑн пултаруллӑхӗ ҫинчен каланине тупса вуласси, вӗсенче тӗпчев ӗҫӗнче май килнӗ таран усӑ курасси;
- Сӑнарсене сӑнламалли мелсене тупса палӑртасси.
Ман шутпа, ҫак тӗпчевлӗ-шыравлӑ ӗҫ хальхи вӑхӑтра питӗ актуаллӑ. «Ҫирӗклӗ Кӳлӗри ик-виҫӗ кун» очеркра яла сӑнласа панӑ, унта пурӑнакан ҫынсем тӑван тавралӑхне мӗнле вӑйлӑ юратса унӑн малашлӑхӗшӗн тӑрӑшнине кӑтартнӑ. Паянхи кун пурте хула енне туртӑнаҫҫӗ. Ҫавна пула ялсем пӗтсе пыраҫҫӗ. В.Л.Садайӑн очӗркӗнче шӑпах ҫак пулӑмпа мӗнле кӗрешмеллине кӑтартса панӑ. Хальхи вӑхӑтра ял пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырни уйрӑмах кирлӗ тесе шутлатӑп.
1. Тӑван яла тӑвалла та ҫӑмӑлах утатӑн
Владимир Леонтьевич Садай «Ҫирӗклӗ кӳлӗри ик-виҫӗ кун» очеркра ял халӑхӗн пурнӑҫне туллин уҫса панӑ. Унта яла хӑйне те тӗплӗн кӑтартнӑ. Эппин, очеркра пейзаж пысӑк вырӑн йышӑнать. Пейзаж – ҫут ҫанталӑкӑн кӑмӑла хумхантаракан ӳкерчӗкӗсене сӑнласа пани. Вӑл хайлаври ӗҫ ӑҫта тата хӑҫан пулса иртнине ҫеҫ маргеройсен шухӑш-кӑмӑлне е вӗсем ҫинчен калассине витӗмлӗрех кӑтартма пулӑшать. «Ҫирӗклӗ кӳлӗри ик-виҫӗ кун» очеркра ял хӑй пӗр сӑнар пекех тухса тӑрать. Ман шутпа, ӑна тӗп сӑнар тесен те йӑнӑш пулмӗ. Илемлӗ литературӑра сӑнар тесе мӗне калаҫҫӗ-ши? Сӑнар – ҫынна, ҫут ҫанталӑкпа чӗр чунсен тӗнчинчи пӗр-пӗр япалана литературӑпа ӳнер хайлавӗсенче илемлӗх мелӗсемпе усӑ курса сӑнласси. Вӑл пур хайлавӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑрать, мӗншӗн тесен пӗтӗм ӗҫ ун тавра пулса иртет.
Кашни сӑнар хӑйне евӗр сӑн-сӑпачӗпе, ӗҫӗ-xӗлӗпе, шухӑшӗпе, кӑмӑлӗпе, тыткаларӑшӗпе, ӗмӗчӗпе уйрӑлса тӑрать. Очеркри Ял вулакансем умне чӑн-чӑн чӗрӗ ҫын пекех тухса тӑрать: тавралӑх унӑн кӗлетки, унта пурӑнакан халӑх вара пуҫ мимийӗ тата чунӗ. Литература геройӗсем те тӑван ялӗ ҫине ҫын ҫине пӑхнӑ пекех пӑхаҫҫӗ. Ҫакӑ унӑн пахалӑхне кӑтартать. Кӗҫтен Абакшиншӑн вӑл ҫуралса ӳснӗ тӑван ялӗ чи ҫывӑх ҫын тейӗн. Каччӑ унта хӑйӗн савнийӗ е тусӗ патне кайнӑ пекех васкать. Ҫакна кӑтартма Владимир Садай кӗске тата хутсӑр предложенисемпе усӑ курать: «Хулан шавлӑ станцийӗ хыҫала тӑрса юлчӗ. Вӑрман. Шурлӑх. Улма-ҫырла совхозӗн темиҫе ҫухрӑма тӑсӑлӑкан сачӗ. Каллех вӑрман. Юман вӑрманӗ. Вырнӑ ыраш пусси. Хурамал. Пукӑрлӑ. Пӑрӑнтӑк. Хӗрлӗ Ҫыр. Ҫитес станци - Ҫирӗклӗ кӳлӗ. Пуйӑс унта пӗр минут ҫеҫ тӑрать». Ҫаплах автор Кӗҫтен яла мӗншӗн ҫаплах васканине те палӑртнӑ: «Тул ҫутӑлма пуҫларӗ. Сӳнтӗк сӑрчӗпе пӗрлешнӗ тӳпе тухма хатӗрленекен хӗвелпе хӗп-хӗрлӗ пуличченех хӗрсе кайнӑ. Сӑрт тӳпинче вӑл ирӗлнӗн те туйӑнать. Пуйӑс кӑлтӑртатса вӑрман тӑрӑхӗнчен иртрӗ. Семафор. Вара ҫавӑнтах, малта, Ҫирӗклӗ кӳлӗ, Кӗҫтенӗн тӑван Ҫирӗклӗ кӳлли, курӑнса кайрӗ. Кунтан, инҫетрен, вӑл пӗрре те ял пек маар, вӑрман пек. Лапсӑркка йӑмрасемпе тирексем айӗнче, уҫӑрах вырӑнсенче, пӑт-пат хуралтӑсем курӑнса кайни ҫеҫ урӑхла шухӑшлаттарать. Илемлӗ ял ҫав. Ҫӗршывӗ те лайӑх выльӑх-xӗрлӗх ҫӳреме улӑх-ҫаранӗ ҫителӗклӗ, мӑйӑра, ҫырлана, хӑмлана кайма – вӑрман пур. Ҫӗрӗ тата! Ҫуркунне, сухаласа сӳрелесе пӑрахсан, унтан ҫӑкӑр шӑршиех кӗнӗн туйӑнать. Ҫавӑнпа та ӗлӗкрех – тен, халь те ҫаплах пулӗ – тавра ялсенчи хӗрсем качча Ҫирӗклӗ Кӳлле пыма хӗрӗнсе тӑратчӗҫ…». Хӑйӗн шухӑшне В. Садай ҫак сӑмахсемпе ҫирӗплетнӗ: «Тӑван яла тӑвалла та ҫӑмӑлах утатӑн ‹…› Урасем хӑйсем тӗллӗн тенӗ пек ывтӑнса пыраҫҫӗ».
Тӑван ялӑн илемӗ Кӗҫтене ҫеҫ мар, ытти геройсене те илӗртет. Сӑмахран, «Ҫирӗклӗ Кӳлӗ Павӑла килӗшрӗ, вӑл ӑна хӑйӗн тӑван ялне аса илтерчӗ. Инҫетри Каша та, Ӑксӑм хӗрринче ларакан Ҫирӗклӗ Кӳлӗ пекех, Сӗве хӗррине вырнаҫнӑ, вӑл та ку ял пекех пысӑк – кунти пекех, тӑватӑ юнашар урам ик-виҫ ҫухрӑма тӑсӑлать. Ӑксӑмӗ те варринче Сӗве пекех тарӑн – пӳ ярсан пӳ ҫитмест. Ун леш енче вара, Кашари пекех, таҫта ҫити ҫаран сарӑлса выртать. Ҫуркунне ӑна шыв илет-мӗн, ҫавӑнпа та утти питӗ вӑйлӑ пулать: ҫаранра халӗ шакӑрах шупкарах симӗс утӑ капанӗсем лараҫҫӗ. Вӗсен хушшинче, уҫӑрах вырӑнсенче, ӗне, сурӑх кӗтӗвӗсем ҫӳреҫҫӗ. Ҫарана кунта пӗр хутчен ҫеҫ ҫулаҫҫӗ иккен. Ун хыҫҫӑн, курӑкӗ кӑштах ӳссен, кӗтӳ яма пуҫлаҫҫӗ. Выльӑхшӑн кунта, чӑнах та, ырлӑх ӗнтӗ: апачӗ - ура айӗнче, шывӗ – ҫумра». Икӗ яла танлаштарса писатель кашни ҫын хӑйӗн тӑван ялне юратмаллине кӑтартать. Ҫакӑн пек ҫынсем ют вырӑнта та хӑйӗн ҫуралса ӳснӗ вырӑнӗ пирки шутлама, аса илме пӑрахмаҫҫӗ, хутте ӑҫта та тӑван ялӗн сӑнне кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех, вӗсем ытти тӑрӑхсене те тиркемеҫҫӗ, Очеркра Владимир Леонтьевич хутте мӗнле ялӑн та хӑйӗн хакӗ, пахалӑхӗ, илемӗ пуррине палӑртать. Ҫакна ҫирӗплетме вӑл Ҫирӗклӗ Кӳлӗри кашни кӗтессе тӗплӗн тата тӗрлӗ вӑхӑтсенче сӑнласа парать. Унӑн геройӗсем яла питӗ юратни ӑна хулапа танлаштарнинчен лайӑх курӑнать: «Урамра самаях уҫӑ. Хутран-ситрен Ӑксӑм енчен касӑ-касӑ ҫилвӑштӑртата-вӑштӑртата иртет. Вӑл урампа пӑшӑтатса чупса иртнӗ чух унти хурӑн, ӑвӑс, йӑмра ҫулҫисем шӗпӗл-шӗпӗл-шӗпӗл туса илеҫҫӗ. Тӳпе уҫлӑхӗ ҫӑлтӑрсем таранах тап-таса, пӗр пӗлӗт татки ҫук. Тухӑҫри тӳпе тайлӑмӗнче, пӗр-их йывӑҫ пӗвӗнче ҫакӑнса тӑракан талли уйӑх айккинче ҫеҫ, алса тулӗ пек пӗчӗк пӗлӗт татки курӑнчӗ. Вӑл, шӗвӗрскер, шуранкаскер, уйӑх ҫинчен ҫил вӗҫтерсе антарнӑ пас тусанӗ пулнӑнах туйӑнса кайрӗ.
Тӗнчене Павӑл ялта темле урӑхла курать. Тен, ӑна чи малтан ялта курнипе ҫапла-и вӑл? Чӑнах та, хулара, икӗ енӗпе те ҫӳлӗ ҫуртсем ларса тухнӑ урамра, кунӗн-ҫӗрӗн тенӗ пек машина чупакан, пиншер ҫын варшӑнакан урамра, ни ҫил пӑшӑлтатнине илтме ҫук, ни тӳпене ҫакӑн пек анлӑн кураймастӑн. Тӗнчен- тӳпен, ҫӗрӗн – шӑрши те ялта ун пек маар, пачах урӑхла. Павӑл каллех тӑван ялне аса илчӗ». Кӗҫтен мӗн пӗчӗкренех хулари зоотехника факультетне вӗренме кайма ӗмӗтленсе пурӑннӑ. Анчах та вӑл хулана тухса каяссишӗн ҫунман, каччӑ тӑван ялне аталантарас, унти сурӑх фермин тупӑшне ӳстерес тесе тӑрӑшнӑ. «Выльӑх-чӗрлӗхрен пуринчен ытла вӑл сурӑха юратать. Ун патне Кӗҫтен ачаран хӑнӑхнӑ. Ҫулла, ашшӗпе пӗрле, кӗтӳре те, хӗлле – витере те нумай пулнӑ.Уйрӑмах сурӑхсем пӑранлама тытӑннӑ вӑхӑтра. Ку вӑл - сурӑх ферминче чи савӑнӑҫлӑ вӑхӑт, ӑна кӗтӳҫсемпе ытти выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем кӑна маар, вӗсен кил-йышӗ те ҫулталӑк хушши кӗтет. Витисенче ун чух унта та кунта сурӑх макӑрни янрать, тин ҫуралнӑ путексен йӑваш та вӑйсӑр, анчах ҫине тӑрсах чӗчӗ ыйтса макӑрни илтӗнет. Кӗтӳҫсене пулӑшма пынӑ хӗрарӑмсем вӗсене, усӑнчӑк хӑлхаллӑ та шыва чиксе кӑларнӑ пек йӗпескерсене, умнӗсене ҫакнӑ сапунӗсем ҫине хурса, малтанах хутса ӑшӑтнӑ витесене йӑта-йӑта каяҫҫӗ. Ҫынсем хыҫҫӑн, каҫса кайса макӑракан путекӗсене: эпӗ кунтах, кунтах, юлмастӑп, тенӗ пек сас парса, амӑшӗсем чупса пыраҫҫӗ. Тепӗр пӗр-ик эрнерен вара фермӑри сурӑхсен хисепӗ икӗ хут ытла ӳсет: кашни сурӑх таврах пӗр-икӗ путек сиккелет. Хӑшӗ ҫӗркӑмрӑк пек хура, хӑшӗ шап-шурӑ, мамӑк кумкки евӗрлӗ. Хӑй кӑтра, чӗнтӗр тытнӑ пек, тытса ҫупӑрласах килет – ытарма ҫук! Сиккелесе ҫӳрет-ҫӳрет те амӑшӗ патне чупса пырать, сӑмсине ун ҫилли патне тӗкет. Унтан малти урисем ҫине кукленсе ларать, чаплаттара-чаплаттара ӗмнӗ май, - питӗ тутлӑ-ҫке сӗчӗ! – пӗчӗк хӳрине пӑлтӑр-пӑлтӑр-пӑлтӑр ҫавӑрать… Кӗтуҫшӑн тепӗр пысӑк савӑнӑҫлӑ кун вӑл – ҫуркунне кӗтӳ пирвайхи хут ҫерем ҫине тухни. Ҫерем сип-симӗс пулин те, курӑк тӑранмалӑхах ӳсмен-ха унта, анчах сурӑхсем, путексем, хӗлӗпе картара е картишӗнче тӑнӑ хыҫҫӑ, унта питӗ хавасланса тухаҫҫӗ. Путӗкӗсем тата, путӗкӗсем! Пӗр чарӑнми сиккелесе выляҫҫӗ, епле ывӑнмаҫҫӗ-тӗр, шереметсем. Ҫитӗнме пуҫланӑскерсем амӑшӗсене кура курӑк чӗпӗткелеҫҫӗ… Зоотехникӑ факультетне те Кӗҫтен ачаранпах сурӑхсемпе аппаланнипе, вӗсене юратнипе, малашне те выльӑх-чӗрлӗх енӗпе ӗҫлес тенипе кӗме шутланӑччӗ. Институт пӗтерсен вара каллех хӑйсен ялне таврӑнасшӑнччӗ – кунта ӗҫ питӗ нумай-ха. Ҫав сурӑх кӗтӳнех пӗтӗмпех ҫӗнӗтсе ямалла. Атту унта ратлӑ сурӑхсем питӗ сахал – ҫӑм та кирлӗ чухлӗ памаҫҫӗ, аш та. Колхоз, кӗтӗве лайӑхлатас шутпа, темиҫе ҫултанпа ӗнтӗ Кавказра е Алтайра ҫитӗнтернӗ ратлӑ такасем кӳртересшӗн тӑрӑшать, вӗсем вара ҫаплах ҫук-ха. Чӑнах та ӗнтӗ, Ҫирӗклӗ Кӳлӗ кӗтӗвӗ ытти колхозсенчен чылай лайӑхрах, сурӑхсен шучӗ те унта самай пысӑк, - халӗ икӗ пин пуҫа яхӑн, - анчах тухӑҫлӑх енӗпе кӳршӗсенчен мала ытла нумаях кайман. Унта та вӗсене вӑрҫӑччен кӳнӗ рамбулье ятлӑ такасенчен пуҫланӑ йӑх ҫеҫ пулӑшать ‹…› Ашшӗнни пекех, Кӗҫтенӗн те кӗтӗве тахҫанах ҫӗнӗтес килет, ку ӗҫе вӑл шкулта вӗреннӗ чухнех пуҫласшӑн ҫунатчӗ, анчах колхозра зоотехник ҫукки пӗтӗм ӗҫе чарса тӑчӗ: Петте сурӑха ун ашшӗ чухлӗ те пӗлмест, вӗренсе илнӗ пӗлӳ те, опыт тени те ҫук унӑн. Малашне акӑ Кӗҫтен ӑна хӑй пуҫласа ярӗ - заочнӑ вӗреннӗ хушӑрах вӑл ялан сурӑхсен хушшинче пулать». Ҫак сыпӑкпа автор ялта та тӑрӑшсан юратнӑ ӗҫ тупма пулнине кӑтартса панӑ.
Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын нихҫан та харама каймасть. Ун ӗҫӗ яланах тупӑшлӑ. Тепӗр тесен ваттисем: «Ҫынна ӗҫ вырӑнӗ илемлетмест, ҫын хӑй ӗҫ вырӑнне илемлетет», - тенӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑксем ҫакна шута илмеҫҫӗ. Вӗсем: «Ялта ӗҫ ҫук», - тесе хулана тухса кайма васкаҫҫӗ. Чӑнах та, хӑшӗ-пӗри унта хӑйӗн вали лайӑх, тупӑшлӑ вырӑн тупать, хӑшӗсем вара ҫӑкӑр илме укҫса аран пухса пурӑнкалаҫҫӗ. Ялта йӑлтах ҫумра. Хулара вара хӑвӑн вали ҫӗнӗрен пурнӑҫ йӗркелемелле, ҫул уҫмалла… Шырама пӗлекен вара ялта та, хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗнчен инҫе те мар, ӗҫ тупать. Ӑс пулсан ҫӗр ҫинче ӗҫлесе те, кӗтӳ кӗтсе те пуйма пулать. Ҫынсене ҫак сыпӑкри сурӑхсемпе танлаштарма пулать. Ачасем те путексем пекех пӗчӗк чухне ашшӗ-амӑшӗ ҫумӗнчен пӑрӑнма хӑраҫҫӗ. Кайран вара вӑйлӑрах та ӑллӑрах пулсан хӑйсем вали хӑйсем ҫул суйлама ирӗклӗнеҫҫӗ. Сурӑхсем ҫемьерен уйрӑлаҫҫӗ пулин те кӗтӳрен тухса каймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗччен ҫӳреме хӑрушӑрах. Ҫынсем вара ирӗке туйса «кӗтӳрен» те тухса кайма васкаҫҫӗ, хутран-ситрен ҫеҫ тӑван килне килкелесе ҫӳреҫҫӗ. Ялта ытларах чухне ватӑсем ҫеҫ тӑрса юлаҫҫӗ. Ял халӑхне Ҫирӗклӗ Кӳлӗ кӗтӗвӗн сурӑхӗсене ҫӗнӗтнӗ пекех ҫӗнӗтмелле. Урӑхла каласан, ялта ҫамрӑксем кирлӗ. Вӗсемсӗр ял пӗтет. Ҫамрӑксем нумай пулсан ял пӗлтерӗшӗ, тупӑшӗ, чапӗ, пахалӑхӗ ӳсет. Ҫынсем вара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи таркӑнсем пек пӗрин хыҫҫӑн тепри хулана тухса каяҫҫӗ. Очеркри геройсенчен нумайӑшӗ ҫакӑн пек ҫынсем шутне кӗмеҫҫӗ.
Ял халӑхӗ ирех тӑрса тӑван тавралӑхӗшӗн тӑрӑшма пуҫлать. «Тӗнчене кун ҫути ҫапнӑ. Анчах ял ӗнтӗ вӑраннӑ. Урамсене, картишсене шыв ӑсма тухнӑ хӗрарӑмсен витрисем чӑнкӑртатни, тарасасем чӗриклетни, ӑҫта килнӗ унта чӑхсем кӑтиклетни, сыснасем апат ыйтса ҫухрашни ильтӗнет. Хрескепе, хирти кас хыҫӗнчи витесем еннелле, аллӑ-утмӑл лаша тепӗртеттерсе хӑваласа иртрӗҫ, - кӗтӳрен ӗнтӗ, ӗҫе кӳлсе кайма. Тӑтӑшах выльӑх ҫӳренипе пӗр курӑк ӳсмен хрескепе ял хыҫне тухрӗҫ. Сылтӑмра, анкартисен хыҫӗнчен Аксӑм хӗррине ҫитиччен, пахча иккен – унта колхоз хӑяр, кишӗр, помидор, купӑста туса илет. Сулахайра ҫерем. Хӑй ем-ешӗлех те, курӑкӗ вара сурӑх чӗпӗтмелӗх те ҫук. Унта ӗҫрен пушӑ лашасем ҫӳреҫҫӗ, инҫетре те мар сысна кӗтӗвӗ чакаланать ‹…› Ӗне кӗтӗвӗ халӗ хӑй ҫулласенче ялан тӑракан ҫӗрте – ялтан виҫӗ ҫухрӑмри Киссук катинче. Вӑл Акӑш пырӗ текен ӐксӐм йӳппи хӗррине вырнаҫнӑ. Ӗлӗк унта, ҫав Киссук кати текен ҫӗрте, вӑрманах пулнӑ теҫҫӗ, анчах халӗ нимле йывӑҫ та ҫук, пӑт-пат хӑва тӗмӗсем ҫеҫ ӳсеҫҫӗ. Колхоз унта ӗнесем вали темиҫе пысӑк карта тытнӑ, кӗтӳҫсемпе ветпункт вали самаях ирӗк будка лартнӑ». Тӑван ялӗнчи пӗр лаптӑка та сая ямаҫҫӗ ял ӗҫченӗсем. Вӗсем ҫут ҫанталӑк мӗн панипе пуринпе те ҫителӗклӗ, туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. «Ҫепле ӗлӗк самай пысӑк вӑрманах пулнӑ теҫҫӗ, - ун лаптӑкӗ халӗ ҫӗр гектара яхӑн, - ялти ват ҫынсем ун та хӑйсем хӑмлана, вутта ҫӳрени ҫинчен каласа параҫҫӗ. Анчах халӗ вӑл Киссук кати пек пӗтсе ларнӑ, ӑнсӑртран тенӗ пек тӗл пулакан ҫӗрӗк тункатасем ҫеҫ унта авал чипер йывӑҫсемех ларнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫак ҫатма пек такӑр ҫӗр ҫинче, ӑҫта килнӗ унта, шӑлан, катӑркас, кӑпчанкӑ темӗсем лараҫҫӗ. Йӗркеллӗ ӳсмеҫҫӗ те вӗсем, выльӑхсем тӑтӑшах сиенленипе, нумайӑшӗ хӑрса пӗтнӗ, кӗтӳ янисӗр пуҫне вара унпа урӑхла нимле те усӑ курма май ҫук. Ҫавӑнпа та колхозри ҫамрӑксем кӑҫал кӗркунне, машинсем пӑртак пушансан, Ҫӗплери тӗмсене кӑклама тытӑнма шутласа хучӗҫ, - кайран, Пусакри пек сухалама та кукуруз акма пулать…».
Ӗҫченсене тӑван тавралӑха юратни, унӑн илемӗ хӑватлантарать. Ҫут ҫанталӑк хӑйне пӑхакансене хисепле тӗрлӗ парнесем парать: «Тапӑр тӗлӗнче Ӑксӑм сарлака. Ун ку енчи ҫыранӗ шывран кӑшт ҫеҫ ҫӗкленерех тӑрать. Ҫырми те ку енче ӑшӑх, мӗн варрине ҫитичченех сурӑх хырӑм айӗ таран ҫеҫ пырать. Лерелле вара тарӑн, тӗпне атма аври те аран-аран ҫитет. Ҫыранӗ хӗрринчех – вӑл ҫӳлерех те чӑнкӑ – хӑмӑш, хӑмӑр пуҫлӑ чакан ӳсет. Ҫуркунне Кӗҫтенпе Геннадий унта, ҫак тӗлтен кӑшт ҫеҫ анатарах, ҫур метртан та вӑрӑмрах шӳпке тытнӑччӗ». Ҫирӗкли Кӳлӗри халӑх тунсӑхласа пурӑнмасть. Вӑл ӗҫлеме ҫеҫ мар канма та пӗлет. «Ялти кау аркне вӑтӑрмӗш ҫулсенчи комсомолецсемех тунӑ. Каярахпа, вӑрҫӑ хыҫҫӑн, ӑна самай сарнӑ, унти унти йывӑҫсене йӑвалатнӑ, вӗсен хушшине ҫулсем, сукмаксем тунӑ, йӗри-тавра лайӑх карта тытнӑ. Парк варринче кӳлӗ пур. Ун тавра йӑмрасем, хура тирексем, ҫирӗксем ӳсеҫҫӗ. Ӗлӗк, кӳллӗн ячӗ ҫук чух, унта, тен, ҫирӗксем анчах ӳснӗ пулмалла, ҫынсем ӑна ҫавӑнпах Ҫирӗклӗ Кӳлӗ, тенӗ ахӑр. Ҫак илемлӗ, меллӗ вырӑнта пуҫланса кайнӑ ял та вара ятне уннех илнӗ: Ҫирӗклӗ Кӳлӗ. Кӗҫтен ҫамрӑксем ташлама пухӑнакан йӗтем пек тип-тикӗс площадкӑ патне ҫитрӗ, варрине кӗрсе, тапса пӑхрӗ: чукун пек ҫирӗп, янӑранӑн та туйӑнать. Чӑнах та ӗнтӗ, пӗр тӗле те каҫсерен темиҫе кӗле тӳнккет, хытармалӑх пур». Ҫут ҫанталӑк ҫынсем тӑрӑшнипе тӑранмалли, апат туса ӳстермелли, канмалли, ташламалли вырӑн пулса тӑрать. Анчах нумай чухне ҫынсем хӑйсем унӑн тыткӑнне лекеҫҫӗ. Кашнийӗнех тӗнчере, ялта хӑйӗн чӑн юратнӑ вырӑнӗ пур. Унта вӑл ҫут ҫанталӑкпа ытти вырӑнсенче урӑх вӑхӑтра пулнинчен те ытларах, тачӑрах ҫыхӑннӑ. Ҫакӑн пек вырӑнсенче ҫын чунӗнче темскер пулать тейӗн: вӑл хӑй сисмесӗрех улшӑнать. «Кӗҫтен пӗр ансӑр сукмакпа кӳлӗ хӗррине тухрӗ, мӑк евӗрлӗ ҫемҫе курӑк пуснӑ ҫыранпа унӑн ҫурҫӗр енӗпе утса кайрӗ. Йывӑҫсем кунта ҫӑрарах лараҫҫӗ. Ытларах ҫирӗксем. Акӑ вӗсен хушшичи Кӗҫтен юратакан вырӑн – ҫыран хӗрринчи сак евӗрлӗ хысак. Виҫӗ айккинчен ӑна йывӑҫҫисемпе кӑпчанкӑ тӗмӗсем, шыв енчен – ҫӳлӗ чакан хупласа тӑрать. Кӑҫал, май пуҫламӑшӗнче, Эльвира ӑна шӑпах ҫакӑнта чуптурӗ ӗнтӗ…». Ял халӑхӗ кашни ӗҫе юратса тӑвать. Ҫынсемшӗн ялта ирттернӗ кашни самант хаклӑ, унӑн кашни парни паха: «Каҫсерен сулхӑнланать ӗнтӗ, ҫу варринчи пек мар. Ҫӑлтӑрсем те темле, шултраланнӑ, сивӗннӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Пӑр хӳрешкинче татӑлса ӳкекен тумламсем евӗрлӗ вӗсем. Ытла ҫӳлех хӑпарса ӗлкӗреймен уйӑх ҫеҫ лутунь пек сарӑ. Ун ҫутинче ҫулӑн ик енӗпе сарӑлса выртакан ҫӗртме пуссисем, кӑнтӑрла хӑрӑм пек хуп-хураскерсем, тӑм тӗслӗ курӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен сывлӑша хула ҫыннишӗн пачах ӑнланмалла мар, хӑйне евӗрлӗ шӑршӑ хӑпарать, - тӑпра айне пулнӑ хӑмӑл, курӑк ҫӗрнипе пулакан ҫ ырӑ шӑршӑ ҫӳлелле ӑшӑпа пӗрле ҫӗкленет. Ҫак шӑршӑ кашни хресченшӗн паллӑ, ҫывӑх, ӑнланмалла». Ҫирӗклӗ Кӳлӗри илем нихҫан пӗтменни, вӑл ҫулран ҫул капӑрланса пырасси паллӑ. Ялти ҫынсем ӑна тирпейлесех, ҫӗнӗтсех тӑраҫҫӗ: « Ҫулӑн икӗ енӗпе те хурӑнсем тата ӑвӑссем кашласа лараҫҫӗ. Вӗсене лартнине Кӗҫтен те асс тӑвать-ха: имшер те пӗчӗк туратсем ҫеҫчӗ. Халӗ вара йывӑҫсем ӗлӗк ҫаплп пулнине ӗненмелле те мар: хурӑн вуллисем – турта тамаллӑх, ӑвӑссем - мунча пурамаллӑх пулнӑ». Халӑх тӑван тавралӑхне пӗчӗк ачана тимленӗ пек пӑхать, вӑл вара вӗсене тав тусах тӑрать: Хӗвел йӗнер авӑнчӑкне шуса тухрӗ. Унӑн хӗрхӗлтӗмрех сарӑ пайӑркисем улӑх тӑрӑх чупса кайрӗҫ. Ӑксӑмӑн тӗкӗр пек тикӗс кӑкӑрӗ йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ. Тӗнче ыйхӑран вӑранакан сӑпка ачине аса илтерчӗ». Очерк пуҫламӑшӗнчех хулана тухса кайма тӑнӑ Эльвира тӑван ялӗнчех ӗҫлеме юлни Ҫирӗклӗ Кӳлӗ малашне тата та ҫӗкленсе, ӳссе, вӑйланса, илӗртӳллӗрех пуласса шантарать. « Ҫирӗклӗ Кӳлӗ шӑпланчӗ. Хир енчен аран палӑракан лӑпкӑ ҫил вӗрет. Вӑл хура тӑпра, ҫӗрӗк хӑмӑл шӑрши тата ҫӗртме сухи тӑвакан тракторсен сассине илсе килет».
2.Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашар
Илемлӗ литература вӑл – халӑх ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-туйӑмӗн пуянлӑхӗ. Вӑл сӑмахпа пурнӑҫа сӑнарлать, ҫын чӗрине тарӑннӑн тишкерет. Чӑн-чӑн илемлӗ литература пурнӑҫа мӗнле курӑнать, ҫавӑн пек ӳкерсе памасть, ӑна вӑл аталанура кӑтартать. Писатель вулаканӑн кӑмӑл-туйӑмне витӗм кӳме хӑйӗн илемлӗх туртӑмӗпе усӑ курать, тӗнче ҫине вӗсем витӗр пӑхтарать. Ҫак мелпе ҫыравҫӑ пӗтем пурӑҫа – ыррипе усаллине те, начаррипе лайӑххине те, салхуллипе кулӑшлине те ӳкерсе парать. Анчах вӗсене пурне те ӗмӗт илемӗнче, илемлӗх тӗкӗрӗнче сӑнласа кӑтартать. Тӗкӗрте вара пурнӑҫри киревсӗрлӗхпе илемсӗрлӗх те хӑрушши те, кулӑшли те, хурлӑхли те яр уҫҫӑн курӑнса каяҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн чӑн-чӑн сӑмах ӑсти вулакана тыткӑнлать, хытӑ кӑсӑклантарать, пӑлхантарать. Владимир Леонтьевич Садайӑн «Ҫирӗклӗ Кӳлӗри ик-виҫӗ кун» очеркри ӗҫ-пуҫ питӗ кӑткӑс, кӑсӑклантаракан йышши. Ӑна вуланӑ май ху та ҫавӑнта геройсемпе пӗрле пулнине туятӑн. Чӑн-чӑн пурнӑҫри пекех хайлавра савӑнӑҫ ҫине хурлӑх, хурлӑх ҫине савӑнӑҫ тупӑнсах тӑрать. Кӗҫтен Абакшин мӗн шкулта вӗреннӗ чухнех зоотехник пулма ӗмӗтленнӗ. Унпа пӗрлех Эльвира та экзамен парать. Кӗҫтен вӗренме кӗмешкӗн кирлӗ чухлӗ балл пухать, хӗр вара пултараймасть. Унӑн тата икӗ балл ҫеҫ ҫитеймест. Ҫакна пула каччӑ мӗн тумаллине пӗлмесӗр аптрать. Пӗр енчен унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ – савӑнмалла, тепӗр енчен вара унӑн хӗр юлташӗн «ҫуначӗ хуҫӑлнӑ» – лӑплантармалла. Те савӑнмалла Кӗҫтенӗн, те хурланмалла… Анчах та ку нимех те мар-ха килте ӑна ҫакӑнран та хӑрушӑрах «парне» кӗтсе тӑнӑ… Кӗҫтен Абакшин нумаях хурланса тӑмасть. Вӑл пысӑк ҫемйи вали кучченеҫсем туянать те хӑйӗн тӗллевӗ патне тинех ҫитни пирки ашшӗ-амӑшне тата ытти тӑванӗсене пӗлтерме хуларан савнӑ ялне васкать. «Часах малта фермӑ ҫурчӗсем курӑнса кайрӗҫ, унтан вара Кӗҫтен килӗ ҫухрӑм пек ҫеҫ юлать. Аван, савӑнӑҫлӑ ҫав киле лайӑх хыпарпа таврӑнма! ‹…› Ялта хӑш-пӗрисем хуран айӗсене те чӗртсе янӑ ӗнтӗ – арӑмӗсем е амӑшӗсем ӗҫе каякан упӑшкисемпе ачисем вали яшка пӗҫереҫҫӗ; ҫил ҫук пирки хура, сӑрӑ, кӑвак, сарӑ тӗтӗм юписем тӳпенелле тӳп-тӳрӗ хӑпараҫҫӗ. Кӗҫтен вӗсен «юпине» шырама пуҫларӗ. Акӑ вӗсен ҫурчӗ тӗлӗ. Ҫамрӑк хурӑнсен уҫлӑхӗнчен кӑштах мӑрйи те курӑнать, - ҫуркунне Кӗҫтен ӑна хӑй шуратнӑччӗ. Анчах унтан тӗтӗм тухмасть:амӑшӗ, те пӗҫерсе те ӗлкӗртнӗ пулӗ ӗнтӗ – ун ашшӗ, сурӑх феминчи аслӑ кӗтӳҫ, ялта ӗҫе чи малтан тенӗ пек тухса каять. Амӑшӗ тинкӗле пӗҫернӗ пулмалла, вӑл час пиҫет, тата ӑна ашшӗ питӗ юратать. Кӗҫтен хӑй сисмесӗрех сурчӑкне ҫӑтса ячӗ – тинкӗлене вӑл та кӑмӑллать, ҫитменнине тата хырӑмӗ те самаях выҫнӑ иккен унӑн»19. Кил умӗнче хурӑн вулакансене Абакшинсен ҫемйи умне хурлӑх килни пирки систӗрет пулӗ. Унсӑр пуҫне хуран айӗнче ҫулӑм ҫуннипе мӑръерен тӗтӗм тухни илемлӗ литературӑра пурнӑҫ символӗсем шутланаҫҫӗ. Кӗҫтенсен мӑрйинчен тӗтӗм тухманни, хуран айӗнче ҫулӑм ҫунманнине пӗлтерет. Ҫакӑ пире каллех инкек пуласса систерет. Чӑнах та, каччӑна килте хурлӑхлӑ хыпар кӗтнӗ. Лизӑпа Сантӑртан вӑл унӑн ашшӗ чирлени пирки пӗлет. Тухтӑрӑнни пек шап-шурӑ халат тӑхӑнса янӑ Логунова вара Иван чӑнахах та вӑйсӑрланнине ҫирӗплетет. Халь ар ҫына тухтӑр та нимӗнпе те пулӑшма пултараймасть иккен. «Чирлӗ ҫын патӗнче ларакан сестра Кӗҫтене лӑпланма хушрӗ те ашшӗн ал тунине чылайччен тытса ларчӗ. Унтан, ним тума аптраса, ҫапла тытса ларничен нимле усӑ та пулас ҫуккине тинех чухласа илнӗ пек, ал тунине кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, ӗнтӗ текех сасӑ кӑларасран хӑрамасӑр, хӑйӗн пӗчӗк чӑматанне темле ҫутӑ хатӗт-хӗтӗрӗсене чикме пуҫларӗ. Пуҫтарса пӗтерсен, чӑматанне хупсан, тӳрленсе тӑчӗ, Кӗҫтен ҫине питӗ пысӑк айӑпа кӗнӗ ҫын пек пӑхса илчӗ. Кӗҫтен пӗтӗмпех ӑнланчӗ…». Абакшинсен ҫемйи тӑрантаракансӑр тӑрса юлчӗ, анчах та вӗсем пӗр-пӗрне пӑрахмарӗҫ, пуҫӗсене усса вӑйӗсене ҫухатса лармарӗҫ. « Мӗнле пысӑк хуйхӑ йӑтӑнса анчӗ ав тата сирӗн. Аннӳне лӑплантар ӗнтӗ, халӗ сан ҫинче шанчӑк ун. Чӑтас пулать. Сирӗн, пирӗн ачасен, ку хуйха пурин те тӳссе ирттермелле пӗрре». Кӗҫтен ҫынсем пулӑшнипе ури ҫине тӑма, тӗрӗс ҫул суйлама пултарчӗ. « Кулянса та, макӑрса таним тума та ҫук ӗнтӗ, - тӗрӗ Миккул, чикаркӑ чӗркелеме пуҫласа. – Тӗрлерен атом машинисем, спутниксем тӑваҫҫӗ те халӗ, малашне, тен, ҫынна та ҫӗр ҫул пурӑнмалла тӑвакан пулӗ ‹…› -Ҫавӑнпа та вӗренес пулать, - терӗ вӑл. – Институт пӗтер те малалла кай. Тен, эсӗ те мӗнте пулин шухӑшласа кӑларӑн. Сӑмахран, эрех вырӑнне мӗншӗн пӗр-пӗр таблеткӑ шутласа тупмалла мар? Сан пашка аван ӗҫлет... Ӗҫлессе вӑл хамӑн та ничевоччӗ те, сыпкалант пӗтерет, амитке. Тӗрӗс вӑрҫатчӗ покойнӗк хуньӑм. Чӑнах та ҫав, кам, сӑмахран, пура манн пек пурама пултарать? Никам та пултараймасть? Покранимӗр, пӗр кӗтессинчен ҫаклатса сӗтӗрес пулсан та ҫаплипех, пӗр лӑпчӑнмасӑр, шуса пымалла. Мӗншӗн тесен – ачаран вӗреннӗ. Ҫапла, вӗренни кирлӗ вӑл… Вӗренмелле… Тен, профессорах ҫитӗн, эсӗ ҫамрӑк-ха…». Инкек-синкек яланах кӗтмен ҫӗртен, ӑнсӑртран тухать. Эпир ун вали чунпа та, ӳт-пӳпе те хатӗрленсе ӗлкерейменнине пулах пулӗ хуйха-суйха ирттерсе яма ҫав тери йывӑр. Анчах та ҫумра кам та пулин пулӑшса пырсан утас ҫул самай ҫӑмӑлланать, инкеке те тӳссе ирттерме пулать. Пурнӑҫӑн кашни «парнине» вара: лайӑххине те, начаррине те – хӑвӑн хакна, тивӗҫне ҫухатмасӑр йышӑнмалла е май пулсан унпа кӗрешмелле. « Ку вӑл хальчченхи пурнӑҫӗнчи чи йывӑр кун пулчӗ – ун пек пысӑк хуйхӑ вӑл хальччен курманччӗ. Ҫак хуйхӑ вара ӑна пурнӑҫ, вӑл мӗнле лайӑх пулсан та, нихҫан пӗр тикӗс пыманни, ун пек япаласем малашне те пуласси пирки асӑнтарчӗ. Пурнӑҫ пурӑнасси уй урлӑ каҫасси кӑна мар ҫав, ӗмӗр иртиччен тупасси те, ҫухатасси те нумай пулать. Ҫавӑн пек ӗнтӗ вӑл, пурнӑҫ: хуйхӑ курмасан, савӑнӑҫ паракан ҫӗкленӗве хак пама йывӑр, савӑнӑҫ курмасан – хуйхӑ йывӑрлӑхне виҫеймӗн. Вӑл пачах та пулмасан татах аван та вӗт, анчах вилӗм, чун кӗни, ҫурални пекех, нихҫан та пӗтес ҫук вӑл. Ҫут ҫанталӑкӑн саккунӗ ҫапла…». Кӗҫтен хӑйӗн ҫулне суйласа илет: заочнӑ вӗренме куҫса ялта ӗҫлесе пурӑнать. Ҫапла ӑна та, ҫемйине те, юлташӗсене те, тата ыттисене те лайӑх. Ҫак пӗлтерӗшлӗ утӑма тумашкӑн ҫамрӑка ватӑ кӗтӳҫӗн Фрол Васильчӑн сӑмахӗсем те тӳрре килнӗ: « - Ӗлӗк эпир хырӑма тӑрантарас та ҫие питӗрес, нушаран хӑтӑлас тесе ӗҫленӗ, терӗ вӑл шухӑша кайнӑн, кӗтӳ хыҫҫӑн хулен кӑна малалла утма пуҫласан. – Кӑштах телейреххисем вара, нушаран тухма пултарайнисем, пуйма та ӗмӗтленетчӗҫ. Халь ҫынсен ӗмӗчӗ-шухӑшӗ улшӑнчӗ… Сирех, ҫамрӑксенех илер-ха акӑ. Ҫук, эпир сирӗн пек пулман, ытларах хамӑршӑн тӑрӑшнӑ. Кӗтӳ кӗтме каяс пулсан та, ял-йыш выльӑх-чӗрлӗхӗшӗн, кӗтеве лайӑхлатассишӗн ҫунса мар, так, мӗнле каламалла, паҫӑрах каларӑм, кӑшт тыр-пул та укҫа пеки пултӑп тесе. Халь апла мар, улшӑнтӑмӑр акӑ…Пурнӑҫран, пурнӑҫйӗкинчен килет ку… Хӑй шухӑшне Фрол Васильч ытла уҫӑмлах калаймарӗ. Анчах Кӗҫтен ӑна ӑнланчӗ. Тӗрӗс те ҫав. «Кӑшт тыр-пул та укҫа пеки» ӗҫлесе илес тесе мар, урӑх кӑмӑлпа тухать вӑл кӗтӳ хыҫҫӑн ҫӳреме. Тӑрӑшсан вара ӗмӗчӗ ун ҫитетех: кӑмӑлӗ пысӑк, вӑйне – шеллемӗ. Ҫулӗ, паллах, халь умра выртакан анлӑ та тӳрӗ ҫул пек такӑрах пулмӗ, сӑрт ҫине хӑпарса ҫитсен, вӗсем халӗ те айккинелле, пӑрҫа пуссинелле, кӗреҫҫӗ-ха, - анчах Кӗҫтен вӑл ҫултан пӑрӑнмӗ…». « Пурнӑҫ иккӗ килмест» тата « Ӗмӗр саки сарлака», - теҫҫӗ ваттисем. Тӗнчере вара темиҫе темиҫе миллион ҫын. Кашнинех хӑйӗн ӑраскалӗ, шӑпи. Владимир Садайӑн « Ҫирӗклӗ Кӳлӗри ик-виҫӗ кун» очеркӗнче те нумай геройсем. Пирӗн ума темиҫе тӗрлӗ ҫын типажӗ, пурнӑҫӗ тухса тӑрать.
2.1.Кӗҫтен
Кӗҫтен - тин ҫеҫ шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк ҫын. Вунӑ класса ылтӑн медальпе пӗтернӗскер вӑл хулари зоотехника факультетне ҫӑмӑлӑнах вӗренме кӗрет. Кашни ҫамрӑк пекех вӑл хӑйӗн утӑмне иккеленсе тӑвать. Вӑтанчӑкскершӗн ҫын ӑна мӗн каласси питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ: «Кӗҫтен вӗсенеиккӗшне те [Сантӑрпа Лизӑна] юратать. Вадима, йыснӑшне, вӑл малтан кӑмӑлласах каймастчӗ. Анчах Лиза ун патӗнчен тухса кайсан, аппӑшӗ Сантӑрпа ҫыхланнӑ, Лизин ачи те унранах теҫҫӗ, тенине илтсен, вӑл ӑна шеллеме пуҫларӗ. Акӑ халӗ те вӗсем иккӗшӗ улах ҫӗрте ларнине курсан, ӑна аван мар пулса кайрӗ. «Вӑтанмаҫҫӗ те. Арлӑ-арӑмлӑ пекех», - аса илчӗ вӑл вӗсем ҫинчен таҫта, такамран илтнӗ сӑмахсене; каллех ҫиленме пуҫларӗ». Анчах та ӗҫчен ҫын вӑл: « Урама сӗт валеҫекен лав килнӗ пулмалла – амӑшӗ кӑвак бидон тытса тухнӑ. Кӗҫтен ӑна сывлӑх сунчӗ те чӑматанӗпе сеткине пусма ҫине хучӗ, вара, амӑш аллинчи бидона илсе, урамалла утрӗ». Ҫирӗпленсех ҫитмен кӑмӑллӑскер Кӗҫтене ҫынсем пулӑшмасӑрах хӑй тӗллӗн утӑм тума йывӑртарах-ха, анчах вӑл пур-пӗр ҫине тӑрса малалла талпӑнать. Вӑйлӑ чӗреллӗ, хӑватлӑ ҫамрӑк хӑйӗн куҫҫульне ҫынсенчен пытарма тӑрӑшать: « Йӗрессе амӑшӗпе ытти тӑванӗсем кӑна мар, ют ҫынсем те йӗчӗҫ, анчах Кӗҫтен мӗн шӑтӑка хупласа пӗтеричченех чӑтрӗ. Унтан, халӑх саланса пӗтсен, масар ҫумӗпе иртекен вӑрман тӑрӑхне кӗчӗ те, пӗр вӗрене вулли ҫумне сӗвенсе ларса, сасӑпах макӑрса ячӗ». Пур-пӗрех Кӗҫтен Абакшина ҫамрӑк каччӑн идеалӗ тесе калама пулмасть. Ҫемьере виҫӗ ача. Кӗҫтен асли. Тен, ҫавна пула вӑл питӗ хытӑ ҫилӗллӗ. Ҫакна ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн Кӗҫтен хӑйӗн пурнӑҫӗнчен пӗр самантне аса илнинчен питӗ лайӑх курма пулать: « Каҫхине, ашшӗ таврӑнсан, хӑйне хытӑ лекет пулӗ, тесе кӗтсе пурӑнчӗ, анчах ашшӗ, яра куна выҫӑ ҫӳренӗ пулин те, ӑна-кӑна ним те шарламарӗ, манса кайнӑ пекех пулчӗ. Ҫилли питӗ час иртсе каятчӗ ҫав унӑн. Кӗҫтен вара ӑна кунӗпех ҫиленсе ҫӳрерӗ, кураймиех тенӗ пек пулса кайрӗ. Ашшӗпе ӗмӗрлӗхех ҫапла час уйрӑласса пӗлнӗ пулсан, вӑл, палах, ӑна ун чух ҫилленместчӗ те. Халӗ, ашшӗ чӗрӗлсе тӑрас пулсан, тем пама та, тӳсме те хатӗр вӑл. Анчах чӗрӗ, лайӑх чухнеапла шутламан ҫав. Хуларан та авӑ, укҫа пур ҫинчех, чӗлӗм те табак ҫеҫ илсе килчӗ, ашшӗне ҫӗнӗ атӑ кирлӗччӗ, ҫапах та вӑл, ҫакна пӗле тӑркачах, ӑна туянмарӗ…». Кӗҫтен хӑйӗн ҫывӑх юлташӗ, Эльвира, ҫине те ним ҫукранах ҫиленсе каять. Ҫапах та каччӑн кӑмӑлӗ улшӑнассине пире автор вӑрттӑн, пейзаж урлӑ кӑтартса пама тӑрӑшнӑ пулас: « Пуҫ ҫинче, вӗрене ҫулҫисене парӑлтаттарса, ҫерҫисем, саркайӑксем вӗҫкелеҫҫӗ. Тӳперен ним хуйхӑсӑркулса пӑхакан хӗвелпе, лӑпкӑ, илемлӗ кунпа савӑнаҫҫӗ. Пӗрне-пӗри чӗнсе хыттӑн чӗвӗлтетеҫҫӗ. Кӗҫтен кӗсйинчен тутӑр кӑларчӗ те куҫӗсене шӑлчӗ. Халь тин мӗнле кулянсан-хуйхӑрсан та ним тума та ҫук…». Кайӑксем кунта – улшӑну символӗсем. Очерк малалла пынӑ май каччӑ мӗнле аслӑланса, ӑсланса, вӑйланса пыни курӑнать. Кӗҫтен мӗнле пирӗн куҫ умӗнчех «ӳснине» эпир автор характеристики тата танлаштару мелӗ урлӑ куратпӑр: « Ҫак ҫинҫе те вӑрӑмрах пӳ-силлӗ, сарлакарах пичӗ ҫине тем чуль тур пали тухса ларнӑ йӑваш кӑна каччӑ Павӑла питӗ килӗшрӗ. Ӑна вӑл вӗренме те пӗтӗм чунтан пулӑшӗ; каччӑ, тарлӑхӗ пӗтмесен, инҫете кайма пултарать. Выльӑх-чӗрлӗх енӗпе ӗҫлес кӑмӑлӗ унӑн зоофакультетра вӗреннӗ чылай студентсенчен пысӑкрах. Институтӑн вӗренмелли хуҫалӑхне ӗҫлеме юласшӑн ҫуннӑ Бариновах илме пулать акӑ. Хӑй вӑл ялтанахчӗ, таҫтан, Канаш таврашӗнчи ялтанччӗ пулас-ха, анчах унта каясшӑн мар пулса, тем те хӑтланса пӑхрӗ: киле кӗчӗ, упӑшкине хулана хӑварма йӑлӑнма хушса, арӑмне комиссие кӗртсе ячӗ. Ӗҫ тухмарӗ: лерен ыйтнипе ӑна хӑйсен ялнех ячӗҫ. Анчах унта усси пулӗ-ши унран, Баранов Петте пек пулмӗ-ши? Вӗренӳ ҫулӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн каникулсенче те кайса килместчӗ вӗт-ха вӑл унта. Ялта кичем тесе, пӗтӗм ҫӑва хулара ирттеретчӗ. Хӑш ҫулхине шабаш шыракан платниксемпе сӗтӗрӗнетчӗ, хӑш чух – малярта ҫӳретчӗ…». Кӗҫтен хӑй умне ҫирӗп тӗллев лартать. Вӑл ӑна пурнӑҫласси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Ҫак малӗмӗтлӗ, анлӑ тавракурӑмлӑ, ӑслӑ каччӑ хӑй мӗн шутланине тӑвасси паллӑ. Ытти ҫамрӑксемпе танлаштарсан вӑл вӑхӑта каннӑ чух та сая ямасть. « Кӗҫтен хӑй ташламасть. Эльвира ӑна темиҫе хутчен те вӗрентесшӗн пулчӗ, анчах вӑл тӗрлӗрен «пасемпе» аппаланма вӑтанчӗ. Халӗ вара, юлташӗсем ташланӑ чух, вӑл клубра телевизор курать, шахмӑтла вылять, - кунта ӑна ҫӗнтерекенсем Ӑнсӑртран кӑна тупӑнкалаҫҫӗ». Кӗҫтене хӑйӗн утӑмӗсене хӑвӑртрах тума, тӗллев патне часрах ҫитме унӑн хӑюсӑрлӑхӗ ҫеҫ чарма пултарать. « Кӗҫтен унччен те, ун хыҫҫӑн та никампа та чуптӑвӑшса курман. Тен, кураяс та ҫук пулӗ – хӑюлӑх ҫитеймӗ. Ҫулла хӑйне Эльвира чуптунине аса илсен, пичӗ халӗ те пӗҫере-пӗҫере каять». Анчах та ырӑ кӑмӑлӗ ӑна хӑйӗн хӑюсӑрлӑхне ҫӗнтерме пултарать. Енчен те кама та пулсан кирлӗ пулсан каччӑ нимле хӑрушлӑха пӑхмасӑрах пулӑшма васкать: «Кӗҫтен ӗнтӗ килнелле утма шутланӑччӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑтакасра, паркран инҫе те мар, темле хӗрарӑм пусма тытӑннӑ чухнехи пек хӑрушшӑн: - Кӑравул! Распуй! – тесе ҫухӑрса ячӗ. Кӗҫтен тӑпах чарӑнса тӑчӗ. Ара, Урра Униҫҫи сасси вӗт ку! Вӑл ун сассине аван пӗлет: лешӗ урамра е хӑйне итлемен ачине ылхана-ылхана вӑрҫнине, е хӗрарӑмсемпе тытӑҫса ӳкес пек ятлаҫнине нумай хут илтнӗ. Халӗ тата мӗн пулнӑ-ши ӗнтӗ? Кам та пулин хӗнемест пулӗ вӗт ӑна, шеремете? Кӗҫтен куртузне пусарах лартрӗ те сасӑ илтӗннӗ еннелле чупрӗ". Шкултан вӗренсе тухнӑ каччӑ эрех те ӗҫсе курман. Вӑл пӗрремӗш хут ҫак шӗвеке хӑй хисеплекен Козлова кӳрентерес мар тесе ҫеҫ сыпрӗ. Старик Кӗҫтене, унӑн шухӑшӗсене ытарласа хӑйӗн патне хӑнана xӗннӗ. Абакшин ҫамрӑк пулин те унран тӗслӗх илме кирлӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ ҫак каччӑ пирки стена хаҫачӗ ҫинче те хисеплесе сӑвӑ ҫырса кӑларнӑ.
2.2.Кӗҫтен ашшӗ
«Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси – ачаран», - тенӗ ваттисем. Ку чӑнах та ҫапла иккенни пирки иккеленсе тӑмалла та мар. Ачаран мӗнле ҫын пуласси ӑна аслисем мӗнешкел воспитании панинчен чылай килет. Абакшин Кӗҫтене ашшӗ хытӑ тытнӑ, пули-пулми ӗҫ-пуҫ тутарман, яланах аслисене хисеплеме, ырра вӗрентнӗ. Ҫакна пулах пуль ӗнтӗ Кӗҫтеншӗн вӑл хушӑран усалрах пек те туйӑннӑ. Анчах та Иван усал тӑвас темен. Вӑл ывӑлне хӑйӗн тӗслӗхӗпе мӗнле тӗрӗс-текел пурӑнмаллине кӑтартнӑ. Иван Абакшин – сурӑх ферминчи аслӑ кӗтӳҫ – ялан ӗҫе чи малтан тенӗ пек тухса каять. Вӑл яланах пур ӗҫе те васкаса, анчах тирпейлӗн, юратса тӑвать (ҫавна пулах пулӗ часах пиҫекен тинкӗлен кӑмӑллать). « Ҫатанӗ вӗсен вӗр-ҫӗнех-ха. Ҫупкунне, киввине сӳтсе, ашшӗпе иккӗшӗ авнӑччӗ. Илемлӗ ҫатан. Речӗсем те шӑрҫа пек тикӗс пыраҫҫӗ, шалчисем те пурте пӗр пек – ашшӗ пур ӗҫре те тирпее юратать…». Хӑйне нихҫан та шеллемен Кӗҫтенӗн ашшӗ. Шӑпах ҫакӑ пӗтернӗ те ӑна. Пӗрре шалкӑм ҫумӑр айне пуса хытӑ шӑннӑ хыҫҫӑн ар ҫын йывӑр чирлесе асапланать. « Кӑкӑр таран шурӑ простыньпе витнӗ ашшӗ ним хускалмасӑр, куҫӗсене хупса выртать. Хӗвел пайӑрки пичӗ ҫине ӳкесрен, кӑнтӑр енчи чӳречесене виҫҫӗшне те тултан хупса кӗнӗ. Ҫавӑнпа та ун пичӗ темле, кӑвакрах хут тӗслӗ курӑнать. Чирлесе ӳкнӗренпе ӳссе кайнӑ сухалӗ ҫак ӳт ҫинче пушшех те вӑрӑм пулнӑн туйӑнать. Унӑн шурӑ кӗпи айӗнчен палӑракан хытанка кӑкӑрӗпе хулпуҫҫийӗсем тата путса аннӑ куҫӗсем вӑл питӗ йывӑр выртнине палӑртаҫҫӗ». Вилес умӗн те Иван хӑйӗн ывӑлне пил сӑмахӗ те пулин калма тӑрӑшнӑ: «Ашшӗ куҫӗсене уҫрӗ, тем калама тӑчӗ, анчах тутисем ҫеҫ кӑштах сиккелесе илчӗҫ, сасси тухмарӗ. Куҫӗсене питӗ асапланса уҫнӑран пулмалла, пичӗ пӗркеленчӗ Пӗркеленчӗксем вара урӑх пӗтмерӗҫ, ҫаплах хытса ларчӗҫ ‹…› Ашшӗ пуҫне ун енне пӑрма хӑтланчӗ – пултараймарӗ. Вара ҫавӑнтах вӑл темле, тарӑннӑн сывласа ячӗ те хытма пуҫланӑ пек пулчӗ: урисем тӳрленчӗҫ, ҫамки якалчӗ, куҫӗсем ҫуталса, тӗссӗрленсе кайрӗҫ, хӗсӗнчӗҫ». Ашшӗ виличчен Кӗҫтен унпа часах вӑрҫанса кайма, ун ҫине ним ҫукран ҫиленме пултарнӑ. Каччӑ хӑйӗн ашшӗне ҫамрӑк пулнӑран пулӗ ӑнланман, унӑн сӑмахӗсене те яланах ӑша хывиччен малтан мӑкӑртаткаласа та илнӗ. Кайран ҫеҫ вӑл йӑнӑш тунине тавҫӑрнӑ, анчах та вӑхӑта каялла тавӑрма ҫук ҫав. «Пӗрле пурӑннӑ чухне ҫынна ытлашшипех асӑрхамастӑн та темелле. Ун ҫинчен ытлашши шутламастӑн та. Хӑш чухне тата ҫиленетӗн те ӑна – пурӑнан пурнӑҫра пурте пӗр тикӗс пымасть. Кайран, ӑна ҫухатсан тин, вӑл хӑвшӑн мӗнле хаклӑ, ҫывӑх ҫынпулнине туйса илетӗн». Вилсен те Иван Абашкин сӑнарӗ пур очерк тӑршшӗпех вулакансен умне тухса тӑрать. Хайлав геройсем ӑна тӑтӑшах аса илсе тӑраҫҫӗ. Кӗҫтен йыснӑшне чӗрӗ чухне вӑл ӗҫкӗпе аташнӑшӑн чылай вӑрҫнӑ. Ӗҫменскер эрехпе иртехекенсене юратмастьчӗ. Вӑл уҫӑ сывлӑшра ҫывӑрма кӑмӑлланӑ. «…Мӗн хура кӗрчченех вӑл сарайра, хӑй ятарласа тунӑ путмар ҫинче ҫывӑратчӗ. Ыйхи питӗ ҫӑмӑлччӗ унӑн – китисенчен чи малтан вӑранатчӗ. Вара апатланатчӗ, туйине тытса, урама тухатчӗ. Унта ӑна хӑйне панӑ апатне хӑпӑл-хапӑл ҫисе янӑ Улайкка кӗтсе ларатчӗ. Хуҫи тухсан вӑл яшт! сиксе тӑратчӗ те ун патне пырса ҫуланкалатчӗ, тӑрӑххӑн-тӑрӑххӑн сиккелетчӗ, унтан майӗпенр урам тӑрӑх чупса каятчӗ. Хӑйне вӗрсе ӑсатакан йытӑсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмастьчӗ вӑл. – ара, ӗҫлӗ йытӑ мар-и! – тӳрех пасар урамӗ хрескинелле лӗпӗстететчӗ. Унта ҫитетчӗ те, хуҫи енне ҫаврӑнса, ӑна кӗтсе ларатчӗ, лешӗ ҫитеспе каллех сиксе тӑратчӗ. Урлӑ урампа сурӑх витисем еннелле ҫул тытатьчӗ...». Кӗҫтен ашшӗне ялти сем те юратнӑ. Каярахпа Кӗҫтен Абакшина унӑн ашшӗпе танлаштерма пуҫлаҫҫӗ, ӑна та выльӑх-чӗрлӗх кӑмӑллама пуҫлать. «… Аҫу пӗр ӗҫе те хыпаланса тумастчӗ. Ҫавӑнпа та лайӑх, тӗплӗ тӑватчӗ ‹…› Тӗрӗс, ашшӗ унӑн чӑнах та ҫавӑн пек ҫынччӗ. Васкамасӑр-хыпаланмасӑр, тем те тума ӗлкӗретчӗ. Кӑҫал акӑ вӗсем карта ҫивиттисене, хӳмесене ҫӗнӗрен сӳтсе ҫапрӗҫ, пахчана тытнӑ ҫатансене пӗтӗмпех майласа тухрӗҫ, анчах платник тавраш пӗрре те чӗнмен – ашшӗ вӑл ӗҫпе кӗтӳрен килсен аппаланатчӗ. Иртнӗ кӗркунне вӑл хӑй вали кӗрӗкпе ҫӗлӗк те хӑех ҫӗлерӗ… Анчах чи паллӑ, чи пысӑк ӗҫӗ унӑн – сурӑх фермиччӗ». Иван Абакшин ялти чи хисеплӗ ҫынсенчен пӗри пулнӑ. «…Кӗҫтен ашшӗ колхозра хиселӗ ҫынччӗ. Ҫынччӗ. Халӗ асӑнмалли те хурланмалли, кулянмалли те макӑрмалли ҫеҫ юлчӗ». Унран пример илекен ывӑлӗ те ҫакӑн пек пуллассине шанса тӑма пулать. «Улми йывӑҫҫинчен инҫе ӳкмест», - тесе ахальтен каламан ҫав ӗнтӗ ваттисем.
2.2.Эльвира
Эльвира Башмакӑва – Абашкин Кӗҫтенпе пӗр ҫулти ҫамрӑк, илемлӗ, яланах тенӗ пек савӑнӑҫлӑ ҫӳрекен хӗр. «… хыттӑн ахӑлтатса кулни илтӗнчӗ ‹…› Эльвира иккен. Хула майри пекех. Кинона е ахаль уҫӑлса ҫӳреме кайма хатӗрленнӗ пек. Хӑймине пуҫтарнӑ сӗт тӗслӗ пыльникпе, ҫӳлӗ кӗлӗллӗ шурӑ босоножкипе. Ҫӳҫне вӑл кӑтралатса янӑ, - ӗнер пулмалла, - кӗскеттернӗ, ансӑр та куҫӗ тӗслӗрех сенкер капрон шарф айӗнчен вӑл, юри тустарса янӑ пек, пайӑркан-пайӑркан ҫамки, хӑлхисем ҫине усӑнса аннӑ». Вӑл тахҫантанпах Кӗҫтене килӗштерет: «…хулана та, тен, Кӗҫтен ирки ҫеҫ куҫса пырас тенӗ пулӗ. Ун ҫине вӑл мӗнле туйӑмпа пӑхнине Кӗҫтен лайӑх сисет. «Эсӗ зоотехника факультетне кӗретӗн-тӗк – эпӗ агрофакультета кӗретӗп, пӗр колхозра ӗҫеме май пултӑр», - терӗ Эльвира экзамен пама кайнӑ кун. Кӗҫтен савӗнчӗ. Вӑл хӑй те ҫаплах шутланӑччӗ». Эльвира мӑнкӑмӑллӑрах пулин те килӗшӳллӗ, илӗртӳллӗ хӗр. Вӑл ялти ытти хӗрсенчен сӑнӗпе ҫеҫ мар, кӑмӑлӗпе те уйрӑлса тӑрать: «…паркра ҫакӑн пек шӑв-шав тӑнӑ чух, ташлама, савӑнма юратакан Эльвира ҫапла пӗччен ниепле те тӳссе ларас ҫук. Мӗн ачаранпах ҫапла вӑл: вылямалли-кулмалли ҫӗре пуринчен малтан ҫитет». Эльвира хутте кама та ӳкӗте кӗртме е илӗртме пултарать: « Упкеленисем, йӑлӑнтарнисем Эльвирӑн час-часах пулаҫҫӗ. Килӗнчи пӗтен-пӗр ача, вӑл ачашрах та ӳснӗ пулмалла ҫав. Амӑшӗпе ашшӗ, колхоз председателӗ, хӗр мӗн ыйтни-хушнине нихҫан та тумасӑр тӑман. Ҫакна хӑнӑхнӑскер, Эльвира Кӗҫтене те хушма юратать. Кӗҫтен вара, - йӑвашрах кӑмӑллӑскер пулмалла ҫав! – ӑна яланах итлет. Хӑйне килӗшмен ҫавӑн пек япаласем ҫинчен вӑл хӗрпе темиҫе хутчен те шутласа хучӗ, анчах кашнинчех каялла турӗ – хӗрӗн пысӑк, хӑмӑр куҫӗсене, каҫӑртарах илемлӗ сӑмсине, сылтӑм пит ҫӑмарти ҫинчи турпаллине курсан, унӑн ҫав сӑмахӗсем ӑшран та тухмаҫҫӗ, вӑл яланхи пекех ачашшӑн, именчӗклӗн калаҫма пуҫлать…». Эльвирӑн хӑюллӑхӗ вӑл каччӑна пӗрремӗш чуп тунинче те палӑрать. Манн шутпа, Енчен те ҫав тери именчӗк Кӗҫтен ҫакӑн пек харсӑр, чарусӑр хӗрпе пӗрле телейлӗ пулать. Вӗсем пӗр-пӗрне йӑнӑш утӑмсенчен сыхласах тӑрӗҫ.
2.3.Миккул (Николай Егорч)
« Ҫирӗклӗ Кӳлӗри ик-виҫӗ кун» очеркра ҫамрӑк ҫынсем ҫеҫ мар, авланса ачаллӑ пулнӑ мӑн ҫынсем те пысӑк йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ, хӑйсем валли кирлӗ, тӗрӗс-тӗкел ҫул суйлама пултараймаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри – Кӗҫтен йыснӑшӗ, Миккул. Ӗлӗкрех вӑл платник сен бригадин пуҫлӑхӗччӗ, кайран вара ӑна унтан кӑларнӑ. Ҫакӑ арҫын эрехпе иртехме юратнипе пулса тухнӑ. Миккула Хуньӑшӗ, Иван Абакшин, килӗшӳсӗрлӗхшӗн чылай вӑрҫнӑ. Ӗҫке йӗрнӗскер вара пӗр пуҫласан ниепле те чарӑнма пӗлмен. Хӑй вара: «Вҫо! Паянтан ӗҫместӗп!», - тесе нумай тунӑ. Ҫапла вӑл кунран-кун хӑйӗн ӑсне, пултаруллӑхне «ӗҫсе янӑ». «Хӑй вӑл платник. Ӗлӗкрех платниксен бригадин пуҫлӑхӗччӗ, кайран кӑларчӗҫ: сыпкалама, сыпкаласан – чӑркӑшма, ҫатталанма юратать, - алли ҫӳлте. Мухмӑрне вара виҫ-тӑват кун «тӳрлетет», ӗҫ ҫинчен те манса каять. Ҫавӑнпа та Кӗҫтен ашшӗ ӑна ытла юратсах каймастьчӗ. Миккул унтан шикленетчӗ, ӗҫсе ашкӑннӑ хыҫҫӑн чылай вӑхӑт хушши ун куҫӗ умне курӑнма хӑраса ҫӳретчӗ». Пӗр хӗрсен ӑҫта килнӗ унта лапӑстатса ҫӳреме юратать Кӗҫтен йыcнӑшӗ. Анчах ҫамрӑк чухне апла пулман вӑл. Ӑна самана, пурнӑҫ, эрех улӑштарнӑ. «Ӗлӗкрех, ҫамрӑкрах чух, капла марччӗ. Усӗрӗлес-тӑвас пулсан, выртатчӗ те мӗн ирчченех мӗн хускалмасӑр ҫывӑратчӗ. Вара тӑратчӗ те мухмӑр-сухмӑр пулнине туймасӑр, апат ҫиетчӗ, ӗҫе тухса каятчӗ. Халӗ - апла мар. Лӑпланса выртиччен тем вӑхӑт иртет. Ҫывӑрасса та ирччен мар, ик-виҫ сехет ҫеҫ ҫывӑрать. Ҫӑвар ӑшӗ типсе ҫитнипе, - тӗлӗкӗнче пӗрер витре шыв ӗҫсен те тӑранаймасть, - тата пуҫӗ ҫурӑлас пек ырытнипе вӑранса каять хӑйӗнчен хӑй хӑраса выртать. Ӑна ӗнертемле пысӑк айӑп туса хунӑн, таҫта тем манса хӑварнӑн, тем ҫӗмӗрнӗн,такама кӳрентернӗн, ҫаксемшӗн вара ӑна ак-ак милицие тытса каяссӑн туйӑнать. Вӑл хӑй ӑҫта, мӗнле, кампа ӗҫме пуҫланине, мӗнле киле ҫитсе ӳкнине аса илме пуҫлать, анчах чылай чухне ӗҫкӗ пуҫламӑшне ҫеҫ астӑвать. Ҫакӑ ӑна пушшех те асаплантарать. Ҫынсем эсӗ ӗнер ҫын вӗлернӗ, тесен те: ара, ҫапла пуль, вӗлернех пуль ҫав, тейӗн, амитке! Ҫапла асапланса выртсан-выртсан, вӑл тата кӑштах кӑтӑш пулать. Ҫав кӗске хушӑрах темле питӗ хӑрушӑ тӗлӗксем те кума ӗлкӗрет, вара шарт! сиксе, йӗп-йӗпе тара ӳксе вӑранса каять. Каллех аса илме хӑтланать, татах ним те астуса илеймест, каллех тарӑхма ҫав териех, хӑй калашле, персе лартнӑшӑн ӳкӗнме пуҫлать. «Вҫо, урӑх пӗр тумлам та сыпмастӑп ӑна, путсӗре», тет ӑшӗнче, ҫапла асапланса выртсан-выртсан. Ирхине вара, ҫӑвар ӑшӗ типнипе чӗлхи те кӑштӑртатакан пулнине пӑхмасӑрах, мӑштах выртать: тӑрсан, арӑмӗ мӑкӑртатма тытӑнать, унӑн вара ӑна итлес килмест…». Мӗнле йывӑр пулсан та Миккулӑн тӳрленмелли шанчӑк пур. «Халӗ вӑл каҫарсан тем ӗҫлеме те хатӗр. Траншейне, юпа шӑтӑкӗсене пӗчченех чавса хатӗрлӗччӗ. Вӑл ӗҫе пӗтерсен пӗр-ик сехет выртса ҫывӑрӗччӗ те кирпӗч йӑтма пуҫлӗччӗ»48. Ӑна ҫак утӑма тума пулӑшмалла ҫеҫ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫе хӑйӗн ҫине инженер Иван Иваныч илет. Вӑл кашни ҫынна тӗрӗс хаклама пултарать. «Ав мӗнле иккен! Тавах ӗнтӗ сана, Иван Иваныч! Вӗреннӗ ҫын ҫав, амитке, пашка! Миккул, бригадир пулсан та, ыттисене кӑтартса пынипе кӑна лӑпланмӗ, вӑл унта виҫ-тӑват ҫыншӑн ӗҫлӗ. Ятне ямӗ текех. Партогӑн та ун пирки намӑсланмалла пулмӗ. Вӑл… - Иван Иваныч сана, ху-хулигана, ҫын вырӑнне картать-ха авӑ, пӳлчӗ Миккул шухӑшне Иван Ильич. – Эсӗ вара… - Вҫо, Иван Ильич!». Миккул панӑ шанчӑка ҫухатманнине, хальхинче чӑнах та хӑйӗн сӑмахне тытнине ӗнӗнес килет. Енчен те ун ҫумӗнче яланах ӑслӑ, ӗҫкӗ ҫулӗнчен пӑрма пултарнӑ ҫынсем пулсассӑн, вӑл тӳрленсе ҫӳле ҫӗкленме пултаратех.
Пӗтӗмлетӳ
Владимир Леонтьевич Садайӑн туртӑмӗпе майӗсем, тӗпрен илсен, реализмла эпос ҫинче никӗсленсе тӑраҫҫӗ. Ҫыравҫӑ пулӑмсене пурнӑҫра чӑн пулса иртнӗ пек куҫ умнее туллин те уҫҫӑн кӑларса тӑратма юратать. Ӗҫсем, сюжет йӗрӗсем автор хутшӑнмасӑр, хӑйсем тӗллӗн аталанса пыраҫҫӗ. Очерк виҫҫӗмӗш сӑпатран пыни писателе тӗп сӑнарсен портретне туллин уҫса кӑтартма май парать, сӑнлав ӑсталӑхӗ тӗлӗшӗнчен уйрӑм ҫыннӑн шалти тӗнчине - чун-чӗрине, ӑс хакӑлне, ҫут ҫанталӑкран (темпераментран, физиологирен, ӳсӗм тапхӑрӗнчен, характертан) килекен улшӑнӑвӗсене тарӑннӑн тишкерме пулӑшать. Ял халӑхӗ очеркра питӗ реалистла сӑнарланнӑ. Унта ҫынсен кашни ӗҫӗ-хӗлӗ шухӑша яма пултарать. Кашни геройӑн шӑпине кӑтартса автор пире пурнӑҫӑн чӑнлӑхне уҫса пама пултарнӑ. «Пурнӑҫ пӗр тикӗс» пыманни кунта питӗ лайӑх курӑнать. Геройсен кашни хуйхи-савӑнӑҫӗ чуна пырса тивет. «Ҫыннисем вӗсем лайӑх, ӗҫчен те тӳрӗ кӑмӑллӑ, малалли, ҫӗнни патнелле туртӑнакан ҫынсем. Хӑш чух йӑнӑшаҫҫӗ пулсан та, вӗсенчен вӗренмелли те нумай – эсир ман ҫав туссене юратасса шансах тӑратӑп эпӗ», - тет Владамир Садай. Очеркра вӑл лайӑх ҫынсене ҫеҫ мар, чӑлах чунлӑ, вараланчӑк кӑмӑллиссене те кӑтартнӑ. Ҫак нашкал ҫынсем те улшӑнма пултарасса шанать автор. Пӗри – пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн пулсан тем те тума пулать-ҫке! «Ҫирӗклӗ Кӳлӗри ик-виҫӗ кун» очерк вӗҫленмен. Ҫак мелпе автор вулакансене пурнӑҫ вӗҫ ленменни, геройсен умнее тата та ҫӗнӗ тӗрӗслевсем сиксе тухасса систерет. Вӗсене вара геройсем малашне те пӗрле пулса, халь суйласа илнӗ тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрӑнмасса шанас килет.
Усӑ курнӑ литература
- 1. Маяксем Л. «Эпир вӗҫме ҫуралнӑ!» // Тӑван Атӑл. – 2005. - № 12. – с. 71-72.
- 2. Ялкир П. Пултарулӑх ӗҫре туптанать. [В.Садай ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май] // Хыпар.– 1996. – ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ. – с. 6.
- 3. Юман А. Владимир Садай // Ялав. – 1996. - № 8. – с. 105-106.
- 4. Юман А. Ӗҫченччӗ вӑл , тӳсӗмлӗччӗ, талантлӑччӗ // Тӑван Атӑл. –
1996. - № .2. – с. 71-72
- 5. Владимир Садай. Туссем каллех пӗрле: повестьсемпе калавсем. – Чӑваш АССР государство издательстви. - Шупашкар ,1962. – с. 198