Çырсахунире çитнĕ вăхăта пăравуссен тапхăрĕнче, 1840 çулта, кăтартма тытăннă.
Çырсахунипе Гринвич вăтам вăхăчĕ те çыхăннă: 1847 çулта британ пăравус компанисем пĕрлешĕннĕ те мĕнпур британ çырсахунишĕн пĕрлĕхи вăхăт тесе Гринвич обсерваторин вăхăтне йышăннă.
Çапăçма çырсахуни — (фр. ordre de bataille, ним. Schlachtordnung) — XVII, XVIII ĕмĕрсенче тата XIX ĕмерĕн пуçламăшĕнче пулнă термин, вăл çара çапăçма хатĕрленĕ чухне йĕркеленнĕ çар чаçĕсене кăтартнă[1]. Флота çапăçма çырсахунипе карап çинчи кашни çар çыннин çапăçури тивĕçлĕхĕн пуххи пулать[2].