Ăс-хакăлçă
Ăс-хакăлçă е ăс-хакăлла атте, çавăн пекех чун-чĕмçĕ[1], — православи чиркĕвĕнче ÿкĕнÿ текен йăлана пурнăçлама шанса панă сăваплăхçă.
Грецире манах шутĕнчи сумлă (ватă) сăваплăхçăсем çеç ăс-хакăлçă пулма пултараççĕ. Православилле ытти чиркÿсенче унашкалах çирĕп йĕркесем мар.
Кăсăклă фактсем
1917-мĕш çулччен çынсем хăйсем вилнĕ хыççăн пурлăх тĕлĕшпе хăваркан халалсене "духовное завещание" тенĕ, мĕншĕн тесен унашкал документсене ĕлĕххи йăлапа ăс-хакăлçăсем (вырăсла — "духовник") хутшăннипе ăсталанă[2].
Вуламалли
- Духовник // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
- Духівник // Словник української мови : в 11 т. — К. : Наукова думка, 1970—1980.
- Сповідник // Словник української мови : в 11 т. — К. : Наукова думка, 1970—1980.
- Сповідник // Словник церковно-обрядової термінології. — Львів; Свічадо.. 2001.
Асăрхавсем
- ^ Термин: Духовник.
- ^ Димитриев В.Д. О завещании И.Я.Яковлева чувашскому народу. // Димитриев В.Д. Просветитель чувашского народа И Я. Яковлев: Сб. ст. 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. Чебоксары: Изд-во Чуваш, ун-та, 2002. 140 с. ISBN 5-7677-0656-5 С.71-82.