Ĕшенӳ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Ывăну е Ĕшенӳ — çынăн йывăр та нумай ĕçленĕ хыççăн пулакан физиологи тата психологи тăрăмĕ. Ывăнсан организм вăхăтлăха унченхи пекех ĕçлейме пултарараймасть.

Пĕрлехи хыпарсем

Чылай хушă ывăннипех ĕçлени ытлашши ывăнни патне çитерет, çак вара çынăн сывлăхĕшĕн хăрушла. Ĕшенӳ пирки темиçе теори пур, пĕрремĕшĕсене XIX ӗмӗрĕн иккĕмĕш пайĕнче çырса кăларнă.

Ывăннă çынăн тир тĕсĕ урăхланать, тар нумайрах юхать, сывланă чухне пӳлет, куçкаланă чухне координаци çухалать, мăран ĕçлет.

Çавăн пекех ĕшеннĕ хыççан мышцăсем ыратаççĕ, пуç çаврăнать.

Çавăн пекех

  • Пĕрмай ĕшенӳ синдромĕ

Каçăсем