Ёлкин Василий Дмитриевич
| Ёлкин Василий Дмитриевич | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1918 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ (82 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни |
|
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | |
| Часть | Воронеж фрончĕн 52-мĕш çарĕн 869-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкĕ |
| Командӑланӑ | батарея |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Ёлкин Василий Дмитриевич (1918 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ, Знаменск районӗ[d] — 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ, Санкт-Петербург) — Совет ҫарӗн полковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1918 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Орёл облаҫӗн Знаменски районӗнчи Локно ялӗнче ҫуралнӑ[1]. 1930 ҫултанпа Украина ССР-ӗнчи Донецк облаҫӗнчи Енакиево хулинче пурӑннӑ. Ҫыхӑну техникумӗнчен вӗренсе тухсан техник-связист пулса ӗҫленӗ. 1938 ҫулта Ёлкина Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ ҫарне хӗсмете илнӗ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1942 ҫулта Сумыри артиллери училищинчен вӗренсе тухнӑ. Анӑҫ, Воронеж тата 1-мӗш Украина фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Ржев, Курск патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Аманнӑ пулнӑ. 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Воронеж фрончӗн 52-мӗш ҫарӗн 869-мӗш танксене пӗтерекен артиллери полкӗн батарея командирӗ, капитан. Полтава облаҫне ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[2].
1943-мӗш ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче Ёлкин батарейи Бригадировка (халӗ — Семёнов районӗнчи Калиновка) ялӗ патӗнче 4 танкпа 3 штурм туппине аркатса тӑшманӑн контратакине ӑнӑҫлӑ сирсе янӑ. Ун хзыҫҫӑн батарея Днепра илессишӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Ёлкин Василий Дмитриевич капитана Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[2].
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Ёлкин Совет Ҫарӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1945 ҫулта вӑл Аслӑ офицер артиллери шкулне, 1958 ҫулта Сывлӑша хирӗҫле хӳтӗлев ҫар команда академине вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта Ёлкин полковник званийӗнче запаса тухнӑ. Ленинградра пурӑннӑ, ҫыхӑну институчӗн ҫар кафедринче вӗрентнӗ[2].
2001 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче вилнӗ, Санкт-Петербургра пытарнӑ[2].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943);
- Ленин орденӗ (1943);
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (1943);
- Александр Невский орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн 2-мӗш степенӗ;
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
Ёлкина асӑнса Енакиево хулинчи Паттӑрсен аллейине стела вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Кавалеры Золотой Звезды. — Донецк: Донбас, 1976.
- Фролов П. И., Пирогов В. А., Макушев А. Ф. Боевое созвездие орловцев. — Тула, 1985.
Каçăсем
Ёлкин Василий Дмитриевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1918 ҫулта ҫуралнисем
- СССР-та ҫуралнисем
- Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче вилнисем
- 2001 ҫулта вилнисем
- Санкт-Петербургра вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Александр Невский орденĕн кавалерĕсем (СССР)
- Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн кавалерӗсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
