Абаев Василий Иванович
Василий Абаев – (05.02.1900 (2), Коби, Тифлис кĕперни, Раҫҫей империйӗ, халь Казбеги районĕ, Грузи- 02.03.2001, Мускав, Раççей) - совет тата раççей филологĕ, чĕлхе пĕлĕвĕ, иранистика енĕпе ĕçленĕ, краевед тата этимолог, педагог, профессор.
Аслă Британипе Ирландин Король ази пĕрлĕхĕн пайташĕ (1966), Хельсинкири Фин-укăр пĕрлĕхĕн пайташ-корреспонденчĕ (1973). РСФСР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ, Грузи ССР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1981). СССР патшалăх парни лауреачĕ (1981).
Унăн осетин тата иран этимологипе, осетин фольклорĕпе, иранистикăпа, пĕтĕмĕшле чĕлхе пĕлĕвĕпе çырнă ĕçĕсем пысăк раççей филологипе культуринче вырăн йышăнаççĕ.
Каçăсем
- Абаев В. И. Общегуманитарные аспекты теоретического языкознания
- Статья в электронной энциклопедии «Кругосвет»
- Абаев В. И. Грамматический очерк осетинского языка
- Абаев Василий Иванович 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Дубинская О. «Этого оставить…» Независимая газета (27 раштавӑн 2000). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.