Абалымов Николай Яковлевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Абалымов Николай Яковлевич
Абалымов Николай Яковлевич
Çуралнă вăхăт паллă мар
Çуралнă вырăн Хусан кĕперни, Ҫӗрпӳ уесӗ, Ушанар ялĕ (?)
Вилнĕ вăхăт 1930-мĕш çул хыççăн
Ĕçлев тĕсĕ патшалăх хресченĕ, усламçă
Ашшĕ Яков Клементьевич
Ачисем Александр Николаевич
Ӗҫӗ-хӗлӗ патшалăх хресченĕ, усламçă

Абалымов Николай Яковлевич (хăçан çурални паллă мар — 1930-мĕш çул хыççăн вилнĕ) — патшалăх хресченĕ, усламçă. Суту-илÿ ĕçĕпе пурнакан чăвашсен килйышăн паллă çыннисенчен пĕри.

Пурнăçĕ

Хăçан çурални паллă мар. 1930-мĕш çулта кулак тесе репрессиленĕ. Хăçан вилни паллă мар.

Ĕçĕсем

Патшалăх хресченĕ, усламçă. Тырă сутса пуйнă. Укçа çавранăшĕ — 160–195 пин тенкĕ (çулталăкра-ши?). Çил, шыв тата пăс арманĕсем тытса тăнă. Шăхран тата Вăрмар станцийĕсенче ун тырă склачĕсем пулнă. Халăхран çăмарта, чăх какайĕ пухса сутнă. Крестниккав ялĕнче вăл 265 теçеттин çĕрпе усă курнă.

Абалымовсем. Несĕлсемпе тăхăмсем

  • Абалымов Константин Фёдорович (1742 тĕлĕ – ?) – Шупашкар мешшенĕ.
    • Абалымов Клементий Константинович (1792 тĕлĕ–1861, Ушанар) – Шупашкар мешшенĕ. Ушанарта ун арман пулнă.
      • Абалымов Яков Клементьевич (1827 тĕлĕ–1874), 1863-мĕш çулта мешшен пулма пăрахса хресчен сословине кĕнĕ (Сител).

Кăсăклă фактсем

Çавăн пекех пăхăр

Асăнмалăх

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем