Абрамович Абрам Григорьевич
| Абрамович Абрам Григорьевич | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 21 раштавӑн 1909 (3 кӑрлачӑн 1910(10)) |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1937 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ (27 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | Танк |
| Звани | |
| Часть | Республикаллă Испанин çарĕнчи 4-мĕш уйрăм механизилнĕ бригадăн танк взвочĕн командирĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Абрамович Абрам Григорьевич (Гершович) (21 раштавӑн 1909 [3 кӑрлачӑн 1910(10)], Катеринка[d], Первомайски районӗ[d] — 1937 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ, Брунете[d], Мадрид[d]) — совет танкисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1937).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Украинӑри Николаев облаҫӗнчи Первомайски районӗнчи Катеринка ялӗнче (халӗ Первомайски районӗ) рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Еврей. 1917 ҫулта кил-йышӗпе Одесса облаҫӗн Березовски районне пурӑнма куҫнӑ. 7 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн пекарньӑра ӗҫленӗ. 1930 ҫулта Донбасса куҫать, унта шахтӑра тӑрӑшать. 1931 ҫултанпа — Одессӑра, карап юсакан савутӑн такелажникӗ.
1932 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Кӗҫӗн комсоставӑн курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Танкӑн механик-водителӗ пулса ӗҫленӗ.
1936 ҫулта хӑй ирӗкӗпе Испание кайнӑ, унта Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. Гвадалахара патӗнчи нацистсемпе юнлӑ ҫапӑҫусенче, танк взвочӗн командирӗ пулса, Абрам Абрамович лейтенант темиҫе хутчен те разведка туса тӑшман ҫинчен паха сведенисем тупнӑ, хӑйӗн Т-26 танкӗнчен персе тапӑнса килекен пехотӑна пулӑшса тӑнӑ.
1937 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче пехотинецсене тӑшман ҫине атакӑна ертсе кайнӑ. Тӑшманран 4 тупӑ, пулемётсем тата винтовкӑсем туртса илнӗ. Ҫар заданине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн, хӑюлӑхпа пуҫарулӑхшӑн Абрам Абрамовича Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ.
Утӑ уйӑхӗнче интернационаллӑ бригадӑна Мадрид ҫывӑхне наступлени тума куҫарнӑ, фашистсене Брунете хули патӗнче ҫапса аркатма йышӑннӑ. Тӑшман хӳтӗлевне татса, танксемпе пехота тӑватӑ кун хушшинче ҫине тӑрса ҫапӑҫнӑ, тӑшмана чылай ҫухату кӳнӗ. 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Брунетери операци вӑхӑтӗнче, А. Г. Абрамович тӑшманӑн икӗ туппине тӗп тунӑ, анчах сыхланса юлнисем унӑн танкне тивертме пултарнӑ. Тӳртен лектернипе танк ҫунма тытӑннӑ, тимӗр шӑранма пуҫланӑ. Ҫапӑҫу машинин экипажӗн членӗсем: А. В. Никонов механик-водительпе башня командирӗ Ф. К. Ковров тӳрех вилнӗ, танк командирӗ Абрамович лейтенант утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче илнӗ сурансемпе тата пиҫсе кайнипе вилсе кайнӑ.
А. Г. Абрамовича экипаж пайташӗсемпе пӗрле ҫар чысӗсемпе Брунетри тӑванла вил тӑпринче пытарнӑ.
Хисепӗсем
Ҫар тата интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн 1937 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче Абрамович Абрам Григорьевич лейтенанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Абрамович Абрам Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
