Абрамов Александр Лукич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Абрамов Александр Лукич

Абрамов Александр Лукич (1920 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Аслӑ Чуллӑ, Ҫӗрпӳ уесӗ (халӗ — Еншик Чуллӑ, Красноармейски районӗ) — (2001 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ, Йошкар-Ола) — РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи, Мари АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

1920 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Аслӑ Чуллӑ ялӗнче (халӗ — Еншик Чуллӑ, Красноармейски районӗ) ҫуралнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ (1941—1942). Йошкар-Олари Атӑлҫи вӑрман институтӗнче (1944) вӗреннӗ. Мари АССРӗнчи Куярти вӑрман шкулӗнче завуч, директор, Мари АССРӗнчи Ежовӑри ял хуҫалӑх техникумӗнче директорӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1962—1979 ҫулсенче Мари АССРӗнчи Мушмарин вӑрман хуҫалӑхӗн тӗп лесничийӗ.