Авалхи Рим тӗнĕ
Ӳкерчĕк:Ara pacis fregio lato ovest 2 A.JPG
Фламинсем шӗвӗр пуҫлӑ ҫипуҫӗ тӑхӑннӑскерсем (сулахай ушкӑнра) Ара Пасис панелӗ ҫинче
Авалхи Рим тӗнĕ — Авалхи Греци тӗнӗ пекех, политеизм (нумай турӑсене ӗненни) пулса, тӗрлӗ турӑсене ӗненнинчен тӑнӑ.
Нума Помпилий йӑла-йӗрке тӑрӑх жрецсен институтне кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах рим жрецсен коллегийӗ хупӑ каста пулман — унта пӗрлӗхлӗ ӗҫсем тӑрӑх кӗме май пулнӑ. Ҫапла, тӗслӗхрен, Цицерон тата Плиний Кӗҫӗнни авгур ятне илейнӗ, Цезарь тата Нерон ирхи карьеринче фламинсем пулнӑ. Веста хĕрĕсен коллегийӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ.