Авершин Александр Сергеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Авершин Александр Сергеевич

Авершин Александр Сергеевич (1936 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ, Аҫтӑрхан) — РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. Йошкар-Олари Атӑлҫи вӑрман институтӗнче (1959), КПСС Тӗп Комитечӗ ҫумӗнчи обществӑлла ӑслӑлӑхсен академийӗнче (1986) пӗлӳ илнӗ. Институтран вӗренсе тухсан Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗнче, Улатӑрти вӑрманпромхозра аслӑ инженерта, тӗп лесничире тата инженерта ӗҫленӗ, 1966 ҫултан пуҫласа 1979 ҫулччен — Улатӑрти вӑрман комбиначӗн директорӗ. 1979—1982 ҫулсенче — Чӑваш АССР вырӑнти промышленность министрӗ, 1982—1988 ҫулсенче — Шупашкар хула совечӗн ӗҫтӑвкомӗн председателӗ, 1991—1994 ҫулсенче — Чӑваш Республикин вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗ, Чӑваш Енри вӑрман комитечӗн председателӗ. 1994—2004 ҫулсенче — Улатӑр вӑрман хуҫалӑх директорӗ. Вӑрман отрасльне, республикӑн вырӑнти промышленноҫне тата Шупашкар хула хуҫалӑхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ.