Аврал

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Парăслă карап çинчи аврал ĕçĕсем

Авра́л (гол. overalйĕри-тавра) — тинĕсри хушу: «пурĕ те çӳле!», карап çинчи команда (экипаж) е командăн (экипажăн) ытларахăш пайĕ васкавлă (ятарлă хушупа е хавхапа) ĕçлени.

Парăслă флотра аврал ĕçĕсем шутне якорь çине лартасси/якорьтен кăларасси, шлюпкăсене антарасси тата хăпартасси кĕреççĕ.

Хальхи карапсем çинче аврала карапа якоре лартнă чухне, япала антарас/хăпартас ĕçĕсем чухне, çапăçу материалĕсене илнĕ чухне, карапа тасатнă чухне, карапа дока кĕртнĕ тата унтан тухнă чухне тăваççĕ.

Çавăн пекех

  • Оверолл

Литература