Аврорский Николай Иванович
Аврорский Николай Иванович (1912 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ [15-мӗшӗ], Сарӑту — 1989 ҫулхи акан 13-мӗшӗ, Сарӑту) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мĕш Украина фрончĕн 3-мĕш гварди çарĕн 149-мĕш стрелоксен дивизийӗн 479-мĕш стрелоксен полкĕн 3-мĕш батальонĕн командирĕ, капитан , Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1912 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Сарӑту хулинче рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1931 ҫулта каҫхи вӑтам шкулпа ФЗУ шкулӗн тӑхӑр класне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Саратоври комбайнсен заводне металл тӑрӑх токарь пулса ӗҫлеме вырнаҫнӑ. 1934—1936 ҫулсенче ҫарта хӗсметре тӑнӑ.
1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче каллех ҫар ретне чӗнсе илнӗ, ҫав ҫулах раштав уйӑхӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне лекнӗ. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче политсоставӑн кӗске вӑхӑтлӑх курсӗсене пӗтернӗ. 1941 ҫулта КПСС ретне тӑнӑ. 1943 ҫулта «Выстрел» курсӗнче вӗренсе тухнӑ.
Анӑҫ, Брянск, Тӗп тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ, комиссар тата стрелковӑй батальон командирӗ ӗҫ вырӑнӗсене йышӑннӑ. Белёва, Тулӑна хӳтӗленӗ, Украинӑпа Польшӑна ирӗке кӑларнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ельцӑран анӑҫалла тата 1944 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче Сандомир ҫывӑхӗнчи Висла ҫинче йывӑр аманнӑ.
1944 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче ҫӗрле Сандомиртан ҫурҫӗр еннерехри Висла юханшывӗ урлӑ каҫса, 479-мӗш стрелоксен полкӗн батальонӗ капитан ертсе пынипе плацдарма алла илнӗ тата тӑшманӑн вуншар салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ. Унсӑр пуҫне ултӑ пулемёт тата 18 автомат тытса илнӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата Висла урлӑ каҫнӑ чухне, плацдарма тытса тӑнӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Абрамов Пётр Петрович капитана Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Аврорский Совет Ҫарӗн ретӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1952 ҫулта офицер йышне лайӑхлатмалли курсра вӗренсе тухнӑ. 1960 ҫулта ӑна, полковник званийӗнче пулнӑ май, запаса илсе кайнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтра Волгоградра ӗҫлесе пурӑннӑ.
Юлашки ҫулсенче Сарӑтура пурӑннӑ. 1989 ҫулхи ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вилнӗ. Сарӑту хулинче Елшан ҫӑвинче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (23.09.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (23.09.1944);
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1942, 1954);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ (1985);
- медальсем.
Астӑвӑм
- Волгоградра Паттӑр пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.