Автопортрет

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Хӑйне ӳкерни, Диего Веласкес
Менинасем ӳнер ӗҫӗнче Веласкес хӑйне ӳкернӗ

Автопортрет («автор» тата «портрет») — ӳнерҫӗ хӑйӗн сӑнарне хӑй ӳкерни. Яланхи пек сӑрӑ-ӳнер пултарулӑхне аса илеҫҫӗ; анчах та автопортретсем скульптурара, литературара, фото- тата кинематографра тата ыт. те пулма пултарать.

Чылай ҫын сӑнарӗн ӳнерҫисем автопортречӗсене хӑйланӑ, хӑшӗсем шутсӑр нумай туса ӗлкӗрнӗ. Хӑш чух ӳнерҫӗсем хӑйӗн сӑнарне ушкӑнлӑ портретсене кӗртсе ӳкернӗ. Тӗслӗхрен, Карл Брюллов Помпеин юлашки кунӗ, Диего Веласкес Менинасем ӗҫӗсенче, тата ыттисем те. Шутланӑ тӑрӑх, хӑш пӗр ӳнерҫӗсем хӑйсене урӑх арлӑ ҫын пек те ӳкерме пултарнӑ. Теприсен, неврологи чирӗсемпе аптранисен автропортречӗсем тӑрӑх медицина ӗҫченӗсене пуҫ мими тӗрӗс ӗҫлеменнине тишкӗрсе кӑтартма май парать; вӗсенчен шумайӑшӗ неврологипе вӗренӳ кӗнекисене кӗнӗ.

Тӗслӗхсем

Вуламалли

  • Автопортрет // А — Анкетирование. — М. : Большая российская энциклопедия, 2005. — С. 166. — (Большая российская энциклопедия : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 1). — ISBN 5-85270-329-X.

Каҫӑсем