Агафонов Яков Михайлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Агафонов Яков Михайлович
Агафонов Яков Михайлович.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1918 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ(1918-11-06)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1983 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ(1983-07-04) (64 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ Пехота
Звани
гварди
Майор
Часть 1-мĕш Беларуç фрончĕн 8-мĕш гварди çарĕн 35-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 101-мĕш гварди стрелоксен полкĕ
Командӑланӑ батальон
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи
Наградӑсемпе хисепсем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ

Агафонов Яков Михайлович (1918 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ, Катуновка[d], Мускав облаҫӗ[d]1983 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ, Кривой Рог[d], Днепропетровск облаçĕ) — Совет-финн тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 8-мӗш гварди ҫарӗн 35-мӗш гварди стрелоксен дивизин 101-мӗш гварди стрелоксен полкӗн батальон командирӗ, гварди майорӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1918 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче Катуновка ялӗнче (халӗ Катуновка вӑрманӗ[1], Колодяссы тата Ловатянка ялӗсемпе юнашар), ҫӗр ӗҫченӗ ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс.

Колодяссы ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ, Мускавпа Мускав облаҫӗнчи стройкӑсенче слесарь-электросварщик пулса ӗҫленӗ. Мускав метровӗн пуҫламӑш ҫулӗсене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1938—1940 ҫулсенче тата 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен. 1939—1940 ҫулсенчи совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ.

1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтӗнче. Вӑрҫа рядовой боец пулса пуҫланӑ. Пӗр ҫапӑҫура йывӑр аманса госпитальте чылай вӑхӑт сипленнӗ. Госпитальтен тухнӑ хыҫҫӑн вӗренме кайма направлени илнӗ. 1942 ҫулта Пушкӑрт АССРӗнчи Ҫтерлӗ хулинчи Рига ҫар пехота училищинче вӗренсе тухнӑ та 25-мӗш гварди стрелоксен дивизине фронта янӑ. 1942 ҫултанпа ВКП (б) членӗ.

1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Агафонова 73-мӗш гварди стрелоксен полкӗн батальон командирне лартнӑ. Агафонов комбат пулса хӑйӗн боецӗсене Курск облаҫӗнчи Горшечное станцине штурмлама илсе кӗнӗ. Туслӑн хӗснӗ хыҫҫӑн Горшечное посёлокне ирӗке кӑларнӑ. Часах Курск ҫӗрӗ ҫинче иккӗмӗш хут аманнӑ.

1943 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче, госпиталь хыҫҫӑн, ӑна 35-мӗш гварди стрелоксен дивизин 101-мӗш гварди стрелоксен полкне батальон командирӗ туса ҫирӗплетнӗ.

1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн варринче дивизи наступление куҫнӑ. Типӗ Каменкӑпа Викнино пурӑнакан вырӑнсене ирӗке кӑларсан, Лозовая хули еннелле ҫапӑҫусем пуҫласа янӑ. Агафонов батальонӗ хулана чи малтан вирхӗнсе кӗнӗ те урамри ҫапӑҫусене пуҫланӑ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче хулана илнӗ. Малалла батальон, пӗр тытӑнса тӑмасӑр, тӑшмана малалла кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле хӑваланӑ. 6 кунра 150 ҫухрӑма яхӑн ҫӗнсе илнӗ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче Агафонов батальонӗ хӑйӗн дивизийӗпе Запорожецпа Марьевка таврашӗнче Днепр патне тухнӑ.

1943 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче ҫӗрле Днепр урлӑ каҫма тытӑннӑ. Ҫапӑҫупа Солонянск районӗнчи Войсковое ялӗ патӗнчи плацдарма ярса илнӗ. Унтан уйӑх плацдарма анлӑлатассишӗн тата тытса тӑрассишӗн ҫине тӑрса кӗрешнӗ. Агафоновӑн 1-мӗш батальонӗн гвардеецӗсем вилмеллех тӑнӑ. Ҫак ҫапӑҫусемшӗн Агафонов капитан Александр Невский орденне тивӗҫнӗ.

Сылтӑм ҫыран Украинӑн кӑнтӑр енчи ҫапӑҫусем 1943 ҫулхи кӗркунне, 1944 ҫулхи хӗлле тата ҫуркунне йывӑр ҫутҫанталӑк условийӗсенче иртнӗ. Ҫулсем, шывсем, кӳлӗсем ҫумӑрпа тулса ларнӑ. Тӑшмана аркатмалли чи лайӑх меслет — вак подразделенисемпе тапӑнса тӑшмана сиен кӳни пулнӑ. Агафонов батальонӗ пӗрмаях тенӗ пекех малта пынӑ.

1944 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче дивизи пайӗсем Ингулец шывне ӑнӑҫлӑ каҫнӑ, ӑсталӑхпа Широкое тата Ҫӗнӗ Буг хулисене ирӗке кӑларнӑ.

Пуш уйӑхӗнчи ҫапӑҫусенче дивизи Буг лиманне ҫитнӗ. Агафонов батальонӗ пулӑҫсен киммисемпе ун урлӑ каҫса хӗвеланӑҫ енчи ҫыранта ҫирӗпленсе ларнӑ. Кӗтмен инкек сиксе тухнӑ. Хура тинӗс енчен вӑйлӑ ҫил вӗрме пуҫланӑ, тинӗс шывне лимана хӑваланӑ. Шыв ҫӗкленнӗ те тӑшманран туртса илнӗ плацдарма, ҫавӑн пекех тӑшман позицине те путарнӑ. Шыв ҫинче, кимӗсемпе сулӑсем ҫинче, ҫапӑҫу пуҫланса кайнӑ. Ҫак условисенче те батальон паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ.

1944 ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Одесса тапӑну операцийӗ пуҫланнӑ. Акан 6-мӗшӗнче Агафоновӑн 1-мӗш батальонӗ Хаджибей лиманӗн сулахай ҫыранне тухнӑ, унтан, тӑшман хӳтӗлевне пусарса, Дальник посёлокне штурмланӑ. Тӑшман Аккерман патне чакма тытӑннӑ. Акан 10-мӗшӗ тӗлне Одессӑна пӗтӗмпех тӑшманран хӑтарнӑ.

1944 ҫулхи ҫулла 8-мӗш гварди ҫарне 1-мӗш Беларуҫ фрончӗ ҫапӑҫакан ҫӗре куҫарнӑ. Ҫапӑҫусемпе Висла еннелле ҫул тытнӑ. 1944 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче юханшыв урлӑ каҫма пуҫланӑ. Плацдармра Агафоновӑн 1-мӗш батальонӗ контратакӑлакан тӑшманӑн варринче пулнӑ. Икӗ хутчен вӑл алӑ вӗҫҫӗн тытӑҫӑва хутшӑннӑ, анчах позицие сыхласа хӑварнӑ.

Магнушев плацдармне пӗтерме шутласа, гитлеровецсем унта пысӑк вӑйсене куҫарнӑ. Агафонов батальонӗ хӳтӗленекен Мариямполь еннелле «Герман Геринг» СС танк дивизийӗ тапӑннӑ. Ҫурлан 7-мӗшӗнче тӑшман атакӑна кайнӑ. 4 танкпа 3 самоходнӑй оруди ҫухатнӑ хыҫҫӑн тӑшман каялла чакнӑ. Ҫурлан 8-мӗшӗнче Агафонов батальонӗн позицине хирӗҫ 30 танк кайнӑ. Ҫак кун та, ун хыҫҫӑнхи кунсенче те тӑшманӑн гвардеецсене Висла хӗрринчен кӑларса ывӑтма май килмен. Батальон тӳссе тӑнӑ, Магнушев плацдармне сыхласа хӑварнӑ.

1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче совет ҫарӗсен пӗрлехи тапӑнӑвӗ умӗн кашни дивизире танксемпе тата хӑй тӗллӗн ҫӳрекен артиллери установкисемпе вӑйлатнӑ пӗрер-икшер стрелоксен батальонӗ, малти линие — разведка текен ҫапӑҫӑва тухма — уйӑрнӑ. Агафонов батальонӗ те ҫакӑн пек задача илнӗ.

1945 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 8 сехет те 55 минутра Агафонов батальона малалла ертсе кайнӑ. Пӗрремӗш хут тапӑнсанах боецсем ҫывӑхри ҫапӑҫура пӗрремӗш траншейӑна ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Тӑшман каялла чакма тытӑннӑ. Унтан тӑшманӑн иккӗмӗш позицине те татса тухнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Агафонов Яков Михайлович гварди майора Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№7204) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Вӑрҫа Я. М. Агафонов Бранденбург хапхи таврашӗнче Берлинта вӗҫленӗ. Рейхстагӑн пӗр стени ҫинче гварди майорӗн Я. М. Агафоновӑн автографӗ те пур.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Я. М. Агафонов «Выстрел» курсӗнчен вӗренсе тухнӑ та ҫарта малалла хӗсметре тӑнӑ. 1955 ҫултанпа запасра. Днепропетровск облаҫӗнчи Кривой Рог хулинче «Криворожсталь» заводра ӗҫленӗ.

1983 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Кривой Рог хулинче вилнӗ, унтах пытарнӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Кривой Рог хулинчи Паттӑрсен Стели ҫинче ятне ҫырса хунӑ;
  • Колодяссы ялӗнчи шкул фасачӗ ҫинчи асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ N-36 карты СССР. Смоленск, Брянск, Витебск, Могилев, Гомель. www.etomesto.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  2. ^ …Где когда-то учился герой, 2017, с. 1, 2.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • …Где когда-то учился герой // Родной край : газ. — 2017. — № 74 (10401) (22 Авӑн). — С. 1, 2.

Каçăсем