Агеев Пётр Григорьевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Агеев Пётр Григорьевич
Агеев Пётр Григорьевич.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1913 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ (раштавӑн 5-мӗшӗ)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1947 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ(1947-08-22) (33 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ Çар авиацийĕ
Звани
Аслă лейтенант
Часть 105-мĕш истребитель авиаци дивизийӗн 182-мĕш истребитель авиаци полкĕн звено командирĕ
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи
Наградӑсемпе хисепсем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ

Агеев Пётр Григорьевич (1913 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ [раштавӑн 5-мӗшӗ] , Трусилово[d], Ӗренпур кӗпӗрни[d]1947 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ, Пенза II[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 105-мĕш истребитель авиаци дивизийӗн 182-мĕш истребитель авиаци полкĕн звено командирĕ, аслă лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (14.02.1943). Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Мускаври В. П. Чкалов ячӗллӗ Тӗп аэроклубра ӗҫленӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1913 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче Ӗренпур кӗпӗрнинчи Челепи уесӗнчи Птиченск вулӑсӗнчи Чирухин (Трусилово) ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, халӗ Трусилово ялӗ Курган облаҫне кӗрет[1]. Вырӑс. Шумихинри шкулта 7 класс пӗтернӗ.

1931 ҫулта комсомол путёвкипе граждан сывлӑш флочӗн пилотсемпе авиатехниксен пӗрлештернӗ 3-мӗш шкулне Балашов хулине вӗренме янӑ. 1933 ҫулта вӑл вӗҫевҫӗ-инструктор пулса ӗҫленӗ, тепӗр ҫултан — авиаци отрячӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Пултаруллӑ вӗҫевҫӗ пулнӑ май, питӗ лайӑх организатора 1937 ҫулта Тула хулине, вӗҫев пайӗн пуҫлӑхӗн должноҫне ӗҫлеме тӑратнӑҫӗ, 1940 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче Мускаври Чкалов ячӗллӗ Тӗп аэроклуба ӗҫлеме куҫарнӑ. 1940 ҫулта хӑй ыйтнипе летчик-истребительсен ҫар шкулне вӗренме янӑ. 1940 ҫултанпа Хӗрлӗ ҫарта. Астафьеври ҫар авиаци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Летчик-инструктор, кайран Краснодарти ҫар авиаци шкулӗнче звено командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. Кунта чухне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ.

Темиҫе хутчен ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн 105-мӗш пӗтерекен авиаци дивизин 182-мӗш пӗтерекен авиаци полкӗн звено командирне лартнӑ. 1942 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче Агеев П. Г. аслӑ лейтенант Дон-ҫи-Ростов хули тӗлӗнче пулса иртнӗ ушкӑнлӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн аэродрома таврӑннӑ чухне тӑшман бомбардировщикне — Не-111 — асӑрханӑ. Сывлӑшри ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫар запасӗ пӗтнӗрен летчик тарана кайнӑ. Хӑйӗн аэродромӗнче анса ларнӑ.

Дивизире пӗрремӗш хут тӑшмана ирӗклӗн шырама вӗҫсе каякан летчик-сунарҫӑ тактикипе усӑ курма пуҫланӑ, унӑн пысӑк ҫӳллӗшӗнчен тӑвакан атакисем тӑшмана пӗтерме ҫӗнӗ майсем уҫса панӑ. Ҫакӑн пек пӗрремӗш «вӗҫев-сунарта» Агеев пирӗн позицисене ӳкернӗ Ме-110 нимӗҫ самолётне кӗтмен ҫӗртен атакӑпа ҫапса антарнӑ. 1942 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче тӑватӑ Me-109-па ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Йывӑр аманнӑ, анчах ҫапӑҫуран тухман. Пӗр «мессершмита» персе антарнӑ, теприне ирӗксӗрлесе совет аэродромне анса ларттарнӑ.

1943 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне Агеев аслӑ лейтенант ЛаГГ-3, Як-1, Як-7б самолетсемпе 160 ӑнӑҫлӑ вӗҫеве тухнӑ. Сывлӑш ҫапӑҫӑвӗсенче 6 самолёта хӑй персе антарнӑ тата ушкӑнпа — тӑшманӑн пӗр самолётне.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Агеев Пётр Григорьевич аслӑ лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№809) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ. Наградӑна тӑратнӑ саманта П. Г. Агеев партире тӑман.

Орджоникидзе хули (халӗ — Владикавказ) ҫывӑхӗнчи сывлӑшри ҫапӑҫура аллинчен йывӑр аманнӑ, анчах ҫапӑҫуран тухман. Тӑшман истребительне персе антарнӑ та самолётран парашютпа сикнӗ.

Ку — Агеев аслӑ лейтенантӑн юлашки сывлӑшри ҫапӑҫӑвӗ пулнӑ. Йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн вӑл чылай вӑхӑт госпитальте пулнӑ, сылтӑм аллине ҫухатнӑ. Аманнӑ пулин те строя таврӑннӑ. Ҫӗршывӑн ПВО 1-мӗш сывлӑш истребитель ҫарӗн ҫар хатӗрленӳ пайӗн пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшуҫи пулнӑ. По-2 самолётпа вӗҫнӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Мускаври В. П. Чкалов ячӗллӗ Тӗп аэроклубра ӗҫленӗ. 1947 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче «Балашов — Москва» пуйӑсра бандитсем вӗлернӗ. Палламан ҫын тесе Пенза облаҫӗнчи хулара пытарнӑ. Транспорт милицийӗн «тивӗҫтерменшӗн» ӗҫрен кайнӑ пуҫлӑхӗн сӗтелӗнче унӑн хыҫҫӑн килни Пётр Григорьевич Агеев ячӗпе панӑ паспортпа ҫар билетне тупса палӑртни нумай ҫул иртнӗ. Ватӑ ӗҫченсенчен ыйтса пӗлнӗ чухне ҫакӑ палӑрнӑ: 1947 ҫулхи ҫулла хӑрах алӑллӑ ҫурма ҫарамас ҫыннӑн ӳтне документсӑр-мӗнсӗрех «Пенза II» станци ҫывӑхӗнчи тӑпрас ҫинче тупнӑ. Ӑҫта пытарнине никам та астумасть … Документсене ун чухне урӑх ҫӗрте тупнӑ, милицие панӑ[2].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Пётр Агеева асӑнса Курган облаҫӗнчи Шумиха хулин пӗр урама унӑн ятне панӑ.
  • Саратов облаҫӗнчи Балашов хулин пӗр урамӗ унӑн ячӗпе хисепленет[3].
  • 2015 ҫулта Шумиха хулинчи 3-мӗш вӑтам шкулта Мемориал хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Лица Зауралья. Агеев Пётр Григорьевич. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  2. ^ Из материалов книги Л. Н. Жуковой - "Выбираю таран". Москва, «Молодая гвардия», 2005 год. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
  3. ^ Презентация на тему: Герои России и улицы г. Балашова. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Агеев Пётр Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра