Агеев Филипп Павлович

Агеев Филипп Павлович (1910 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ [14-мӗшӗ], Кивӗ Оскол уесӗ[d], Курск кӗпӗрни[d]1979 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ, Киев) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Воронеж фрончĕн 5-мĕш гварди çарĕн 97-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 292-мĕш гварди стрелоксен полкĕн çулăм взвочĕн командирĕ, гварди старшини, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (22.02.1944). Паттӑр ятне панӑ саманта — старшина, каярахпа — лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Курск кӗпӗрнин Кивӗ Оскол уесӗнчи Правороть салинче (халӗ Курск облаҫӗн территоринче вӑрман вӑрри) рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Вӗренӳ тулли мар вӑтам. Мускавра Метрострой тӑрӑшуҫи пулса ӗҫленӗ.

1934 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. 1936 ҫулта демобилизациленнӗ. Ун хыҫҫӑн Кабарда-Балкар АССРӗнчи Нальчик хулинче ӗҫленӗ. Иккӗмӗш хут 1942 ҫулта чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсене 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче кӗнӗ. Воронеж фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. ВКП (б) /КПСС пайташӗ 1943 ҫултанпа.

1943 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнче 292-мӗш гварди стрелоксен полкӗн ҫулӑм взвочӗн командирӗ, гварди старшини Агеев тупӑран персе нимӗҫсен пер танкне тата ҫичӗ салтакне тӗп тунӑ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче взвод икӗ танка, темиҫе пулемёт точкине пӗтернӗ. Пӗр тупӑ расчёчӗ йӗркерен тухсан, Ф. П. Агеев тӗллекен пулса, тата икӗ танка тӗп тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, Днепр юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче ҫапӑҫури ҫитӗнӳсене аталантарнӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Абрамов Пётр Петрович капитана Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№3310) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[1].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен лейтенант званийӗнче запаса тухнӑ.

Киевра пурӑннӑ. 1979 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче вилнӗ. Киев хулинче пытарнӑ

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Вилтӑпри ҫине асӑну плити вырнаҫтарнӑ.
  • 2013 ҫулта Белгород администраци постановленийӗпе Совет Союзӗн Паттӑрӗ Филипп Павлович Агеев ячӗпе хулари ҫӗнӗ урамсенчен пӗрне ят панӑ.
  • 2014 ҫулта Горшечня районӗнчи Барановкӑри вӑтам шкулӗ ҫине Ф. П. Агеевӑн асӑну хӑмине вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 22 февраля 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 5 пушӑн (№ 13 (273)). — .

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
  • Золотые звезды Кабардино-Балкарии / сост. О.Л. Опрышко. Нальчик: Эльбрус, 1984. С. 100—105.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Агеев Филипп Павлович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра