Агильдина Лидия Вячеславовна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Агильдина Лидия Вячеславовна
Çуралнă вăхăт 1952 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ(1952-05-05) (73 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Альма-матер

Агильдина Лидия Вячеславовна — (1952 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ, Сидельниково, Звенигово районӗ, Мари АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

1952 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Мари АССРӗнчи Звенигово районӗнчи Сидельниково ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнчен (1971), Ҫӗпӗр технологи институтӗнчен (1981) вӗренсе тухнӑ. Вӑрнар вӑрман хуҫалӑхӗн питомникӗн ертӳҫинче чылай вӑхӑт ӗҫленӗ (1974—1989 ҫҫ.), 1989—2003 ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрри вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ. 2003—2009 ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗн директорӗ пулнӑ. Вӑл ертсе пынипе 2007 ҫулта техникума Мари патшалӑх техника университечӗн нумай шайлӑ вӗренӳ комплексне кӗртнӗ, «Мари патшалӑх техника университечӗ» аслӑ профессиллӗ пӗлӳ паракан патшалӑх вӗренӳ учрежденийӗн Сӗнтӗрвӑрринчи филиалӗ пулса тӑнӑ.