Аглиуллин Хамит Шамсутдинович
Аглиуллин Хамит Шамсутдинович (1919 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ, Удрякбаш[d] — 1943 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ, патнелле Лоев[d], Гомель облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Вӑта фронтӑн 65-мӗш ҫарӗн 106-мӗш стрелоксен дивизийӗн 43-мӗш стрелоксен полкӗн сапёр взвочӗн отделени командирӗ, аслӑ сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (30.10.1943). ВКП (б) членӗн кандидачӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1919 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Удрякбаш ялӗнче (халӗ Благовар районӗ, Пушкӑртстан) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Благовар районӗнчи Фрунзе ячӗллӗ колхозра ӗҫленӗ. Тутар[1].
Хӗрлӗ Ҫара 1939 ҫулта Пушкӑрт АССР Благовар райвоенкомачӗ чӗнсе илнӗ.
1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
1943 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Аглиуллин ушкӑн салтакпа Беларуҫри Гомель облаҫӗнчи Лоев поселокӗ патӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ. Сылтӑм ҫыранри плацдарма тытса илес, тытса тӑрас тата анлӑлатас ӗҫе хутшӑннӑ. Ҫапӑҫури йывӑр самантсенче пӗтӗм подразделени валли боеприпассем турттарнӑ. Ҫав ҫапӑҫура, Лоевран икӗ ҫухрӑмра, Днепрӑн сылтӑм ҫыранӗнче пуҫ хунӑ. Чи малтанах ӑна ҫапӑҫу вырӑнӗнче тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ. Каярах Лоев поселокӗн тӑванла вилтӑприне ҫӗнӗрен пытарнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943-мӗш ҫулхи юпан 30-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Аглиуллин Хамит Шамсутдинович сержанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№7794) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Астӑвӑм
- Хамит Шамсутдинович Аглиуллин ячӗпе Пушкӑртстанри Благовар районӗнчи Удрякбаш ялӗнчи урам тата шкул хисепленеҫҫӗ.
- Благовар районӗн центрӗнче Языково ялӗнче бюст вырнаҫтарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (30.10.1943, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (30.10.1943);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (15.10.1943);
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ Наградной лист. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Аглиуллин Хамит Шамсутдинович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
(2024 çулхи раштавӑн 16-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- И.Г.Каримова. АГЛИУЛЛИН Хамит Шамсутдинович. Башкирская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
- Аглиуллин Хамит Шамсутдинович. Татарская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
- Аглиуллин Хамит Шамсутдинович. Муниципальный район Благоварский район Республики Башкортостан. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.