Адаменко Василий Васильевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Адаменко Василий Васильевич
Адаменко Василий Васильевич.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1908
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1943 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ(1943-12-14)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ Пехота
Звани
Сержант
Часть 3-мӗш Украина фрончӗн 6-мӗш ҫарӗн 333-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1118-мӗш стрелоксен полкӗн взвод командирне пулӑшаканӗ
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи
Наградӑсемпе хисепсем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Адаменко Василий Васильевич (1908, Первозвановка[d], Криничанский район[d]1943 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ, Запорожье облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мӗш Украина фрончӗн 6-мӗш ҫарӗн 333-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1118-мӗш стрелоксен полкӗн взвод командирне пулӑшаканӗ, сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (22.02.1944).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1908 ҫулта Первозвановка ялӗнче (халӗ Днепропетровск облаҫӗнче) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вӗренӳ — пуҫламӑш. Колхозра ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен, ҫав вӑхӑтранпах фронтра. Днепропетровск тата Запорожье облаҫӗсене ирӗке кӑларнӑ, 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Войсковое (Днепропетровск облаҫӗн Солонян районӗ) ялӗ патӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ.

1943 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче 3-мӗш Украина фрончӗн 6-мӗш ҫарӗн 333-мӗш стрелоксен дивизин 1118-мӗш стрелоксен полкӗн автоматчиксен взвочӗн командирне пулӑшаканӗ Адаменко сержант Каневское яле патенче Днепр урлӑ каҫнӑ. Взвод командирӗ вилсен — ун вырӑнне юлнӑ. Пӗрремӗш траншейӑна хӑй ертсе пыракан взвод ярса илсен тӑшманӑн 20 салтакӗпе офицерне алӑ вӗҫҫӗн ҫапӑҫса пӗтерсе тӑкнӑ, гитлеровецсен ротин контратакине сирсе янӑ.

Ялшӑн пынӑ тата плацдарма анлӑлатнӑ ҫапӑҫусенче вилнӗ рота командирӗ вырӑнне йышӑннӑ. Вӑл ертсе пыракан рота траншейӑсен иккӗмӗш линине йышӑннӑ та тӑшманӑн пилӗк контратакине сирсе янӑ, ӑна сисӗнмеллех сиен кӳнӗ. Аманнӑ пулин те Адаменко сержант ҫапӑҫу хирӗнчен пӑрахса кайман, тӗп вӑйсем ҫитиччен позицие тытса тӑнӑ.

1943 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче Запорожье облаҫӗ территоринчи пӗр ҫапӑҫура Адаменко сержант пуҫ хунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Адаменко Василий Васильевич сержантна Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Героя пытарнӑ Каневский салинчи тӑванла вил тӑпри ҫине палӑк лартнӑ.
  • Днепропетровск облаҫӗнчи Синельников районӗнчи Славгород посёлокӗнче Паттӑр ячӗпе урам хисепленет.
  • Днепропетровск облаҫӗнчи Синельников районӗнчи Тургеневка ялӗнчи мемориал комплексӗн стели ҫинче В. В. Адаменко ятне касса кӑларнӑ.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каçăсем