Азербайджанпа Турци чикки
Ӳкерчĕк:Nakhichevan detail map.png
Nakhichevan detail map
Азербайджанпа Турци чикки, вăл Аракс шывĕн юхлăхĕ тăрăх 9 — 11 километр чухлĕ[1] е ытларах та тăсăлать. Çак вăрăмăша, вăл фракталла объект пулнине кура, юхлăх йĕрĕ те улшăнсах тăнăран, татах та пысăкрах тĕллĕхпе палăртма çук.
Ку чикĕ урлă Турцирен Азербайджанăн Нахичевань регионне çеç çитме пулать, тĕп пая çитме çук, мĕншĕн тесен Арменин Зангезур (Сюник облаçĕ) текен регионĕ урлă чăрмав пулса тăрать.
Çакнашкал лару-тăру 1930-мĕш çулсенчен пуçласа тытăнса тăрать темелле. Çак тĕлтен Аракс урлă Турцие каçас пулсан, юханшыв хыççăн тата тепĕр 35 километр чухлĕ никам та пурăнман ансăр хушăкпа иртмелле. Çав хушăка Садарак коридорĕ теççĕ. Вăл тенчери чи паллă геполитикăлла коридорсен шутне кĕрет.
Каçăсем
- Нахичевань на стыке трех цивилизаций 2019 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- https://www.cia.gov/library/publications/the-world-factbook/fields/2096.html 2018 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем
- ^ Халатов В. | Геополитический узел Южного Кавказа | Журнал «География» № 2/2006
Ку статья ҫине РУВИКИ-нчи ытти статьясенчен лекме май ҫук. |