Акцынов Аркадий Всеволодович
Аркадий Акцынов | ||
![]() | ||
Çуралнă вăхăт: | 1910, ҫу, 5 | |
---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург | |
Вилнĕ вăхăт: | 1997, чӳк, 145 | |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар | |
Гражданлăх: |
![]() ![]() | |
Хисеплӗ ячӗсем: |
|
Аркадий Всеволодович Акцынов (ҫу, 5, 1910, Санкт-Петербург — чӳк, 14, 1997, Шупашкар) — Раççей художникӗ, графикӗ, монументалисчӗ. СССР Художниксен пӗрлӗхӗн членӗ (1947). Чăваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ (1984), Раççей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1997)[1][2].
Ставрополь Ен, Кемӗрте, Новокузнецкре Ӳкерçĕсен пĕрлешĕвне пуçарса яракансенчен пĕрри.
Арăмĕ — Людмила Акцынова, художник, Раççей Федерацийӗн тата Чăваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ.
Биографи
Авалхи вырăс интеллигенчĕсен çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннăскер, нимĕç тыткăнне лекнĕ. 1923 çулта мамакăшĕпе революци хыççăн Германире юлнă ашшĕ патне кайнă.
1925-29 çулсенче Лозанна студисенче, Антверпенри (1929—1930) тата Парисри (1936) Ӳнер академисенче ăсталăха туптанă.
Парижри ӳкерçĕсемпе ушкăнпа куравсене ирттернӗ, сатира журналӗсемпе ӗҫленӗ.
1937 çулта Совет Союзне таврăннă, Ленинград портне çитсенех, ăна аресленĕ. Виççĕ уйăх хушши Ленинградри «Хĕрессем» тĕрмен пĕччен камеринче ларнă, кайран конвой ăна Мускава Лубянка тĕрмине çитернĕ, тепĕртакран «Бутыркăна» куçăрнă. 1939 çулта ШĔХК çумĕнчи Уйрăм Пухăвĕн айăплавĕпе 5 çуллăха лагерьсене янă.
Инçет Тухăçри «Дальстрой» лагерĕсенче ларнă, ӳкерçĕ-оформитель пулса ĕçленĕ. Авланнă. 1944 çулхи çурла уйхĕнче ирĕке кăларнă. Находка портра пурăннă. 1945 çулта Ставрополь Енне куçса кайнă.
1949 çулăн вĕçĕнче тепĕр хут аресленĕ те Ҫӗпӗре ăсатнă. Мотыгино ялĕнче (Красноярск Ен) пурăннă. 1956 çулччен художник-оформитель пулса ĕçленĕ.
1956 çулта реабилитициленĕ. 1968 çулта Шупашкара пурăнма куçса килнĕ. Арăмĕпе пĕрле ӗҫленӗ.
Пултарулăх
А. В. Акцынов — чылай пейзаж, натюрморт, портрет, гобелен ӳнерленĕ. Папье-машепе апаланнă, йывăçран касса ӳнерленĕ.
Ӳнер ĕçĕнче ăвăспа çыхăнтарнă уйрăм сăрăсемпе усă курнă.
Суйланă ĕçĕсем
- «Ленинские места в Шушенском» (1961),
- «Есть на Волге утёс» (1975),
- «Сказ о Саянах» (1979),
- серия «Байкал» (1985),
- «Ватă Шупашкар»,
- «Алтай»,
- «Сирень»,
- «Шупашкар сиренĕ»,
- «Ырă ир»,
- «Русское кружево»,
- «Байкал»,
- «Чăваш хăмли»
Арăмĕпе пĕрле «По стерне босиком» (1992) асăну кĕнекине кăларнă.
Асăнмалăх
2000 çулта Хĕвел системинчи 7385 № кĕçĕн планетăна Акцынов мăшăрсен ятне — Акцыновия — панă.
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
- Деятели культуры и искусства. Художники и архитекторы. Акцыновы 2013 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Воспоминания о Гулаге
- Санкт-Петербургра ҫуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçисем
- Художниксем, алфавитпа
- XX ĕмĕрти Раççей ӳкерçисем
- Чӑваш Ен художникӗсем
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳкерçисем
- Раççей пейзаж ӳкерçисем
- Раççей портрет ӳкерçисем
- Раççей графикĕсем
- Монумент ӳкерçисем
- ССРП Ӳкерçĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем
- СССР-та репрессиленисем
- СССР-та реабилитациленисем