Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех симфони оркестрĕнче ĕçлеме тытăннă. Кайран пĕр çулталăк хушши Хусанти мусăк техникумĕнче вĕреннĕ, юлашки курса Мускаври консерватори çумĕнчи мусăк училищине куçнă.
1939 çулхи кĕркунне Мускаври консерватори студентне Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Хĕсмече Мускаврах иртет — Анатолий СССР Хӳтĕлев министерствин кăтартуллă оркестрĕнче кларнетпа калать. Пĕтĕм Союзри мусăкçăсен ăмăртăвне хутшăнать, лауреат ятне тивĕçет. Хӳтĕлев министерствин оркестрĕнче Анатолий Александрович 7 çул хĕсметре тăрать. Хĕрлĕ Çарта А. Александрова 3 медальпе хисепленĕ, вĕсенчен пĕрри — Мускава хӳтеленĕшĕн.
Çартан таврăнсан Анатолий Александров Мускаври консерваторинче А. В. Володин класĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать. Вĕренӳ çулĕсенчех Хĕрлĕ Çарăн Тĕп çуртĕнчи мусăк театрĕн тата Пĕтĕм Союзри радио оркестрĕнче ĕçлет.
Консерваторие пĕтерсен ăна Мускаври чи паллă оркестрсене ĕçе чĕнеççĕ. Вăл, пĕрремĕш кларнетист пулса, Пысăк театрĕн спектаклĕсене, ССР Союзĕн Патшалăх оркестрĕн концерчĕсене хутшăнать. Анчах та вăл яланлăхах хăй юратнă коллективра — Мускав патшалăх филармонийĕн симфони оркестрĕнче ĕçлеме юлать. Оркестрта 21 çул çут тĕнчерен уйрăлса кайичченех солист пулса ĕçлет.
Ун пирки Ленин парни лауреачĕ Г. В. Свиридов композитор çапла каланă:
Анатолий Александров — хăйĕн инструменчĕпе кăткăс та пуян техникипе виртоуз евĕр усă курма пĕлекен, илемлĕ сасăпа тыткăна илекен çав тери чаплă мусăкçă. Вăл классик композиторсен тата хальхи вăхăтри авторсен ĕçĕсенче тăтăшах тĕл пулакан кларнетпа каламалли кĕвĕсене питĕ ăста вылянине мусăка юратакансем Мускаври филармонии оркестрĕнче тăрăшнă кашни çĕршыврах киленсе итленĕ…
Ю. Илюхин мусăк тĕпчевçи те ун пирки ырăпа асăнать:
«А. Александров чăваш совет мусăкне пропагандăлас тĕлĕшпе ĕçлекен хастар мусăкçă. Вăл тăван республикăра ирттернĕ концертсен мусăка юратакансене чăннипех савăнтаратчĕç. Шупашкара та вăл час-часах килетчĕ: чăваш композиторĕсен çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарма, вĕсене çурхах çине çырма, филармонии концерчĕсене хутшăнма, хăй пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе тĕл пулма. Хăйĕн репертуарне чăваш композиторĕсен ĕçĕсемпе пуянлатма тăрăшатчĕ. А. Асламас, М. Алексеев, В. Кривоносов, В. Ходящев, А. Токарев, Ф. Лукин пултарулăх ĕçĕсене концртсенче вылятчĕ вăл».