Александров Леонтий Александрович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Александров Леонтий Александрович

Александров Леонтий Александрович (1935 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ, Ойкасси, Шупашкар районӗ, Чӑваш АССР) — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Шупашкар районӗнчи Ойкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Йошкар-Олари Атӑлҫи вӑрман институтӗнче (1963) вӗреннӗ. Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗн лесничийӗ, Чӑваш АССР Вӑрман хуҫалӑх министерствин аппаратӗнче инженер, пай пуҫлӑхӗ, 1984 ҫултанпа – министр ҫумӗ, министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ – тӗп лесничи, 2001—2004 ҫулсенче – «Чӑвашвӑрман» федераллӑ патшалӑх учрежденийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл тӑрӑшнипе республикӑри патшалӑх вӑрман фондне 52 пин га ҫинче вӑрман культури, 9 пин га ҫинче вӑрмана хӳтӗлемелли вырӑнсенче йывӑҫсем лартнӑ, хырпа юман плантацийӗсем хывнӑ, хунавсем акас-лартса ӗҫе прогрессивлӑ технологисене кӗртнӗ.