Алексеев Анатолий Алексеевич (вӑрманҫӑ)
| Ҫын пирки | |
| Алексеев Анатолий Алексеевич | |
| Çуралнă вăхăт | 1949 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ (76 ҫулта) |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Альма-матер | |
Алексеев Анатолий Алексеевич (1949 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ, Ураскасси, Тӑвай районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1949 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнче ҫуралнӑ. М. Горький ячӗллӗ Мари патшалӑх политехника институтӗнчен вӗренсе тухнӑ (1971), «Вӑрман хуҫалӑхӗ» специальноҫа алла илнӗ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. «Удмуртлес» комбинатӑн Менил вӑрманпромхозӗнче, Канаш механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗнче инженер пулса ӗҫленӗ. Унтан Тӑвайри кирпӗч завочӗн директорӗ (1975—1986 ҫҫ.), парти ӗҫченӗ, Тӑвай райповӗн ҫӗвӗ цехӗн пуҫлӑхӗ, Тӑвай вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ (1993—2005 ҫҫ.), Ҫут ҫанталӑкпа усӑ курас йӗркене тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ (2005—2007 ҫҫ.), Федерацин ветеринарипе фитосанитари надзорӗн службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн пай пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикин Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин тӗрӗслев пайӗн пуҫлӑхӗ (2007—2011 ҫҫ.), Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — строительство, ҫул-йӗр тата ЖКХ пайӗн пуҫлӑхӗ (2011—2014) пулса вӑй хунӑ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2001);
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамоти (1981).
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 130. — 168 с.
Каҫӑсем
Ку статья ҫине РУВИКИ-нчи ытти статьясенчен лекме май ҫук. |
- Авӑнӑн 4-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1949 ҫулта ҫуралнисем
- Тăвай районĕнче çуралнисем
- МарПТУ-ран вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ураскассинче ҫуралнисем
- Тӑвай районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫисем
- Канаш вӑрман хуҫалӑхӗ
- Тӑвай вӑрман хуҫалӑхӗ
- Мари патшалӑх политехника институтӗнче вӗреннисем