Алексеев Иван Алексеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Алексеев Иван Алексеевич
Алексеев Иван Алексеевич лесовод.jpg
Çуралнă вăхăт 1928 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ(1928-08-28)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2025 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ(2025-11-04) (97 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Ĕçлев тĕсĕ ялхуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, заслуженный деятель науки Российской Федерации

Алексеев Иван Алексеевич (1928 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ, Тапанар, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2025 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ, Йошкар-Ола, Мари Эл, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей вӑрманҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи, ялхуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1982).

Пурнӑҫӗ

1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗнче ҫуралнӑ. Йошкар-Олари Атӑлҫи вӑрман институтӗнчен (1950), Воронеж вӑрман институчӗн аспирантуринчен (1956) вӗренсе тухнӑ.

Хӗвеланӑҫ-Ҫӗпӗрти «Вӑрманпроект» аэрофотовӑрманйӗркелӳ трестра (1950—1953) таксатор, вӑрманйӗркелӳ партийӗн пуҫлӑхӗ, РСФСР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Сунар хуҫалахӗсемпе заповедниксен тӗп управленийӗн Хопёрти патшалӑх заповедникӗнче лесничи, аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1957—1961), Украина ССРӗн вӑрман хуҫалӑхӗпе агромелиорацийӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1961—1976) пулса ӗҫленӗ.

1976 ҫултанпа — Мари патшалӑх политехника университечӗн йывӑҫсемпе йывӑҫсене гидротермика енӗпе тирпейлессине вӗрентекен кафедрӑн заведующийӗ, вӑрман культурисен, вӑрман хуҫалӑх ӗҫӗсене механизацилес тата вӑрмана хӳтӗлес ӗҫсен кафедрин профессорӗ (1982). 1975 ҫулта «Украина ССРӗнче вӑрмансемпе ҫеҫенхирлӗ вӑрмансенчи хырлӑхсенче тымар губкипа кӗрешмелли вӑрман хуҫалӑх мелӗсен ӑслӑлӑх никӗсӗ» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ.

Йошкар-Оланара пурӑннӑ. 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Йошкар-Олара пытарнӑ.

Ӑслӑлӑхри ӗҫӗ

Вӑрман фитопатологийӗ тата вӑрмана хӳтӗлес енӗпе пысӑк ӑсчах. 1982 ҫултанпа — Шупашкар шыв хранилищин ҫыранӗсене экологи мониторингӗ тӑвас енӗпе ӑслӑлӑх ертӳҫи. 220 яхӑн наука ӗҫӗн авторӗ, ҫав шутра 6 монографи, 5 вӗренӳ пособийӗ, 13 изобретени.

Ӗҫӗсем

  • Алексеев, Иван Алексеевич. Защита растений : болезни цветочных растений : Учеб. -справ. пособие по спец. «Садово-парковое и ландшафтное строительство» / И. А. Алексеев, Марийский гос. техн. ун-т. — Йошкар-Ола, 2000. — 361 с.
  • Алексеев, Иван Алексеевич. Защита растений : болезни газонных трав : учеб.-справ. пособие по спец. «Садово-парковое и ландшафтное строительство» / И. А. Алексеев. — Йошкар-Ола, 2000. — 336 с.

Хисепӗсем

  • Ялхуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1975);
  • Мари Эл Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1992);
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1997);
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1999);
  • Пӗтӗм Тӗнчери пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑх академийӗн чӑн пайташӗ;
  • Раҫҫейри ҫутҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен академийӗн Хисеплӗ пайташӗ.

Вуламалли

  • Алексеев Иван Алексеевич / сост. Г. П. Лаврова. — Йошкар-Ола : МарГТУ, 2006. — 69 с.
  • Алексеев Иван Алексеевич // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. — Чебоксары, 2008. — С. 46-47.
  • Анедреев, В. В. Алексеев Иван Алексеевич / В. В. Андреев // Энциклопедия Цивильского района. — Чебоксары, 2019. — С. 17.
  • Воробьев, Л. Защитник леса / Л. Воробьев // Советская Чувашия. — 1998. — 28 авг.
  • Воробьев, Л. И. Лесной профессор из Табанар / Л. И. Воробьев // Изв. инженерно-технолог. акад. Чуваш. Респ. — 1999. — № 3 / 1998, 4 / 1998; № 1 / 1999, № 2 / 1999. — С. 357-358. — (Объединен. вып.).
  • Зайцева, Е. Дедушкин лес / Е. Зайцева ; фот. О. Мальцева // Советская Чувашия. — 2006. — 1 июня. — С. 17.
  • Курненкова, И. П. Ивану Алексеевичу Алексееву 85 лет / И. П. Курненкова, Н. Н. Попова // Вестник ПГТУ. — 2013. — № 3. — С. -104-106.
  • Харитонова, В. Г. Алексеев Иван Алексеевич / В. Г. Харитонова // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 60.
  • Харитонова, В. Г. Алексеев Иван Алексеевич / В. Г. Харитонова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 77.
  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 125. — 168 с.

Каҫӑсем