Алешко Виктория Робертовна
| Виктория Алешко | |
|---|---|
| | |
| Тӗп информаци | |
| Тулли ячӗ | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1980, ҫу, 4 |
| Ҫуралнӑ вырӑн | Минск, БССР, ССРП |
| Профессисем | XX, XXI ĕмĕрсенчи беларуç юрăçи, телеертӳçи |
| Ӗҫӗ-хӗлӗн ҫулӗсем | 1997 — х.в. |
| Жанрсем | эстрада, шансон |
| Наградӑсем | |
Викто́рия Ро́бертовна Але́шко (бел. Вікто́рыя Ро́бертаўна Але́шка; 04.05.1980, Минск, БССР, ССРП) — беларус юрăçи, телеертӳçи, Беларуç Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ[1], Франциск Скорина медальне тивĕçнĕскер[2]. Унăн хĕрарăм-юрăçсем хушшинче чи çинçе сасă — контральто. эстрада, шансон стилĕсенче ĕçлет.
Биографи
6 çултанпа Виктория мусăк студине çӳренĕ,сĕрме купăс каланă, фортепиано çинче вылянă. Унтах хорта юрлама хăнăхнă, вара çакăнта хĕрачан вокал пултарулăхĕ аталанса пынă.
13 çул тултарсан хĕрача, Сергей Александрович Соболь ертсе пынă шкулти вокал ушкăнне ăсталăхне ӳстернĕ[3], шкулти тата районти концертсене хутшăннă. 1996 çулта çамрăк артистка «Белая Руç» страда юррин çăмрăк юрăçсен хулари фестивалĕнче Гран-При çĕнсе илет[4].
Тепĕр çултан паллă концерт режиссёрĕ Александр Дмитриевич Вавилов юрăçа асăрхать те Викторие Минск хулин Мускав районĕ 20 çул тултарнине халалланă концерта хутшăнма чĕнет, çав концерта беларус эстрадин чи йăлтăр çăлтăрĕсем пуçтарăннă. Кĕçех Александр Дмитриевич Беларуç халăх артистне Василий Петрович Раинчика çамрăк юрăçа итлеме ыйтать, вара 1997 çулхи ака уйăхĕнче Виктория чаплă «Верасы» студин солисчĕ[3], тепĕр темиçе уйăхран — Çамрăксен эстрада театрĕн актриси пулса тăрать[5].
Çитес çулта «Белорусские песняры» ушкăнпа тата ытти артистсемпе Краснодар енне гастроле каять[6].
Асăрхавсем
- ^ Официальный прием от имени Президента Беларуси по случаю старого Нового года. president.gov.by (15 кӑрлачӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Спортсмены, артисты и журналисты удостоены наград и благодарностей Президента Беларуси. president.gov.by (10 кӑрлачӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 ЗАСЛУЖЕННЫЙ. ЛЕДИ ВИКТОРИЯ. minsknews.by (18 нарӑсӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
- ^ Виктория Алешко: “Надо мечтать, дерзать и ничего не бояться!”. www.zorika.by (3 кӑрлачӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ Виктория в шансоне. www.sb.by (11 ҫӑвӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ КАК ВИКТОРИЯ АЛЕШКО СТАЛА ЗВЕЗДНОЙ ПРИНЦЕССОЙ. www.vminsk.by (16 кӑрлачӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
Каçăсем
- Виктория Алешко в iTunes
- Виктория Алешко в Google Play
- Виктория Алешко на Facebook
- Виктория Алешко в Instagram
Ку статья ҫине РУВИКИ-нчи ытти статьясенчен лекме май ҫук. |