Альпидовская Татьяна Николаевна

Татьяна Николаевна Альпидовская (5.7.1969, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) — балет актриси, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2000), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2013)[1][2].

Биографи

1969 çулхи утăн 5-мĕшĕнче Шупашкарта (Чăваш АССР) çуралнă.

Татьяна Альпидовская Ленинградри А. Я. Ваганова ячĕллĕ хореографи академи училищинче (Н.М. Дидинская ССРП халăх артисчĕн класĕ) вĕренсе тухнă.

1988 çултанпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлет. Пётр Чайковскин «Щелкунчик» балетĕнче Татьяна Николаевна Маша ролĕпе дебюта тухнă.

Классика балечĕн тĕнчери «Браво» фестивальне (Саранск, 2011) хутшăннă.

Чыслани

  • Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеплĕ грамоти (2010).
  • «Чĕнтĕрлĕ чаршав» театр премин лауреачĕ (Чăваш Ен, 2006).

Литература

  • Альпидовская, Т. Татьяна Альпидовская: «Сцена – это моя душа» / Т. Альпидовская ; бесед. Н. Александрова // МК в Чебоксарах. – 2012. – 18-25 янв. (№ 4). – С. 13.
  • Говорова, Н. Д. Альпидовская Татьяна Николаевна / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 92.