Альфонси́на Сто́рни (исп.Alfonsina Storni; 29.5.1892, Швейцари — 25.10.1938, Аргентина) — латин-американ сăвăçи/прозăçи, Латин Америкăри модернизмпафеминизм юхмĕсенчи паллă фигура.
Сторни 1892 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнче Сала-Каприаскăра (Швейцари) сăра пĕçерекен аргентин уçламçи килйышĕнче çуралнă. Çакна пула Альфонсина итальян чĕлхине лайăх пĕлнĕ. Европăра бизнес ăнманнипе Сторни Аргентинăна куçса кайнă та Росарио хулара таверна уçнă.
1907 çулта Альфонсина юркăн театр труппипе çыхланса канă та çĕршыв тăрăх çӳренĕ. Театр сцени çинче вăл темиçе роле, сăмахран Генрик Ибсен, Бенито Перес Гальдос, Флоренсио Санчес драматургсен пьесисемпе лартнă спектакльсенче сăнарланă[1].
Альфонсина Сторни пултарулăхĕ Ариэль Рамирес тата Феликс Луна ӳнерçĕсене «Альфонсина тата тинĕс» (исп.Alfonsina y el Mar) юрăна çырма хавхалантарнă, кайран çак юрăна нумай артист шăрантарнă: