Альфред Теннисон

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Линкольнширта çуралнă. 1892 çулхи юпа уйĕхĕн 6-мĕшĕнче вилнĕ.

Пурнăçĕ

Линкольнширта çуралса ӳснĕ. Унăн поэзи çине çак тăван вырăнĕсем самай ӳсĕм кӳнĕ. Теннисон ашшĕ Плантагенет йĕхĕнчи пуп пулнă, çавна пула вăл лайăх пĕлӳ илме пултарнă. 1827 çулта вăл хăйĕн Чарльс пиччĕшĕпе пĕрле «Poems of Two Brothers» ятлă сăвăсен пуххине пичетлесе кăларнă. Сăмахран каласан, Чарльс та сăвă çырма юратнă. 1828 çулта вăл пиччĕшĕпе пĕрле Кембриджри университета вĕренме кĕрет. Анчах та ăна вĕренсе пĕтермесĕр пăрахать.

Ĕçĕсем

Альфред Теннисон пурĕ 53 кĕнеке кăларнă. Иккĕмĕш кĕнеки унăн 1830 çулта тухнă, «Poems, Chiefly Lyrical» ятлă пулнă. 1832 çулта виççĕмĕш кĕнеки тухать, унта паллă «The Lady of Shalott», «Œnone», «The Lotos-Eaters», «A Dream of Fair Women», «The Palace of Art» ĕçĕсем кĕреççĕ.

Юлашки сăвви шутĕнче «Crossing the Bar» шутланать. Вăл ăна вилес вăхăтĕн пĕр кун умĕн çырса ĕлкĕрнĕ. Унта вăл хăйĕн виллис кунĕ çывхарни çинчен, вилĕмпе килĕшни çинчен çырнă. Вăл сăвва кĕвелесе кайран Альфред Теннисона пытарнă чухне юрланă.

Литература

  • Wace, «Alfred Tennyson» (London, 1881).