Амазони этнокомплекс

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Амазони этнокомплексӗ
Шупашкарти «Амазони» этнопарк
Шупашкарти «Амазони» этнопарк
Тӗп информаци
Лаптӑкӗ60 га
Никӗсленӗ вӑхӑт1978 
Вырнаҫӑвӗ
56°08′52″ с. ш. 47°12′34″ в. д.GЯO
Страна
ХулаШупашкар 
Хула районӗМускав районӗ
Амазони этнокомплекс (Раççей)

«Амазони» этнокомплексЧӑваш Республикин тӗп хулинчи паллӑ вырӑнсенчен пӗри, культура, спорт тата ҫемье вӑййисен вырӑнӗ. Этнокомплексӑн лаптӑкӗ — 60 гектар. Вӑл Шупашкар хулин Мускав районӗнче вырнаҫнӑ.

Истори

Ку вырӑнта малтан «Шупашкар 500 ҫул тултарнӑ ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗ» вырнаҫнӑ. Хула аталанӑвӗн тӗп планӗпе парк проектне 1974 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ. Темиҫе ҫул иртсен кӑна, 1978 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче уҫнӑ. Нумай вӑхӑт хушши «Шупашкар 500 ҫул тултарнӑ ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗ» «Лакрей вӑрманӗ» паркӑн филиалӗ пулнӑ, 1987 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен вара хӑй тӗллӗн учреждени пулса тӑнӑ.

2013 ҫулта парк «Этникӑллӑ Чӑваш Ен» кластерӑн объекчӗсен шутне кӗнӗ. Проекта республикӑна килекен туристсен юхӑмне ӳстерес тӗллевпе хатӗрленӗ. Проект авторӗсем чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурин уйрӑмлӑхӗсене тепе хунӑ[1].

Скульптурӑсен аллейи

Шупашкарти «Амазони» этнопаркри «Роза мира» скульптура

Парка кӗнӗ чухне хӑнасене «Роза мира» монументпа амазонкӑсен шурӑ кӳлеписем кӗтсе илеҫҫӗ. Амазонипе амазонкӑсем ҫинчен калакан халапсем тӗнчен пур пайӗсенче те паллӑ. Вӗсенчен пӗринпе, ҫак вӑрттӑн йӑх ӗлӗк Чӑваш Ен территорийӗнче пурӑннӑ, амаҫынсем ҫар ҫынни-арҫынсене чӗтретсе тӑнӑ, аваллӑх поэчӗсемпе художникӗсене хавхалантарнӑ.

Чӑвашсем легендарлӑ амаҫынсен тӑхӑмӗсем шутланаҫҫӗ. Аллейӑра 7 амазонка кӳлепи вырнаҫнӑ: Барспит, Херкка, Тамарислу, Рокшанак, Боарикс, Ылтӑнҫӳҫ, Мирина. Вӗсенчен кашнийӗ пиркиех хӑйӗн пекех тӗлӗнмелле тата илӗртӳллӗ халап пур[2].

Тытӑм

Этнокомплексра хула ҫыннисене тата хӑнисене канмалли темӗн те пӗр пур.

  • Аттракционсен пысӑк хули. Пӗтӗм хула икӗ гектара яхӑн лаптӑк йышӑнать. Чи паллӑ аттракционсем — тишкерӳ урапи, лашаллӑ карусель, Dumbo, Move It, автодром, zip-line — хурҫӑ канатпа хӑвӑрт анмалли хатӗр.
  • Лайӑх ҫанталӑкра паркра картинг ӗҫлет. 1 ҫухрӑма яхӑн тӑршшӗ трассӑпа картпа аслисем те, ачасем те хӑвӑрт хӑвалаҫҫӗ.
  • «Пиколина» вӑйӑ лаптӑкӗ.
  • «Кантра» кантра паркӗ.
  • Планетари. Кунта шкул ачисем валли ятарлӑ интерактивлӑ программӑсем ирттереҫҫӗ.
  • Аквазона. Унта — бассейнсем, вӗсен ҫывӑхӗнче — шезлонгсем, зонтсем, беседкӑсем.
  • Телей кӳлли тата Савнисен пусми. Пусма пысӑк мар искусствӑллӑ кӳлӗ патне анать, ун хӗрринче илемлӗ ротонда ларать. Ку вырӑна ҫамрӑк мӑшӑрсем туй фотосессийӗсемпе тулашри регистрацисем валли кӑмӑлланӑ. Кӳлӗпе юнашарах — ЗАГС.
  • Мускав ҫыранӗ патне анакан картлашка.
  • Фестиваль площадки. Паркра 6 000 тӑваткал метр лаптӑклӑ питӗ пысӑк территори пур — Фестиваль площадки. Хӗлле унта каток (сӑмах май, Чӑваш Республикинче чи пысӑкки) тӑваҫҫӗ, ҫулла вара — фестивальсем тата пысӑк мероприятисем валли меллӗ вырӑн. Площадкӑра ҫавӑн пекех 6х8 метр калӑпӑшлӑ, профессионаллӑ сасӑ хатӗрӗсемлӗ тата 4х6 метр калӑпӑшлӑ цифра экранӗ пур. Ҫулла кунта 300 тӑваткал метр лаптӑклӑ батут паркӗ ӗҫлет.
  • Маунтинбайк центрӗ тата регионти чи вӑрӑм маунтинбайк трасси.
Шупашкарти «Амазони» этнопаркри уявсем ирттермелли вырӑнти сцена

Хӗлле

«Амазони» хӗллехи площадка та, паркра тем тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑпа йӑпанма май пур.

  • Республикӑри чи пысӑк уҫӑ пӑрлӑ каток. Унӑн лаптӑкӗ — 6 000 тӑваткал метр.
  • Тюбингсемпе ярӑнмалли йывӑҫран тунӑ ятарлӑ вырӑнсем.
  • Раштав ярмӑркки.
  • Хӑвӑрт ҫӳреме юратакансемшӗн активлӑ кану: юрҫӳренсемпе, вӗрсе хӑпартнӑ банансемпе, лашасемпе хаски йытӑсене кӳлсе ярӑнни.
  • Йӗлтӗр трасси.
  • Шупашкар Хӗл Мучийӗпе Юрпике килӗ.
  • Арт-объектсем: ҫутӑ тоннелӗсем, тӗрлӗ тӗслӗ гирляндӑсем, асамлӑ инсталляцисем[3].

Мероприятисем

Этнокомплекс республикӑри тата хулари пысӑк мероприятисене — Республика кунӗ, Хула кунӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ, Ҫӑварни, пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Атӑл палитри» конкурс, ҫавӑн пекех куравсем, ярмӑрккасемпе урамри концертсем — ирттермелли вырӑн шутланать.

Этнокомплексра ачасемпе ҫамрӑксем валли мероприятисем иртеҫҫӗ: ҫулсерен иртекен «Шупашкар. Ҫамрӑклӑх. Мыскара» фестиваль, тӗрлӗ стиль ташшисен фестивалӗ, йога-челленджӗ, Ача-пӑча фольклориади, Ачасене хӳтӗлемелли кун, Пӗлӳ кунӗ тата ытти те.

Этнокомплексра ача ҫурчӗсен воспитанникӗсем валли («Это чудо» ыркӑмӑллӑх фончӗ), сывлӑх енчен хавшак ачасем валли (Аня Чижова ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ) акцисем ирттереҫҫӗ[4].

«Амазони» этнокомплексра «Поедем, поедим!» телекӑларӑма (НТВ канал, 2018 ҫ.)[5] тата ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв (1 канал, 2019 ҫ.) ӳкернӗ. 2022 ҫулта этнокомплексра авто- тата мото-ретротехникӑн «Машины времени» I Республика фестивалӗ иртнӗ[6], вӑл «2022 ҫулти чи лайӑх социаллӑ проект» конкурсӑн регионти тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ[7].

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем