Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ӳкерчĕк:México División Política-República Central.png
Territorial organization of Mexico between the First and Second Centralist Republic. Marked in red, the land claimed for the republic of Texas.

Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă, — 1846-1848 çулсем хушшинчи АПШпа Мексика хушшинчи вăрçă. Мексикăра ку вăрçăна Çурçĕр Америкăн интервенцийĕ (çавăн пекех 47-мĕш çулхи вăрçă) теççĕ.

АПШ демократсем ытларахăшĕ кирешнĕ, вигсен ытларахăшĕ вара килĕшмен. Мексикăра ку вăрçăна нацин мăнаçлăхĕшĕн çапăçу вырăнне кĕртнĕ.

Нумайăшĕ ку вăрçă урлă АПШ Мексика çĕрĕсене туртса илсе хăйсен ирĕкпе демократине сармалли ятарлă миссине пурнăçа кĕртмешкĕн усă курнă тесе шутлаççĕ.

Вăрçă хыççăнхи пĕтĕмленӳсене пăхсан çакă курăнать: АПШна Мексикăн Тури Калифорни тата Нью-Мексико, Аризона, Невада тата Юта штачĕсем вырнаçнă). Вăрçă хыççăн американ политиксем темиçе çул хушши канашланă хыççăн 1850-мĕш çулхи компромиса йышăннă. Ун тăрăх Калифорни çеç раблăхран ирĕклĕ юлнă. Мексика вара вăрçă хыççăн урăх çĕрсене çухатас мар тесе çурçĕр çĕрсен колони политикипе ĕçлеме пуçланă.