Андреев Владимир Григорьевич
Андреев Владимир Григорьевич (1927 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ, Каневская[d], Ҫурҫӗр-Кавказ крайӗ[d] — 1996 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ, Донецк) — Кăнтăр çар ушкăнĕн (Венгри Халăх Республики) 33-мĕш гварди мотострелоксен дивизин 104-мĕш Гварди мотострелкосен полкĕн мотострелоксен ротин командирĕ, гварди аслă лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (18.12.1956)[1],[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1927 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Краснодар крайӗнчи Каневская станицинче хӗсметре тӑракан ҫемьере ҫуралнӑ. Вырӑс. 1953 ҫултанпа КПСС пайташӗ. Кубань медицина институтӗнче Краснодарта вӗреннӗ.
1947 ҫултанпа Совет Ҫарӗн ретӗнче. 1949 ҫулта Кавказри Хӗрлӗ Ялавлӑ Суворов офицерсен училищинче вӗренсе тухнӑ.
Андреев гварди аслӑ лейтенанчӗ 1956 ҫулхи Венгри пӑлхавне пусарма хутшӑннӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1956 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнчи хушӑвӗпе интернационалла тивӗҫе пурнӑҫланӑ чух хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Андреев Владимир Григорьевич лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№10805) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
1962 ҫулта Андреев М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академинче вӗренсе тухнӑ. 1979 ҫултанпа Андреев гварди полковникӗ саппасра. Новосибирскра ӗҫлесе пурӑннӑ. Каярахпа Донецк хулине пурӑнма куҫнӑ. Владимир Григорьевич 1996 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (18.12.1956, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 10805);
- Ленин орденӗ (18.12.1956);
- медальсем.
Астӑвӑм
- Паттӑрӑн ятне Краснодарти мемориал арккинче ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ.
- Паттӑрӑн ятне Мускав хулин Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Тӗп музейӗн Мухтав залӗнче ылтӑн сас паллисемпе касса кӑларнӑ.
- Паттӑр ятне Новосибирскри Мухтав монуменчӗ патӗнче Паттӑрсен аллейинче ӗмӗрленӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Андреев Владимир Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Андреев Владимир Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Андреев Владимир Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра