Андреев Кесарь Фёдорович

Андреев Кесарь Фёдорович (1910, Орехово-Зуево1939 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ, Суомуссалми[d], Оулу[d]) — 9-мĕш çарӑн 163-мĕш стрелоксен дивизийӗн 81-мĕш ту стрелоксен полкĕн разведка ротин полтирукӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (26.01.1940)[1][2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1910 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче Орехово-Зуево хулинче пир-авӑр ӗҫченӗсен ҫемьинче ҫуралнӑ. Хулари 3-мӗш шкулта вӗреннӗ, 6 класс пӗтернӗ. Хулари Культура керменне тунӑ ҫӗрте каменщик вӗренекенӗ, 3-мӗш номерлӗ пир-авӑр фабрикинче ткач тата шорник вӗренекенӗ пулса, хулари «Автодор» организацире ӗҫленӗ[3].

ВКП (б) ретне кӗнӗ. Ленинградра парти шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӗрлӗ ҫар ретне 1939 ҫулта тӑнӑ.

Совет-финн вӑрҫи (1939—1940)

1939—1940 ҫулсенчи Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. Разведка ротин политрукӗ пулнӑ. 1939 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Суомуссалми ялӗ патӗнче ҫапӑҫура пуҫ хунӑ[4].

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнчи хушӑвӗпе финн шурӑгвардеецӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чухне командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав хушӑрах паттӑрлӑхпа палӑрнӑшӑн Андреев Кесарь Фёдорович политрука вилнӗ хыҫҫӑн Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[4].

Суомуссалмире пытарнӑ[3].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

Алексей Сурков сӑвӑҫ К. Ф. Андреева халалласа «Баллада о политруке» ҫырнӑ (Орехово-Зуево хулин «Большевик» (44 №) хаҫатра пичетленӗ, 23.11.1940 ҫ.)[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Андреев Кесарь Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Андреев Кесарь Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Андреев Кесарь Фёдорович (выр.). https://vov.mos.ru/media. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Андреев Кесарь Фёдорович. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каçăсем