Андреев Семён Алексеевич

Андреев Семён Алексеевич - Совет Союзĕн Паттăрĕ.

Кун-çулĕ

1924-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Елчӗк районӗнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ.

1942-мĕш çулхи нарăсра Хĕрлĕ Çара кайнă. Бронебойщик çар специальностне вĕреннĕ. 1943-мĕш çулхи ака уйăхĕнче çапăçусене хутшăннă. Хăйĕн хастарлăхне Днепр) юханшывĕ урлă каçнă чухне палăртнă.

1943-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Андреев сержант хăйĕн подразделенипе Днепропетровск хулинцен кăнтăрарах Днепр урлă каçать. Плацдарм ярса илсе 3 талăк хушши хĕрӳ çапăçусенче тăшман тапăннине сирсе яраççĕ. Андреев С.А. хăй пĕр танка персе çĕмĕрет.

Çак çапăçусемшĕн ăна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне илме тăратаççĕ. Анчах вăл çак чыса кĕтсе илеймест. 1943-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче çапăçура вилет.

Днепропетровск облаçĕн Солонян районĕнчи Вовничи ялĕнче пытарнă.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

Тӑван яленче — Энтепере — Андреева асӑнса урам тата шкул ятне панӑ. Район центренче Елчӗкре Паттарсен аллейинче унӑн бюстне вырнаҫтарнӑ. Паттӑр ячӗпе тӑван ялӗнче, районенче терле мероприяти ирттереҫҫӗ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Андреев, Семён Алексеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 2005. с.21.
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.