Андреев Юрий Ананьевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Юрий Андреев
Андреев Юрий Ананьевич.jpg
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Андреев Юрий Ананьевич
Ҫуралнӑ 1962 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ(1962-06-07) (64 ҫулта)
Ҫуралнӑ вырӑн
Патшалӑх
Пӗлӳ илни

Андреев Юрий Ананьевич (ҫур. 1962 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ, Кивĕ Эйпеç, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — скульптор, Раҫҫей Художниксен пӗрлешӗвӗн(выр.)чăв. пайташӗ (1995).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1962 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Кивӗ Эйпеҫ вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ[1].

1980—1982 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре Мускав облаҫӗнчи Загорск (халӗ — Сергиев Посад) хулинче пулнӑ, кунти Богородск промысли(выр.)чăв. ӑстисенчен йывӑҫран кӳлепесем касса кӑларма вӗреннӗ. 1984 ҫултан пуҫласа Шупашкар агрегат заводӗнче художник пулса вӑй хунӑ. 1994 ҫулта Мускаври Культура халӑх университечӗн(выр.)чăв. алӑсталӑх ӳнерӗн уйрӑмне куҫӑн мар меслетпе ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ[1].

1995 ҫултан Раҫҫей Художниксен пӗрлешӗвӗн пайташӗ[1].

Пултарулӑх ҫул-йӗрне «Кӗтӳҫ ачи» (1989 ҫул) тата «Хӑмла татни» (1990 ҫул) ӗҫӗсенчен пуҫланӑ, вӗсемпе вӑл «Атӑл эрешӗсем» зонӑри курава (Шупашкар, 1989 ҫул), Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк художниксен куравне (Чулхула, 1990 ҫул), Петӗм Союзри алӑсталӑх ӳнерӗн ӑстисен куравне (Мускав, 1991 ҫул) хутшӑннӑ[1].

1996 ҫулта Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пӗрремӗш харпӑр куравне ирттернӗ. Художник Пӗтӗм Раҫҫейри, зонӑри (регионсенчи) «Мӑн Атӑл» (Чулхула, Саранск, Шупашкар, Самар), республикӑри тата ытти куравсене хутшӑнать. 2011 ҫулта «Мӑн Атӑл — Атӑлҫи республикисен ӳнерӗ» (Саранск) хутшӑннӑ[1].

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче скульпторӑн тӗпрен илсен «Несӗлсен ҫӗрне пуҫ тайни» ярӑмри кӳлепесем упранаҫҫӗ[1].

Тӗп ӗҫӗсем

  • «Кӗтӳҫ ачи» (1989);
  • «Хӑмла татни» (1990);
  • «Хӑмла татни» (1990);
  • «Уйран. Ҫу ӳкерни» (1993);
  • «Авӑн ҫапни» (1995);
  • «Пир ҫапни» (1995);
  • «Пӗччен ватлӑх» (2006);
  • «Ҫип пӗтӗрни» (2007);
  • «Япала чӳхени» (2007);
  • «Шуратнӑ пир» (2013);
  • «Несӗлсен ҫӗрне пуҫ тайни» (2013);
  • «Чӑвашсен ӗҫӗ-хӗлӗ» (2013).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Людмила Кадикина. «Поклонение земле предков»: юбилейная выставка к 50-летию скульптора Юрия Ананьевича Андреева (выр.). Чувашский Государственный Художественный Музей (2 пушӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.

Каҫӑсем