Андропов Василий Андреевич
Ҫын пирки | |
Андропов Василий Андреевич |
Андропов Василий Андреевич (1933 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ, Васильевка, Верхнекарачанск районӗ, Воронеж облаҫӗ – 2005 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ, Чӑваш Улхашӗ, Ҫӗмӗрле районӗ, Чӑваш Республики) — РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1933 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Воронеж облаҫӗнчи Верхнекарачанск районӗнчи Васильевка ялӗнче ҫуралнӑ. Борисоглебск вӑрман техникумӗнче (1958) пӗлӳ илнӗ. Вӑрман техникӗ, лесничи пулӑшуҫи, 1964 ҫултанпа тивӗҫлӗ канӑва тухиччен – Ҫӗмӗрлери вӑрман комбиначӗн, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗн Улхаш лесничествин лесничийӗ пулса ӗҫленӗ. 1-мӗш класлӑ лесничи. Вӑл тӳрремӗнех ертсе пынипе лӑсӑллӑ вӑрмансене юсаса ҫӗнетес, акса-лартса ӳстерес, вӑрмана хими препарачӗсемпе усӑ курса пӑхас енӗпе ҫӗнӗ технологисене алла илнӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1977).
- РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1990).
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь . — Новое время, 2023. — С. 75. — 168 с.
Каҫӑсем
![]() | Ку статья ҫине РУВИКИ-нчи ытти статьясенчен лекме май ҫук. |
- Пушӑн 6-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1933 ҫулта ҫуралнисем
- Васильевкӑра ҫуралнисем
- Верхнекарачанск районӗнче ҫуралнисем
- Воронеж облаҫӗнче ҫуралнисем
- Авӑнӑн 13-мӗшӗнче вилнисем
- 2005 ҫулта вилнисем
- Чӑваш Улхашӗнче вилнисем
- Ҫӗмӗрле районӗнче вилнисем
- Чӑваш Республикинче вилнисем
- РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫисем
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫисем
- Борисоглебск вӑрман техникумӗнче вӗреннисем
- Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ