Антипов-Каратаев Иван Николаевич
Ива́н Никола́евич Анти́пов-Карата́ев (1888 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ [13-мӗшӗ], Теней, Ҫтерлӗ уесӗ[d], Ӗпхӳ кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1965 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ, Баку) — совет ӑсчахӗ, тӑпра тӗпчевҫи, Мускав патшалӑх университечӗн профессорӗ (1940), Климент Охридский ячӗллӗ Софи университечӗн хисеплӗ докторӗ (1947), Таджик ССР Ӑслӑлӑх Академийӗн академикӗ (1951)[2][3][4].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1 (13)-мӗшӗнче Ӗпхӳ кӗпӗрнин Ҫтерлӗ уесӗнчи (халӗ Пушкӑрт Республикин Фёдоровка районӗ) Теней ялӗнче ҫуралнӑ. 1899 ҫулта ялти тӑватӑ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ, кайран кӗтӳҫӗ, вулӑс писарьне пулӑшаканӗ пулса ӗҫленӗ[2].
1906 ҫулта Бирскри вырӑс мар халӑхсен вӗрентӳҫисен семинарине (1906—1909) вӗренме кӗнӗ, кайран Ӗпхӳпе Пермь кӗпӗрнисенчи халӑх вӗрентӳҫи (1909—1911). 1911—1914 ҫулсенче Ӗпхӳри учительсен институтӗнче вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах Ӗпхӳри хӗрарӑмсен гимназинче вӗрентнӗ[2].
Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи ҫулӗсенче рядовой пулса ҫапӑҫакан ҫара мобилизациленӗ, кайран Хусанти ҫар училищин курсӗнче вӗреннӗ (1914—1915), унтан Хӗвеланӑҫ фронтӗнче разведчиксемпе сапер командин кӗҫӗн офицерӗ (1915—1918) пулнӑ. Теней ялне таврӑнсан ашшӗн хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, вулӑс канашӗн председательне суйланӑ, ҫав ҫулах ҫурла уйӑхӗнче Омскри политехника институтне (1918) вӗренме кӗнӗ. 1919 ҫулхи кӗркунне Иркутск университетне куҫарнӑ. 1919 ҫулӑн вӗҫӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне малтан разведчик, кайран 1921 ҫулччен шалти хӗсмет ҫарӗсен Урал секторӗн штабӗ ҫумӗнчи кӗҫӗн команда йышӗн шкул пуҫлӑхӗ вырӑнне йышӑннӑ[2].
1921—1922 ҫулсенче И. Н. Антипов-Каратаев Туркестан Республикин шыв хуҫалӑхӗн управленийӗнче инспектор пулса ӗҫленӗ. 1922 ҫулта вӑл Туркестан университетне вӗренме кӗнӗ, ҫав ҫултах пӗрремӗш Мускав патшалӑх университетне куҫнӑ, ӑна 1926 ҫулта «агрохими» специальноҫӗпе вӗренсе пӗтернӗ[2].
1925—1934 ҫулсенче И. Н. Антипов-Каратаев патшалӑх опытлӑ агрономи институтӗнче ассистент, аслӑ ассистент тата тӑпра тӗпчев пайӗн специалисчӗ пулса ӗҫленӗ. Производство практикине 1925 ҫулта Никитски патшалӑх опытлӑ ботаника садӗнче, 1926 ҫулта Крымри тӑпра экспедицинче иртернӗ, ҫакӑ ӑсчах ӗмӗрӗ вӗҫлениччен унӑн тӗпчевӗсен тӗп ҫул-йӗрӗ — тӑпра — пуласса палӑртнӑ[2].
1927 ҫулта И. Н. Антипов-Каратаев СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн В. В. Докучаев ячӗллӗ Тӑпра институтне ӗҫе кӗнӗ: малтан аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, аслӑ тӑпра тӗпчевҫи, кайран 1932 ҫултан пуҫласа пурнӑҫ вӗҫлениччен — тӑпра физикӑпа хими лабораторийӗн ертӳҫи. 1931—1934 ҫулсенче тата 1945—1948 ҫулсенче СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн В. В. Докучаев ячӗллӗ Тӑпра институчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑтрах 1927—1934 ҫулсенче ВАСХНИЛ Пӗтӗм Союзри удобренипе агропочвоведени институчӗн Ленинград уйрӑмӗн хими лабораторинче ӗҫленӗ[2].
1927 ҫултанпа, хӗрӗх ҫул хушши, Тӑпра институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулнӑ. 1931 ҫулта институтра тӑпрасен физикӑпа хими лабораторине йӗркеленӗ[2].
1936—1951 ҫулсенче Таджик ССРӗн Ӑслӑлӑх Академийӗн Вахша тӑпра-мелиораци станцин йӗркелӳҫисенчен пӗри тата ӑслӑлӑх ертӳҫи пулнӑ, 1951—1962 ҫулсенче Таджик ССРӗн Ӑслӑлӑх Академийӗн тӑпра тӗпчев, мелиораци тата ирригаци институчӗн ӑслӑлӑх ертӳҫи[2][3].
20 ҫул ытла М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн профессорӗ пулнӑ. Пӗтӗм тӗнчери тӑпра тӗпчекенсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1957 ҫултанпа). Таджик ССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1946)[2][3].
1965 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вилнӗ. Мускаври Востряково ҫӑвинче пытарнӑ[2][3].
Хисепӗсем
- 4 Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1945, 1948, 1953, 1957);
- «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль;
- «Мускав 800 ҫул тултарнине асӑнса» медаль (1947);
- Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх куравӗсене хутшӑнаканӑн медалӗсем (1955—1957);
- Пӗтӗм Союзри хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсен куравӗсене хутшӑнаканӑн медалӗсем (1961—1965);
- Таджик ССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1946);
- Климент Охридский ячӗллӗ Софи университечӗн хисеплӗ докторӗ, Болгари (1947);
- В. В. Докучаев ячӗллӗ преми (1965);
- Димитров премийӗ, Болгари (1962);
- «Гражданла тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (Болгари) — «Болгари тӑприсем» ӗҫшӗн (1960, 1962);
- Таджик ССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗсем[2][3].
Астӑвӑм
- И. Н. Антипов-Каратаев ячӗпе Вахша тӑпра-мелиораци станцийӗ тата Таджикистанӑн Ӑслӑлӑх Академийӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ хисепленеҫҫӗ, институт стени ҫинче, кӗмелли вырӑнта ӑсчахӑн барельефне тата асӑну хӑмине вырнаҫтарнӑ.
- И. Н. Антипов-Каратаевӑн тӑван ҫӗрӗнче, Пушкӑрт Республикинчи Теней ялӗнче, унӑн бронза бюстне лартнӑ[2].
Ăслăлӑх ĕçĕсем
- Почвенные коллоиды и методы их изучения, Л., 1930 (совм. с А. И. Рабинерсоном)
- Почвы крымского государственного заповедника и прилегающих местностей, «Труды почвенного института им. В. В. Докучаева», т. 7, 1932 (совм. с Л. И. Прасоловым)
- Мелиорация солонцов в СССР, М., 1953 (совм. с В. Н. Филипповой и др.)
- Современные методы исследования физико-химических свойств почв, вып. 1—3, М.—Л., 1945—1948 (соавтор и ред.).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Антипов-Каратаев Иван Николаевич // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Антипов-Каратаев Иван Николаевич, (1888-1965), почвовед, действительный член АН Таджикской ССР (1951) (выр.). Архивы Российской академии наук. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Антипов-Каратаев Иван Николаевич (1888—1965) (выр.). Действительные члены АН РТ с 1951 г.. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
- ^ Антипов-Каратаев Иван Николаевич // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.
Вуламалли
- Антипова-Каратаева, И. И. Иван Николаевич Антипов-Каратаев. 1888—1965 / И. И. Каратаева, Г. В. Мотузова. — М. : Наука, 2008—178 с. — (Науч.-биогр. лит-ра).
- Димитриев, В. Наукӑна халалланӑ кунҫул / В. Димитриев // Коммунизм ялавӗ. — 1988. — 1 сент.
- Караськин, В. Академик, ҫӗр ӗҫченӗ / В. Караськин // Ялав. — 1988. — № 9. — С. 18.
- Антипов-Каратаев Иван Николаевич (1888—1965) // Вестн. Чуваш. Народная школа. им. П. М. Миронова Киров. р-на г. Уфы. — 2002. — Вып. 1. — С. 105—110. — Библиогр.: с. 110 (7 назв.).
- Антипов-Каратаев Иван Николаевич // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 42-43.
- Караськин, В. «Смерть меня застанет в борозде…» / В. Караськин // Советская Чувашия. — 1993. — 13 июля.
- Симулин, А. М. Антипов-Каратаев / А. М. Симулин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 67-68.
- Симулин, А. М. Антипов-Каратаев Иван Николаевич / А. М. Симулин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 112.
- Тихонов, Б. И. Антипов-Каратаев, академик / Б. Тихонов // Чӑваш ен. — 1993. — 5-12 июня (№ 24). — С. 10.