Антонин Дворжак

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Антонин Дворжак

Антонин Дворжак, — чех кĕвĕçи. 1841 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă, 1904 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ.

Кун-çулĕ

Антонин Дворжак пурнăçне Йозеф Шкворецкий хăйĕн Scherzo capriccioso романĕнче тĕплĕ уçса панă.

Антонин атеросклерозпа чирлесе вилнĕ.

Ĕçĕсем

Антонин Дворжак хăйĕн «Русалка» оперипе паллă.

Çавăн пекех вăл çак ĕçсене çырнă:

  • «Гимн» кантете;
  • «Морав деэчĕсем»
  • оркестр валли «Славян ташшисем»
  • «Stabat Mater»
  • скрипкăллă оркестр валли концерт, 1880
  • «Тăван ен» увертюрa, 1882
  • «Гуситсен» увертюрa, 1883
  • «Таса Людмила» оратори, 1886
  • «Çĕнĕ Тĕнчерен» 9-мĕш симфони, 1893
  • «Паттăрсен юрри», 1897

Оперăсем

  • Alfred, 1870
  • Král a uhlíř, 1871, иккĕмĕш редакци - 1874
  • «Кутăнсем» (Tvrdé palice), 1874
  • «Ванда» (Vanda), 1875
  • «Чее хресчен» (Šelma sedlák), 1877
  • «Дмитрий» (Dimitrij), 1882, иккĕмĕш редакция 1894. (Суя Дмитрий пирки).
  • «Якобинец» (Jakobín), 1888, 1897
  • «Шуйттанпа Кача» (Čert a Káča), 1899
  • «Русалка» (Rusalka), 1900
  • «Армида» (Armida), Торквато Тассо тăрăх.