Антонов Семён Михеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Антонов Семён Михеевич
Антонов Семён Михеевич.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1919 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ(1919-08-02)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1993 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ(1993-07-23) (73 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ авиаци
Авиаци
Звани подполковник
Часть В.П. Чкалов ячĕллĕ Оборона министерствин патшалăх вĕçĕв-тĕпчев центрӗн лётчик-испытателӗ
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Ленин орденĕ
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Антонов Семён Михеевич (1919 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ, Сатинка[d]1993 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ, Щёлково) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ лӗтчик, В.П. Чкалов ячĕллĕ Оборона министерствин патшалăх вĕçĕв-тĕпчев центрӗн лётчик-испытателӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (09.09.1957)[1][2]. Полковник (1961).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1919 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сатинка (халӗ Тамбов облаҫӗн Сампур районӗ) ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне Душанбе (Таджикистан) хулинче ирттернӗ. Пурҫӑн пир-авӑр фабрикинче машинист, кинопрокат пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Сталинабадри аэроклубран (Душанбе хулинче) вӗренсе тухнӑ, унта вӗҫевҫӗ-инструктор пулнӑ.

Ҫарта 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа. 1939—1940 Краснодарти Аслӑ вӗҫев училищинче вӗреннӗ. 1941 ҫулта Таганрогри Аслӑ вӗҫев шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Сывлӑш ҫар вӑйӗсенче хӗсметре тӑнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче: 1941 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче — Ҫурҫӗр-Анӑҫ фронтӑн 50-мӗш хӑвӑрт бомблакан авиаци полкӗн пилот, лейтенант. Ҫапса антарнӑ та йывӑр аманнӑ, госпитальте сывалнӑ ҫӗрте пулнӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра Аякри тӑвӑм авиацин 125-мӗш авиаци полкӗн пилот, аслӑ лейтенант. Пурӗ СБ, Пе-2 тата Б-25 бомбардировщиксемпе 93 ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ.

1943-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 1965-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗччен — ВВС-ӑн НИИ ГК вӗҫевпе сӑнав ӗҫӗнче. Инҫетри Ту-4 бомбардировщикра, 3М реактивлӑ стратегиллӗ бомбардировщикра, дозаправка системине М-4 тата 3М реактивлӑ бомбардировщиксемпе вӗҫнӗ чух тӗрӗслев ӗҫӗсен пысӑк калӑпӑшӗ ирттернӗ.

Ҫӗнӗ авиаци техникине тӗрӗсленӗ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Антонов Семён Михеевич подполковника 1957 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.

1965, утӑ — саппасра. Мускав облаҫӗнчи Чкаловская (Щёлково хули) станцинче пурӑннӑ. 1993 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вилнӗ. Мускав облаҫӗнчи Щёлка районӗнчи Леониха салин ҫӑвинче пытарнӑ.

Наградӑсемпе ятсем

Указ дати-11097.

Ленин орденӗ (1957)

Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1943,1955)

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин I степеньлӗ орденӗ (1985)

Икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1954,1955)

Медальсем, ҫав шутра:

«Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн 1941—1945 ҫҫ.» медаль.

Юбилейная медаль «Двадцать лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»

Юбилей медалӗ «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерни вӑтӑр ҫул 1941—1945 ҫҫ.»

Юбилейная медаль «Хӗрӗх лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»

СССР тава тивӗҫлӗ вӗҫевҫӗ-испытателӗ

Астӑвӑм

  • Мускав облаҫӗнчи Щёлово районӗнчи Леониха ялӗнче пытарнӑ, унта палӑк лартнӑ.
  • Чкаловски посёлокӗнче Паттӑр пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Антонов Семён Михеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Антонов Семён Михеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Каçăсем