Хими учителĕ Константин Архипов — композиторччĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенни Федор Тихонов сăвăсем хайлатчĕ /«Ан хумхан, çăкалăх, ан хумхан, сирень» юрă авторĕсем/. Вĕсем эпĕ сăвă çырнине пĕлсен пулăшма тытăнчĕç. 1956 çултан вара районти, республикăри хаçатсенче пичетленме тытăнтăм. Ун чухне эпĕ 8-мĕш класра вĕренеттĕм.
Авторсене асăннă, анчах ашшĕ ячĕсемпе пĕлтермен.
Тепĕр çăлкуçран (Леонид Антонов сăвăç каланинчен)[2]:
Сăвă çырас ĕçре мана ырă сĕнÿсем парса пулăшнăшăн Ф.Л.Тихонова ("Ан хумхан, çăкалăх" юррăн авторĕсенчен пĕрне) тата П.Архипова ырăпа асăнас килет
Кăçал вара, районти Ака туйсен историйĕпе интересленсе, район центрĕнче пурăнакан вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕпе Михаил Прохорович Прохоровпа калаçрăм. Вăл 1956 çулта культура пайĕн заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă. Малтанласа уява Красноармейскин Янкас енчи вăрманĕн илемлĕ пĕр уçланкинче йĕркелесе ирттернине палăртрĕ ветеран. Михаил Прохорович каланă тăрăх, çав çулсенче пĕрлештернĕ хорта 600—700 çын таранах пулнă. “1957 çултаччĕ пулас-ха, çак хор “Подмосковные вечера” юрра шăрантарнă чухне эпĕ дирижер пултăм. Ара, районта музыкантсем çукпа пĕрехчĕ те. Районти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче Маргарита Кирилловна Репина вăй хуратчĕ”, — терĕ М. П. Прохоров. Дирижер вырăнне Константин Павлович Архипов композитор та, Михаил Ильич Ильин учитель те пĕрре мар йышăннă.