Аптраман тавраш (сăвăлла роман)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Аптраман тавраш
Аптраман тавраш
Жанр сăвăлла роман
Автор Петӗр Хусанкай
Оригинал чӗлхи чăваш
Ҫырнӑ 1941-1954[1]
Пӗрремӗш хут вырнаҫтарнӑ 1957

Аптраман таврашПетӗр Хусанкай (1907-1970) XX ӗмӗр варринче чăвашла çырнă сăвăлла хайлав (сăвăлла роман).

"Аптраман тавраш" — чăваш культуринче

Петĕр Хусанкайăн "Аптраман тавраш" сăвăлла романĕ кун çути курнă хыççăн "аптраман" сăмах "чăваш" тенин синонимĕ шайне çĕкленнĕ. Çак сăмах никĕсĕ çинче "Аптраманистан" неологизм шутласа кăларнă тĕслĕх те пур. Геннадий Айхин пĕр сăввинче ак çапла йĕркесене курма пулать:

Кур эс ман тăвансенче
Ĕçлĕх, тĕплĕх, аптраманлăх.
Пурнăç кăткăслăхĕнче
Ку та пултăр — астумалăх.

Тата тепĕр тĕлте вăл çапла каланă:

Пĕтми тирпейлĕх, тĕплĕх, аптраманлăх
Чăваш Ене кӳрсе тăрать илем.
Йыша упратăр иксĕлми тăванлăх,
Пĕр кĕреке пек пулччăр чăвашсем.

Николаев Андриян Григорьевич тахçан "Самое главное — спокойствие" тенĕ пулнă. Афоризмларах илтĕнекен çак каларăша Анатолий Ыхра поэт "Чи кирли — аптраманлăх" тесе чăвашла куçарнă.

Чăвашла çырнă ытти паллă сăвăлла романсем

Хăшпĕр авторсем апла-капла хайлавĕсене сăвăлла роман тенисем литература историйĕнче пĕрре мар пулнă. Анчах та каярахпа унашкал авторсем хăйсен палăртавне чылай чухне каялла илнĕ, ытти хаклавçăсем те урăхларах палăртнă. Кунта тавлашусăрах сăвăлла роман темеллисене асăнса тухатпăр.

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ Автор хăй çапла палăртнă.

Каçăсем