Аптранă Шерлок Холмс
| Аптранă Шерлок Холмс | |
|---|---|
| Sherlock Holmes Baffled | |
| | |
| Жанр | камит |
| Режиссёр | Артур Марвин |
| Никӗсленет | библиография Шерлока Холмса[d] |
| Сценари авторӗ |
|
| Оператор | Артур Марвин |
| Кинокомпани | American Mutoscope & Biograph Company |
| Дистрибьютор | American Mutoscope & Biograph Company[d] |
| Тӑршшӗ | 0,5 |
| Патшалӑхсем |
|
| Чӗлхе | Акăлчан чĕлхи |
| Ҫул | 1900 |
| Кинопоиск | 222400 |
| IMDb | 0291476 |
Аптранă Шерлок Холмс (акăл. Sherlock Holmes Baffled) — American Mutoscope & Biograph Company киностудире Артур Марвин режиссёр 1900 çулта ӳкернĕ сасăсăр американ кĕске фильмĕ[1].
Артур Конан Дойл британ çыравçин литература хайлавĕнчи Лондонри Шерлок Холмс йĕрлевçĕ персонажне ӳнерленĕ пĕрремĕш фильм, кунти Холмса кăтартни экран çине кăларнă кайранхи сăнарсенчен уйрăмрах пулать[2].
Кинофильмра çак персонаж пурри ăна кинематограф историнчи пĕрремĕш детективлă фильм теме ирĕк парать[2][3].
Вăрхурах, хăй епле шухăшланипе, килекенскер-çухалаканскер, Шерлок Холмсăн япалисене михĕпе йăтса каять. Холмс усал çынна чăрмантарас тени нимле те ăнăçлă пулмасть[4].
Сюжет
Шерлок Холмс хăнасен пӳлĕмне кĕрет те хăйне çаратнине асăрхать. Кĕтмен çĕртен ютçын сывлăшрах çухалать. Халмс, тĕлĕнсе кайнăскер, малтан нимĕн тумасăрах сигара туртма тытăнать, анчах лешĕ каллех таврăнать. Вăрланă япаласене тултарнă михĕне туртса илес тесе вăл халат кĕсьинчен пистолет кăларсан вăрхурах тепĕр хут куçран çухалать. Холмс хăйĕн пурлăхне тавăрсанах михĕ алăран тухса ӳкет те çаратакан пӳлĕмрен чӳречепе тарать. Фильм вĕçĕнче Холмс «аптраланса» ларать.
Хăтлани
Фильма Нью-Йоркри American Mutoscope & Biograph компанин студинче киноаппаратăн малтанхи прототипĕ - Герман Кеслер 1894 çулта патентленĕ мутоскоп — çинче пăхмашкăн çапса илнĕ[5]. Томас Эдисонăн кинетографĕ пекех, мутоскоп ӳкерчĕксене экран çине проекцилемен, çавăнпа та фильма пĕр çын кăна курма пултарнă. Кинетографран техники енчен йӳнĕрех те ансатрах системăна American Mutoscope Company кăларнă, вăл хăвăрттăн «пип-шоу» автомачĕсен пасарĕнче мала тухнă[6]. Мутоскоп принципĕпе кинеограф пекех ĕçленĕ, фильмăн уйрăм кадрĕсем пиçĕ картăчкасем çине пичетленĕ, вĕсене çавра стержень çине вырнаçтарнă, ăна вара куракан алăпа çавăрттарнă[7].
Машина ăшĕнче картăчкăсене Артур Марвинăн пиччĕшĕ, Biograph компанине никĕслекенсен пĕри - Генри Марвин — шутласа тунă электролампăсемпе çутатнă. Автоматăн малтанхи версисенче çапăнса килекен хĕвел çутипе усă курнă[8].
Литература
- Моррис, Натали. . — М.: Издательство АСТ. — С. 209—228. — 256 с. — ISBN 978-5-17-092245-1.
Асăрхавсем
- ^ Внимание, розыск(недоступная ссылка — история). МК-Бульвар № 641 (13-ака-2000). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Tuska Jon. . — New York: Doubleday. — С. 1. — ISBN 978-0-385-12093-7.
- ^ Jim Harmon. . — Jefferson, North Carolina: McFarland & Company. — С. 176. — ISBN 978-0-7864-1810-7.
- ^ McKuras, Julie. 100 Years Ago: Sherlock Holmes Baffled // Friends of the Sherlock Holmes Collections Newsletter. — Minneapolis: Friends of the Sherlock Holmes Collections, University of Minnesota Libraries, 2000. — Т. 4, № 4. — .
- ^ Spehr, Paul C. . — Sydney: John Libbey & Co. — С. 17. — ISBN 978-1-86462-054-2.
- ^ Slide, Anthony. . — Lanham, Maryland: Scarecrow Press. — С. 22. — ISBN 978-0-8108-3426-2.
- ^ Musser Charles. . — Berkeley: University of California Press. — С. 176. — ISBN 978-0-520-08533-6.}}
- ^ Hendricks, Gordon. . — Berkeley: Beginnings of the American Film, University of California Press. — С. 60.
Каçăсем
- «Озадаченный Шерлок Холмс»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Информация о фильме на сайте The Arthur Conan Doyle Encyclopedia (англ.). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
Артур Конан Дойлăн «Шерлок Холмсĕ» |
||
|---|---|---|
| Повеçсем | ||
| Калавсен пухăмĕсем | ||
| Персонажсем | ||
| Урăххи | ||
Ку статья ҫине РУВИКИ-нчи ытти статьясенчен лекме май ҫук. |
- Акăлчанла фильмсем
- Фильмсем, алфавитпа
- 1900 ҫулхи фильмсем
- РУВИКИ:IMDb-ри йӑнӑшлӑ фильмсем
- Çухалнă кинокамитсем
- Хура-шурă кинокамитсем
- Сасăсăр кинокамитсем
- АПШ хура-шурă фильмĕсем
- Шерлок Холмс пирки фильмсем
- АПШ кĕске фильмĕсем
- АПШ кинокамичĕсем
- 1900 çулхи кинокамитсем
- Фэнтези жанрĕнчи АПШ фильмĕсем
- АПШ 1900 çулхи фильмĕсем