Аргонăн Çĕр атмосферинче виçĕ стабилллă изотоп пур: 36Ar (0,337 %), 38Ar (0,063 %), 40Ar (99,600 %)[1][2]. Йывăр 40Ar изотоп çĕр çинче пĕтĕмпе пекех калин40K арканнипе пулнă. Кали-40 икĕ меслетпе арканма пултарать:
Çутçанталăкри калин 1 грамĕ (40K шайĕ 0,012 ат.%) çулталăкра 1,03·107 яхăн 40Ar туса кăларать. Çавăн пирки ту породисенче 40Ar пуханса пырать. Геологсем 40Ar/40K тĕпчесе ту породисем хăçан кристал пулнине пелме пултараççĕ. Кали-аргоновый меслечĕтĕшĕ геохронологин тĕп меслечĕсенчен пĕри[3].
36Ar тата 38Ar çак реакцисемпе пулма пултараççĕ:
Космосри аргон 36Ar тата 38Ar изотопсенчен тăрать.
Изотоп сарăлни çутçанталăкри объекчĕсече кăтартнă. Ытти çăлкуçсенче урăхла пулма пултараççĕ.
Символпа юнашар вырнаçтарнă 'm', 'n', 'p' индексĕсемпе нуклидăн изомерĕсене кăтартнă.
Чĕнтĕрпе (#) палăртнă пĕлтерĕшсене экспериментсенчен кăна мар, юнашар вырнаçнă нукличĕсен системăллă тренчĕсенчен кăштах та пулин илнĕ. Çаврăну пĕлтерĕшĕсем шанчăклă пулмасан вĕсене хытаркăчсене хупнă.