Арсиноя III
Ҫын пирки | |
Арсиноя III | |
Чӑн ят | ав.гр. Ἀρσινόη ἡ Φιλοπάτωρ |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 246 до н. э. |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 204 до н. э. |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Ашшĕ | Птолемей III Эвергет |
Амăшĕ | Береника II[d] |
Упăшки | Птолемей IV Филопатор[d][1] |
Ачисем | ывӑлӗ Птолемей V Эпифан |
РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем |
Арсиноя III — Египет патши, Птолемей III тата Береника II хӗрӗ.
Кун-ҫулӗ
П. эрч. 220 ҫ. юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен чӳк уйӑхӗ пуҫламӑшӗччен Птолемей IV, тӑван шӑллӗне качча тухнӑ. Унран пӗртен пӗр ачи - ывӑлӗ Птолемей V Эпифан пулнӑ. Арсиноя вӑйлӑ министр Сосибиус мӗн чухлӗ ирӗк панӑ, ҫавӑн чухлӗ хастаррӑн патшалӑх ӗҫӗнче хутшӑннӑ.
П. эрч. 217 ҫулта вӑл шӑллӗ-упӑшки IV Птолемейпа пӗрле 55 000 ҫынлӑ ҫарпа Палестинари Рафиа патӗнчи Аслӑ Антиохӑн 68 000 ҫынлӑ ҫарне хирӗҫ ҫапӑҫура хутшӑннӑ. Арсиноя ҫуран ҫарӑн фалангин пайне ертсе пынӑ. Икӗ енчен те юланутлӑ, пиллӗ тата юри хатӗрленӗ ҫарсемпе, ухӑҫӑсемпе тата йӑла-йӗркеллӗ македони фалангипе усӑ курнӑ. Ҫапӑҫу япӑхрах пырсан, вӑл ҫарсем патне хӑй тухса вӗсене тӑван кил-йышӗсемшӗн ҫапӑҫма чӗннӗ. Ҫӗнтерсен кашнине икшер мина ылтӑн пама сӑмах панӑ, вӗсем вӑл хушнине пурнӑҫланӑ.
П. эрч. 204 ҫулла Птолемей IV вилнӗ. Унӑн икӗ тӗп фаворичӗсем, Агафоклпа Сосибий, Арсиноя регент пуласран хӑраса, ӑна кермен пӑтӑрмахӗ вӑхӑтӗнче вӗлернӗ, вӑл упӑшки вилнине пӗлсе ӗлкӗреймесӗрех вилнӗ.
Тепӗр версисем тӑрӑх, вӑл керменре пулнӑ пушарта е Птолемей IV аллинчен вилнӗ.
Упӑшкипе иккӗшне турӑ вырӑнне чысланӑ.
Вуламалли
- Wilcken U. Arsinoë 27 (нем.) // Kategorie:RE:Band II,1 — 1895.
Каҫӑсем
- Wilcken U. Arsinoë 27 (нем.) // (unknown type) — 1895.
- 246 году до н. э. ҫуралнисем
- 204 году до н. э. вилнисем
- РУВИКИ:РУВИКИ.Даннӑй элеменчӗ ҫине кӑтартакан вырӑсла алӑ пусман статьясем
- РУВИКИ:Ӳкерчĕксĕр статьясем (РУВИКИ.Датӑра кăтартнă: P18)
- РУВИКИ:Ӳкерчĕксĕр статьясем (РУВИКИ.Датӑра кăтартнă: P373)
- Истори
- Политиксем
- Политика, патшалӑхсемпе
- Авалхи Египет
- Авалхи Египет майра патшисем
- Птолемейсем