Артемьева Нина Николаевна

Артемьева Нина Николаевна (литература псевдонимӗ; чӑн хушамачӗ — Мокина; Пушӑ {{ВД-Преамбула}} шаблон) — чӑваш сӑвӑҫи тата журналисчӗ. Раҫҫей Журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1987), Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1991). Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ (1990)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1947 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Тутар АССР-н Пӳлер районӗнчи Черемушка ялӗнче ҫуралнӑ. Хальхи вӑхӑтра ку ял Тутарстан Республикин Аксу районӗнче вырнаҫнӑ[2].

Емелькинӑри тулли мар вӑтам шкулта вӗреннӗ. Унтан Шупашкара куҫса килнӗ, мамӑк комбинатӗнче ӗҫленӗ тата каҫхи вӑтам шкулта вӗреннӗ[1]. 1965—1977 ҫулсенче Чепӗксӗрти мамӑк комбинатӗнче ӗҫленӗ. 1977 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗтернӗ[2].

1977—2003 ҫулсенче «Хатӗр пул» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1992 ҫултан журнал «Ҫил ҫунат» ятпа тухма пуҫланӑ[2].

Пултарулӑхӗ

Артемьеван малтанхи сӑввисем XX ӗмӗрӗн 1960-мӗш ҫулӗсенче Хусанта тухакан «Ленин ялавӗ» хаҫатра пичетленнӗ. Унӑн хайлавӗсем «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче, «Хусан», «Поэзи» альманахӗсенче, коллективлӑ пухӑмсенче тата «Чӑваш литературин антологийӗнче» тухнӑ[1].

Артемьева пултарулӑхӗнче Пӳлер енӗн историйӗпе ҫут ҫанталӑкне халалланӑ сӑвӑ циклӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ[2].

Кӗнекисем

  • «Пучахсем калаҫаҫҫӗ» — сӑвӑ пуххи (1983);
  • «Хурӑнсем кашлаҫҫӗ» — сӑвӑ пуххи (1991)[2];
  • «Ӗмӗрхи кӗвӗ» — вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли сӑвӑ пуххи (2025)[3].

Хисепӗсем

  • Марфа Трубина ячӗллӗ преми (1990)[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Ентешӗмӗрӗн, Нина Артемьеван, «Ӗмӗрхи кӗвӗ» ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ (чăв.), Сувар (2025-09-08). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Станьял В. П. Артемьева Нина Николаевна (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  3. ^ Вышел сборник стихов Нины Артемьевой «Ӗмӗрхи кӗвӗ» (выр.). Чувашское книжное издательство (4 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Станьял В. П. Артемьева (Мокина) Нина Николаевна. — Чувашская энциклопедия. — 2006. — Т. 1. — С. 129.;
  • Афанасьев П. Артемьева (Мокина) Нина Николаевна. — Писатели Чувашии. — 2006. — С. 36.;
  • Сорокин Н. М., Турхан Е. А. Артемьева (Мокина) Нина Николаевна. — Чувашские писатели Татарстана. — 2015. — С. 19—20..

Каҫӑсем